Ҫурлан 1-мӗшӗнче Улатӑрта автобус водителӗсен республика конкурсӗ пуҫланнӑ. Чӑваш Республикинчи «Чӑвашавтотранс» патшалӑх унитари предприятийӗн филиалӗсенчи автобус водителӗсен хушшинче суйлав иртнӗ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 39 водитель хутшӑннӑ.
Улатӑрта тупӑшу икӗ тапхӑрпа иртнӗ. Хула администрацийӗн ҫуртӗнче водительсем ҫул-йӗр правилисене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ. Хула тӳремӗнче вара руль умӗнчисем хӑвӑртлӑх маневрӗсем тӑвассинче тупӑшнӑ.
Пӗтӗмлетӳ ҫапларах: тӑватӑ номинацире те Ҫӗнӗ Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Анатолий Иванов ҫӗнтернӗ. Вӑл руль умӗнче 20 ҫул ытла ларать.
Иккӗмӗш вырӑна Шупашкарти автотранспорт предприятийӗнче ӗҫлекен Виталий Краснов тата Ҫӗмӗрлери автотранспорт предприятийӗнче вӑй хуракан Вячеслав Егоров тухнӑ.
Шупашкарти автотранспорт предприятийӗн водителӗ Ирина Федорова виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти Анатолий Иванов — ҫул-йӗр правилисене чи лайӑх пӗлекенни.
Сӑнсем (36)
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Андрей Бороницын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче ҫемҫе пукна йышӑннӑ ҫынна хӑйӗн тивӗҫӗсене ӳстернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пуҫлӑх пулнӑ вӑхӑтра Бороницын 2011 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче пӗр хӗрарӑма 1798 тӑваткал метр ҫӗре аукционсӑр-мӗнсӗр харпӑрлӑха пама йышӑну кӑларнӑ. Унччен ҫав ҫӗр патшалӑх харпӑрлӑхӗнче пулнӑ. Пуянлӑхпа Ҫӗмӗрле хула администрацийӗ хуҫаланнӑ. Ҫӗре хӗрарӑма 552 пинрен темиҫе тенкӗ йӳнӗрехпе уйрӑм ҫын харпӑрлӑхне панӑ хыҫҫӑн унта автоавӑрлав станцийӗ туса лартнӑ. Асӑннӑ ҫӗрӗн кадастр хакӗ 3,7 миллиона яхӑн иккен.
Ку фактпа иртнӗ уйӑхӑн юлашки кунӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ тӗпчев малалла пырать.
Чӑваш Енре малашне ӗҫ ветеранӗн ятне илмелли стажа пӗчӗклетесси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем тата арҫынсем валли ӑна 2,5 ҫул пӗчӗклетесшӗн.
Анчах ку пурнӑҫа хӑҫан кӗресси паллӑ мар-ха. Кун валли хушма 250 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку укҫа вара республика хыснинче ҫук. Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрле халӑхӗпе тӗл пулнӑ чухне хускатнӑ.
Ыйтӑва ватӑ ҫынсем ҫӗкленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тахнӑ пӗр хӗрарӑм 39 ҫул ӗҫленӗ-мӗн, ӗҫ ветеранӗн ятне илмешкӗн 1 ҫул ҫитмен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пенсин чи пӗчӗк виҫине илет. Производствӑра чылай сахалрах ҫул ӗҫленӗ кӳрши вара пенси ытларах илет-мӗн. Михаил Игнатьев кунта тӗрӗсмарлӑх пуррине палӑртнӑ. Вӑл 2012 ҫулта ӗҫ ветеранӗн ятне илме тивӗҫ ҫынсен списокне анлӑлатнине, унччен ку та пулманнине аса илтернӗ. Халӗ республикӑра 22 пин ҫын ӗҫ ветеранӗн ятне илнӗ. Вӗсем уйӑхсерен хушма 1 150 тенкӗ илеҫҫӗ.
Тӗлпулура Михаил Игнатьев ӗҫ стажне 2,5 ҫул пӗчӗклетмеллине, анчах хыснара кун валли хальлӗхе укҫа ҫуккине палӑртнӑ. Укҫа тупсан ҫак ыйту уҫӑмланмалла-мӗн.
Ӗнер Ҫӗмӗрле хулинче хӗрарӑм-полицейски тӑр кӑнтӑрла ача кӳми ҫине пырса кӗнӗ.
Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм отпускра шутланнӑ-ха. Кӑнтӑрла вӑл хулари Ленин урамӗнчи картишре сылтӑмалла пӑрӑнма тӑнӑ чух ача кӳмине пырса лекнӗ. Суранланнӑ икӗ ҫулхи хӗрачана Шупашкарти ача-пӑча медицина центрне ӑсатнӑ.
Полицейски майорне медицина енчен тӗрӗсленӗ те, инкек пулнӑ вӑхӑтра вӑл урӑ пулнине палӑртнӑ. Халӗ ку фактпа служба тӗпчевӗ пырать тесе пӗлтерет Чӑваш Енри Шалти ӗҫсен министерствин пресс-служби.
Ҫу-ҫӗртме уйӑхӗсенче шкул ачисемпе ача пахчине ҫӳрекенсем регионти ӳсен-тӑран паллисене суйланӑ. «Раҫҫей аллейи» Пӗтӗм Раҫҫей акцийӗпе килӗшӳллӗн республикӑра «Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 районти (Вӑрмар, Елчӗк, Етӗрне, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Хӗрлӗ Чутай районӗсенчен), 5 хулари (Канаш, Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар) 31 вӗренӳ учрежденийӗ хутшӑннӑ.
«Раҫҫей аллейи» пултарулӑх конкурсне пирӗн тӑрӑхри ӳсен-тӑранӑн 63 сӑнӳкерчӗкне тӑратнӑ. 14 ача республика палли юман пулмалла тесе шухӑшлать. 6-шӗ пилеше тата ҫӑкана суйланӑ. 5-ӗн – хурӑншӑн, 4-шӗ – хӑвашӑн. 4-шӗ салтак тӳмине палӑртнӑ. Конкурсра курӑкӑн, тӗмӗн 20 ытла тӗсне те тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене палӑртнӑ.
1-мӗш вырӑна Ҫӗмӗрле районӗнчи Хутар шкулӗнчи Татьяна Шустова йышннӑ. Шупашкарти 122-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Роман Никитин – иккӗмӗш. Шупашкарти 38-мӗш шкулта вӗренекен Дмитрий Матвеев 3-мӗш пулнӑ. Ҫӗмӗрлери 3-мӗш шкулта ӑс пухакан Мария Ветликова, Шупашкарти 5-мӗш ача садне ҫӳрекен Данила Дмитриев, Красноармейски районӗнчи Пикшик шкулӗн вӗренекенӗ Виталий Михайлов лауреатсен ятне тивӗҫнӗ.
Ҫӗртмен 15-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ, тыл ӗҫченӗ Агриппина Тимофеева 100 ҫулхи юбилейне уявланӑ.
Агриппина Тимофеевна Элӗк районӗнчи Иштерек ялӗнче ҫуралнӑ. Пурнӑҫӗ йывӑр килнӗ. 7 ҫулта ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ. Унӑн шкула ҫӳреме те май пулман. Агриппина Тимофеева ӗне кӗтӗвне пӑхнӑ, куншӑн ӑна апат ҫитернӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче вӑл Етӗрне хули ҫывӑхӗнче окоп чавнӑ. Унтан Ҫӗмӗрле хулинче вӑрман каснӑ. Кун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳре ҫул хывнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ.
Агриппина йывӑр ҫулсене халӗ те аса илет. Вӗсем халӗ те ӑна тӗлӗкре курӑнаҫҫӗ-мӗн. Хӑй каланӑ тӑрӑх, пурнӑҫӗнче вӑл темӗн те курнӑ, анчах йывӑр ҫулсем унӑн асӗнчен халӗ те тухмаҫҫӗ.
100 ҫулти кинемей ҫулсене кура мар йӑрӑ. Вӑл ӗҫлеме юратать, хускалмасӑр лараймасть.
Агриппина Тимофеевна халӗ 7 мӑнукӗпе, 8 мӑнук ачипе тата вӗсен 1 ачипе киленет. Кинемей хӗрӗпе пурӑнать.
Ятарлӑ автомобильсем кӑларакан Ҫӗмӗрлери савут нумаях пулмасть 85 ҫулхине паллӑ тунӑ. Паллӑ кунпа предприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламланӑ.
Ҫӗмӗрлери ҫав предприяти хула хыснине укҫа-тенкӗ илсе килекен тӗп организаци шутланать. Ҫӗмӗрлен социаллӑ пурнӑҫӗнче те вӑл тӗп вырӑн йышӑнать.
Савутра хӳтӗлев тата граждан тӗллевӗллӗ, медицинӑра тата ытти отрасльте кирлӗ техникӑна юсамалли пайсем, тӗрлӗ тӗллевлӗ модульсемпе контейнерсем кӑлараҫҫӗ. Ун продукцине ытларах чух Раҫҫейӗн Хӳтӗлев, Шалти ӗҫсен тата Инкеклӗ ӗҫсен министерствисем усӑ кураҫҫӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ савута юбилейпа саламланӑ май 2011 ҫулхинчен продукци кӑларасси 2 хут ӳстернине палӑртнӑ.
Кирек епле уяври пекех унта ӗҫлекенсене те тӗрлӗ шайри Хисеп гармотисемпе тата ытти наградӑпа чысланӑ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑ ял тӑрӑхӗнче авиамодель спорчӗн «Сывлӑшри ҫапӑҫу» класӗ енӗпе Чӑваш Республикинчи шкул ачисен хушшинче спартакиада иртнӗ.
Тупӑшӑва 5 ушкӑн хутшӑннӑ: Патӑрьелтен, Ҫӗмӗрлерен, Шупашкартан, Ҫӗнӗ Шупашкартан тата Муркаш районӗнчен. Муркаш районӗн чысне Юнкӑри «Авиамоделировани» спорт кружокӗн членӗсем хӳтӗленӗ. Ертӳҫи — Юрий Самушков.
Ӑмӑрту аслӑ тата кӗҫӗн ӳсӗмрисен хушшинче иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкар команди пӗрремӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Юнкӑ команди 2-мӗш пулнӑ. Кунсӑр пуҫне Юнкӑ тӑрӑхӗнчи Алексей Тепеев 2-мӗш, Станислав Яргунькин 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Сӑнсем (8)
Швецире «Putins Folk» (Путин халӑхӗ) кӗнеке кун ҫути курнӑ. Ӑна Раҫҫей Президентне ырлакансене халалланӑ. Кӗнекере ҫуррине яхӑн Чӑваш Республикинче пурӑнакансемпе хатӗрленӗ интервью кӗнӗ.
Кӗнеке авторӗ — финн юнӗллӗ Швед журналисчӗ Калле Книивиля. Вӑл Раҫҫей тематикипе унччен те ҫырнӑ. Ҫӗнӗ кӑларӑмра автор Путин майлисене тӗпчев лартнӑ.
«Ку кӗнеке Владимир Путин ҫинчен мар. Ун пирки малтан та сахал мар кӗнеке кӑларнӑ», — тенӗ вӑл кӗнеке аннотацийӗнче. Ҫапла автор «Путина ӑнланас, ахаль Раҫҫей ҫыннисене унра мӗн килӗшнине пӗлес» тенӗ имӗш.
Калле Книивиля 2013 ҫулти авӑн уйӑхӗнче пулнӑ Раҫҫейри пилӗк хула хушшинче Шупашкарпа Ҫӗмӗрле иккен. Вӑл ҫав ҫулҫӳрев унра иккӗлле кӑмӑл-туйӑм хӑварнине пӗлтернӗ. Пӗр енчен, СССР арканнӑ хыҫҫӑн ҫынсене пурнӑҫ шайне лайӑхлатма тата чикӗ леш енне кайма пултарни имӗш. Япӑх кӑмӑл-туйӑм ҫуратасси демократи сӑмах ҫынсенчен чылайӑшӗшӗн пӗлтерӗше ҫухатни-мӗн.
Хайхи журналист ҫынсенчен пӗр пайӗ ӗҫ укҫи вӑхӑтра тӳлесен тата вӗсене тӗкӗнмесен те ҫырлахнине асӑрханӑ пулать.
Чӑваш Енре республика шайӗнче иртнӗ пилӗк конкурса — «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ», «Ҫулталӑк воспитателӗ», «Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Ҫулталӑк психологӗ», «Социаллӑ педагог» — пӗтӗмлетнӗ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш шкулта ют чӗлхе вӗрентекен Екатерина Владимирова тивӗҫнӗ. Ӑна ЧР Элтеперӗн 150 пинлӗх премине панӑ.
«Ҫулталӑк воспитателӗ — 2014» — Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчинче ӗҫлекен Татьяна Тетерова. Вӑл 100 пин тенке тивӗҫнӗ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи» ята кӑҫал Комсомольски районӗнчи Тукай шкулӗнче ачасене ют чӗлхе предметне вӗрентекен Гузель Хайртдинова тивӗҫнӗ.
«Социаллӑ педагог — 2014» ята Улатӑрти 9-мӗш шкулта ӗҫлекен Наталия Нажалкина илнӗ.
«Ҫулталӑк психологӗ» ята кӑҫал Психологипе педагогика реабилитаци тата тӳрленӳ центрӗн ӗҫченӗ Сергей Педюсев пулнӑ.
«Чи лайӑх класс ертӳҫи», «Социаллӑ педагог», «Ҫулталӑк психологӗ» ята тивӗҫнисем 50 пинлӗх премие тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |