Нумай хваттерлӗ ҫуртсене юсас программа епле пурнӑҫланнине нумаях пулмасть республикӑри прокуратура органӗсем тӗрӗсленӗ те самай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ.
Хӑш-пӗр муниципалитетра ҫук ҫуртсене те тӗплӗн юсамалли программӑна кӗртнӗ. Сӑмахран, ку списокра Ҫӗмӗрлери Красноармейски урамӗнчи 17/1-мӗш ҫурт шутланнӑ. Ҫуртсенчи хӑш-пӗр пайӗсен тӑрӑмӗ 70 процентран ытла япӑхса кайнӑ пулин те тӗплӗ юсав программине ҫӗнӗрен пӑхса тухман. Кун пек ҫуртсен шутӗнче Ҫӗмӗрлери МОПР урамӗнчи 29-мӗш тата Мир урамӗнчи 33-мӗш ҫуртсене тӗслӗх вырӑнне асӑнса хӑварма пулать. Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 8-мӗш ҫуртра вара вӗри шыв тытӑмне 2014 ҫулта тӗплӗн юсама палӑртса хунӑ, анчах унта вӗри шыв ӗмӗрне те пулман.
Ҫӗмӗрле хулинчи кадетсем Ҫӗнтерӳ кунне лекеймен. Кун пирки Татьяна Молокова журналист хӑйӗн блогӗнче пӗр класра вӗреннӗ тусӗ пӗлтерни тӑрӑх хыпарланӑ.
«Ҫӑхав ҫырасшӑнччӗ, анчах преподавательсене усал тӑвас килмест», — тенӗ-мӗн лешӗ.
Ҫӗмӗрлери кадетсене Шупашкарти Ҫӗнтерӳ парадне йыхравланӑ-мӗн. 10 сехетре вӗсен чечек хунӑ ҫӗре хутшӑнмалла, 12 сехетре Хӗрлӗ лапамри марша ҫитмелле, 13 сехетре «Ҫӗнтерӳ вальсӗнче», 15 сехетре ветерансем валли лартакан концертра ташламалла пулнӑ.
Ҫӗмӗрле ачисене Шупашкара илсе кайма 53 вырӑнлӑ автобус саккас панӑ, укҫине те тӳлесе хунӑ. Унпа кӗҫӗн тата аслӑ классенче вӗренекен кадетсем каймалла пулнӑ. Ачасемпе 2 преподаватель тата сакӑр ашшӗ-амӑшӗ ирхи ҫиччӗре ҫула тухнӑ. Анчах автобус хуларан тухса ӗлкӗреймен, вырӑнти ҫул-йӗр инспекторӗсем тытса чарнӑ. Вӗсем пӗрле ҫула тухмалли урапа ҫук тесе автобуса хуларан кӑларса яман.
Ашшӗ-амӑшӗпе вӗрентекенсем ҫул-йӗр инспекторӗн пуҫлӑхӗ патне кайса пӗрле ҫула тухмалли урапа уйӑрма ыйтнӑ, анчах транспорт енчен хӗсӗк тесе хирӗҫленӗ. Автобусра 2 сехет ҫурӑ ларнӑ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш класра вӗренекен кадетсене киле саланма хушнӑ.
Иртнӗ уйӑхра Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсемпе лартнӑ спектакльсене уйӑхӗпех лартнине пӗлтерет. Ытти ҫул та унта чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ-мӗн-ха. Кӑҫал, ав, эрнепе ҫырлахман.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен артистсем тӗрлӗ ҫӗре спектакльсемпе ҫитнӗ, унта чӑваш авторӗсен пьесисемпе лартнӑ ӗҫсене кӑтартнӑ.
Пӗчӗк куракансене вӗсем Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине», Г. Азямӑн «Атя, тилӗ, яра пар!» тата «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ» пьеси тӑрӑх лартнӑ юмахсене кӑтартнӑ.
Артистсем Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле хулисенче, Мари Элти Волжскра,Тутарстанри Ешӗлварта, район центрӗсенчен Муркашра, Хӗрлӗ Чутайӗнче, Кӳкеҫре, ялсенчен Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра, Шупашкар районӗнчи Шорчекассинче тата Ҫӗньялта пулнӑ.
Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрлере «Нам этот мир завещано сберечь» (чӑв. Пире ҫак тӗнчене перекетлеме халалланӑ) ятпа регионсем хушшинчи IV экологи фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «ЭКА» симӗссисен общество организацийӗн йӗркеленӗ.
Экологи фестивальне маларах асӑннӑ хулари 3-мӗш вӑтам шкула пуҫтарӑннӑ. Ку шкула ытахальтен суйламан. Вӑл — экологи культурине йӗркелес тӗлӗшпе республикӑн Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин грантне ҫӗнсе илнӗскер.
Экофестивале 2012 ҫултанпа ирттереҫҫӗ. Хутшӑнакансем ҫулсерен йышлансах пынине ӗнентереҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем. Хальхинче 10 районти педагогсем пухӑннӑ. Улатӑр районӗнчисем те ҫитнӗ.
«Естествӑлла циклти чи лайӑх урок» номинацире I степеньлӗ диплома Кувакинӑри Н.А. Чугунова географи учителӗ тивӗҫнӗ. «Пуҫламӑш шкулти чи лайӑх экологи урокӗ тата класс тулашӗнчи мероприяти» номинацире II степеньлӗ дипломпа Алтышевӑри Т.А. Ефимова географа палӑртнӑ. «Экологи интеграцийӗ енчен чи лайӑх урокшӑн» II степеньлӗ дипломпа Стемасри информатика учителӗ Н.М. Сидорова тата пуҫламӑш классен вӗрентекенӗ Е.В. Волкова таврӑннӑ.
Ӗнер Вӑрнар районӗнчи Нурӑс ялӗнчи урапасене кӗпер урлӑ каҫарма тытӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, ҫак уйӑхра унти кӗпер ҫурхи ейӗве чӑтайманччӗ, ӑна шыв илсе кайнӑччӗ.
Асӑннӑ ял витӗр Мӑн Ҫавал юханшывӗ иртет. Ун урлӑ хывнӑ кӗпере тахҫанах юсама тытӑннӑ та ниепле те вӗҫне ҫитереймеҫҫӗ. Ку кӗпер вара Нурӑсра пурӑнакансемшӗн кӑна мар, ял витӗр Ҫӗмӗрлене, Йӗпреҫе, Канаша каякансемшӗн те пӗлтерӗшлӗ. Ейӳ вӑхӑтӗнче каҫса ҫӳреме вӑхӑтлӑх кӗпер те туса лартнӑччӗ унтисем. Районта йӗркеленӗ ятарлӑ комисси ейӳ илме пултаракан объектсене пӑхса ҫаврӑннӑ чухне Нурӑсри кӗпер шыв-шурта чӑтаймассӑн туйӑннӑран вӑхӑтлӑх кӗпер ӑсталама йышӑннӑччӗ.
Ӗнер Мӑн Ҫавал урлӑ автотранспорта каҫарма тытӑннӑ. Юсав ӗҫне «Чӑвашавтодор» акционерсен обществи пурнӑҫланӑ.
Ҫӗмӗрлере ҫутӑ диочӗллӗ светофорсем вырнаҫтарнӑ. Вӗсенчен тӑваттӑшӗ транспорт валли, тепӗр тӑваттӑшӗ ҫуран ҫӳрекенсен шутланать. Вӗсем М. Жуков — Ленин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте вырӑн тупнӑ.
Ҫутӑ диочӗллӗ светофорсен паха енӗ самай тесе хаклаҫҫӗ. Пӗрремӗшӗнчен, энергие перекетлӗ тӑкакланине кура ҫутӑ сахал ҫунтараҫҫӗ. Ахаль лампӑллисемпе танлаштарсан, 10–20 процент перекетлеҫҫӗ-мӗн. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсем нумай вӑхӑта пыраҫҫӗ.
Тепӗр паха ен шутне ҫутӑ диочӗллӗ светофор пӗтӗм ҫутӑ харӑс ӗҫленӗн кӑтартманнине те кӗртеҫҫӗ. Ун пек кӑлтӑк урапасемшӗн те, ҫуран ҫӳрекенсемшӗн те меллӗ мар. Хӗвел ҫутинче уйрӑмах кансӗрлет. Ку вара, паллӑ ӗнтӗ, ҫул-йӗр ҫинче инкек пулас хӑрушлӑх кӑларса тӑратать.
Чӑваш Енре культура учрежденийӗсене юсаса ҫӗнетесшӗн. Нумай функциллӗ культура ҫурчӗсем кӑҫал Вӑрмарта, Ҫӗрпӳре, Елчӗкре хута каймалла. Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле хулисенче культура керменӗсене модернизацилесе ҫӗнӗ хальхи пурнӑҫпа килӗшсе тӑракан техникӑсемпе тивӗҫтерме палӑртнӑ. Ҫак тата ытти самант пирки Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн паянхи сессийӗнче республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев палӑртса хӑварнӑ.
Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юлашки 5 ҫул хушшинче республикӑра 150 культура ҫуртне модернизациленӗ.
Кунӑср пуҫне туризма аталантарассипе те ӗҫлени пирки каланӑ. "Пӗлтӗр Чӑваш Енре туризм ыйтӑвӗсемпе те анлӑ ӗҫленӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ, пирӗн региона килнӗ 240 пин ҫынна тӗрлӗ пулӑшусемпе тивӗҫтернӗ", - тесе ҫырать маларах асӑннӑ пресс-служба.
Чӑваш Енри пӗр ҫуртра хӑрушӑ ӳкерчӗк пулнӑ: тӳрех виҫӗ виле тупнӑ унта. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем унта 10 кун выртнӑ.
Пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан хӗрарӑм чӳречерен 57-ри кил хуҫин виллине асӑрханӑ. Вырӑна ҫитнӗ йӗрке хуралҫисем шалтан питӗрнӗ алӑка уҫнӑ. Унта вара — виҫӗ виле. Тата 62-ри тата 57 ҫулти ҫынсем выртнӑ унта.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушӑн 19 е 20-мӗшӗнче кил хуҫи хӑйӗн икӗ пӗлӗшне, ун патӗнче пурӑннӑскерсене, вӗлернӗ: шӗвер япалапа кӑкӑрӗ, мӑйӗ, ҫурӑмӗ тӗлӗнчен чикнӗ. Кайран вара хӑйӗн ҫине алӑ хунӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатмашкӑн экспертизӑсем ирттерӗҫ.
Ҫӗмӗрле хулинче паян педагогика идейисен тата вӗренӳ проекчӗсен ярмӑркки уҫӑлнӑ. Ӑна хулари пултаруллӑ вӗрентекенсене палӑртас тата вӗсене хавхалантарас тесе ирттереҫҫӗ.
Ку проект йӑлана кӗнӗскер — ӑна кӑҫалхипе 11-мӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Ӑна кӑҫал та онлайн-меслетпе уҫнӑ.
Ярмӑрккӑна йӗркелекенсем унта хутшӑнакансем вӗрентӳре ҫӗнӗ меслетсем сӗнессе кӗтеҫҫӗ.
Муниципалитет шайӗнче йӗркелекен конкурса хутшӑнакан педагогсем хӑйсен опытне пилӗк номинацире кӑтартаҫҫӗ: «Урок», «Дебют», «Педагогические проекты, научно-методические разработки: учебно-методические комплексы; задачники и циклы лабораторных работ; учебные и дидактические пособия», «Внеклассное занятие», «Признание». Ун валли вӗсен шӑп та лӑп пӗр эрне вӑхӑт пур.
Улатӑр районӗнче вырнаҫнӑ 8-мӗш колони пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ 43 ҫулти арҫын тӗрмере ларакансене пӳрт тутарнӑ. Хӑйне валли. Ҫапла пулнине суд хальлӗхе ҫирӗплетмен-ха, мӗншӗн тесен экс-пуҫлӑх пуҫарнӑ ӗҫе Ҫӗмӗрлери тӗпчевҫӗсем тӗпчесе кӑна пӗтернӗ. Колони пуҫлӑхӗ пулнӑскере РФ Пуҫиле кодексӗн 285-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.
Следстви шухӑшланӑ тӑрӑх, колонире ларакансенчен иккӗшне пуҫлӑх пуканне йышӑннӑ арҫын 2014 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен тытӑнса чӳк уйӑхӗччен хӑйӗн пӳртне тунӑ купаланӑ ҫӗрте ӗҫлеттерсе пурӑнтарнӑ. Пӳрте вӑл Улатӑр хулинче туса лартнӑ.
Колони пуҫлӑхӗ пулнӑ арҫын ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсемпе Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем пӗрле пулса тупса палӑртнӑ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |