Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Культура
![]() Пукане театрӗн спектаклӗ Иртнӗ уйӑхра Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ чӑваш авторӗсен хайлавӗсемпе лартнӑ спектакльсене уйӑхӗпех лартнине пӗлтерет. Ытти ҫул та унта чӑваш чӗлхи эрни ирттернӗ-мӗн-ха. Кӑҫал, ав, эрнепе ҫырлахман. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен пуҫласа 29-мӗшӗччен артистсем тӗрлӗ ҫӗре спектакльсемпе ҫитнӗ, унта чӑваш авторӗсен пьесисемпе лартнӑ ӗҫсене кӑтартнӑ. Пӗчӗк куракансене вӗсем Юхма Мишшин «Шӑна кӑмпине», Г. Азямӑн «Атя, тилӗ, яра пар!» тата «Мулкач — ҫӗнтерӳҫӗ» пьеси тӑрӑх лартнӑ юмахсене кӑтартнӑ. Артистсем Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Ҫӗмӗрле хулисенче, Мари Элти Волжскра,Тутарстанри Ешӗлварта, район центрӗсенчен Муркашра, Хӗрлӗ Чутайӗнче, Кӳкеҫре, ялсенчен Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра, Шупашкар районӗнчи Шорчекассинче тата Ҫӗньялта пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |