Ҫак кунсенче Ҫӗмӗрле хулинче ҫамрӑк гимнасткӑсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Етӗрне, Ҫӗмӗрле, Ҫӗрпӳ хулисенчен тата Кӳкеҫ поселокӗнчен пуҫтарӑннӑ 4–10 ҫулхи ачасем халлӗхе гимнастикӑра пӗрремӗш утӑмсем ҫеҫ тӑваҫҫӗ пулин те ҫапах вӗсен пултарулӑхӗ куракансене савӑнтарчӗ.
Уяв хыҫҫӑн Хӗл Мучи пурне те саламласа парнесемпе чысларӗ.
Сӑнсем (19)
Пирӗн республикӑри виҫӗ хулара кинотеатр уҫӗҫ. Кун пирки Хамӑр ҫӗршыври кинематографине социаллӑ тата экономика тӗлӗшпе пулӑшас енӗпе ӗҫлекен федераци фончӗ пӗлтернӗ.
100 пин ҫынран сахалтарах пурӑнакан хуласенче кинотеатрсене аталантаракан федераци программине пирӗн республика та лекнӗ. Конкусра федерацин 51 субъектӗнчи 125 хулана суйласа илнӗ. Вӗсенче 143 кинозала федераци укҫи-тенкипе оборудовани туянма, кинозалсене ҫӗнетме пулӑшӗҫ. Кун валли 705 миллион тенкӗ уйӑрмалла. Пӗтӗмпе конкурса 79 регионтан 655 заявка тӑратнӑ.
Чӑваш Енри хуласенчен Улатӑр (унти «Вива» общество), Канашри Культура керменӗ, Ҫӗмӗрлери «Восход» культура керменӗ федераци пулӑшӑвне илсе хамӑр ҫӗршывра кӑларнӑ киносене кӑтартма тытӑнӗ.
Хӗрлӗ Чутай районӗн тӗп пульницине тӗпрен юсамашкӑн 4,6 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, унта вырӑнти халӑх кӑна мар, Ҫӗмӗрле хулипе районӗнчен те пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ.
Халӗ пульницӑра юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Унта тӑррине ҫӗнетеҫҫӗ, урайне сараҫҫӗ. Пульницӑн тӗп тухтӑрӗ Иван Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх, виҫӗ уйӑхра инфекци корпусӗ тӗппипех ҫӗнелӗ: фасадне, чӳречисене улӑштарӗҫ, ҫӗнӗ сантехника лартӗҫ, пӑрӑхсемпе пралуксене улӑштарӗҫ, сӗтел-пукан туянӗҫ.
Строительство ӗҫӗсене 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗччен вӗҫлеме палӑртнӑ. Сӑмах май, инфекци уйрӑмӗн ҫуртне 1974 ҫулта хута янӑ. Юсав вӑхӑтӗнче пациентсене кӳршӗ районсем йышӑнӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарнӑ май ачасем Хӗл мучи патне ҫыру шӑрҫалаҫҫӗ, ӗмӗчӗсем пирки пӗлтереҫҫӗ. Авӑ Ҫӗмӗрлери интернат шкулта пурӑнакансен ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.
Ҫак кунсенче вӗсем парнесем илнӗ. Хӗл мучирен ыйтнисене. Ӗмӗчӗсене пурнӑҫланма вара Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем пурнӑҫлама пулӑшнӑ.
Ачасем Хӗл мучи патне ҫыру ҫырнӑ. Акӑ халӗ Хӗл мучи вӗсен ӗмӗчӗсене пурнӑҫланӑ. Андрей Федоров юлашки кунчченех иккӗленнӗ: Хӗл мучи унӑн ӗмӗтне пурнӑҫлайӗ-и? Ӑна ҫырнӑ футболка кирлӗ пулнӑ. Интернатри чи пӗчӗк хӗрача вара магнит хӑми пирки ӗмӗтленнӗ.
Интернатра – 80 ача. Кашнинех ӗмӗчӗ тӗрлӗрен. Списокра кролик валли читлӗх ыйтакан та пулнӑ. Ҫапах пурин те ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.
Ҫак ҫын ҫул ҫинче шар курнӑ. Ку хӑйӗн айӑпӗпе мар-ха. Маршрутка водителӗн тимсӗрлӗхне пула вӑл пуҫне суранлатнӑ.
Ку иртнӗ эрнере пулнӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. 44 ҫулти арҫынна тепӗр ҫынна суран кӳнӗшӗн айӑпласшӑн.
Ҫав кун 68 ҫулти пассажир самаях вӑйлӑ аманнӑ. Ҫӗмӗрле хулине кӗнӗ чухне водитель чарӑнса ҫынсене антарнӑ. Анчах алӑк хупӑ-и е ҫук-и — лайӑх пӑхман вӑл — малалла хускалнӑ. Ҫавӑн чухне автобусран ватӑ арҫын тухса ӳкнӗ те пуҫне амантнӑ. Ӑна пульницӑна ӑсатнӑ.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе следовательсем ӗҫлеҫҫӗ.
Шӑматкун ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Ҫӗмӗрле хулинче ӗҫлӗ ҫулҫӳревпе пулнӑ. Вӑл унта ҫӗвӗ фабрикине, ҫӗнелнӗскере, ҫитсе курнӑ.
Ҫӗмӗрле фабрикинче тӗрлӗ тумтир ҫӗлеҫҫӗ. Унти ӗҫченсем Михаил Игнатьев валли ятарлӑ экскурси йӗркеленӗ, производство пирки каласа кӑтартнӑ.
Фабрика лайӑх ӗҫлесе пырать. Унта 70 яхӑн ҫын тӑрӑшать. Малашне вӗсен йышне тата ӳстересшӗн. Вӗсем ҫӗнӗ проекта хута яма кирлӗ пулӗҫ.
Малтан ку фабрика Ростелекомӑн лапамӗсенче вырнаҫнӑ пулнӑ. Халӗ предприяти хуҫалӑх шайне куҫнӑ. Ҫӗнӗ вырӑна куҫнӑранпа ӑна техника тӗлӗшӗнчен те ҫӗнетнӗ. Хатӗр продукци складра выртмасть — тӳрех сутӑнать. Кӑҫал 11 уйӑхра 5 миллион ытла тенкӗлӗх тумтир ҫӗленӗ. Малашне фабрикӑна татах анлӑлатасшӑн. Ҫӗне цехсем, складсем, столовӑй хута ярасшӑн.
Общество кирек хӑш саманара та ҫирӗп ҫемьесемпе вӑйлӑ. Ҫавна май ҫемье пӗлтерӗшне ӳстерес тӗллевпе республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттересси йӑлана кӗнӗ. Раҫҫейре Амӑшӗн кунне паллӑ тӑвас умӗн Чӑваш Енри кӑҫалхи чи лайӑх ҫемьесене чысларӗҫ.
"Ҫулталӑк ҫемйи - 2015" конкурса пурӗ 159 ҫемье хутшӑннӑ. Вӗсенчен 28-шӗ финала тухнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Республикӑри ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх керменӗнче ҫӗнтерӳҫӗсене чысласа пысӑк уяв иртрӗ. "Ҫулталӑк ҫемйи - 2015" титула ҫӗнсе илекенсем Шупашкар хулин Мускав районӗнче пурӑнакан Магаринсем пулнӑ. Тӗрлӗ номинацире Ҫӗмӗрле хулинчи Зайцевсен, Вӑрнар районӗнчи Тикиневсен, Патӑрьел районӗнчи Раковсен, Тӑвай районӗнчи Константиновсен, Йӗпреҫ районӗнчи Васильевсен ҫемйисем ҫӗнтернӗ.
Чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас та упраса хӑварас, ачасен пултарулӑхне ҫӳллӗ шая ҫӗклес, патриотизм туйӑмне вӑйлатас тата культура хутшӑнӑвӗсене йӗркелес тӗллевпе чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче республикӑн Вӗрентӳ институтӗнче «Янра, чӑваш сӑмахӗ» конкурс-фестиваль иртнӗ. Фестивале республикӑри чӑваш тата вырӑс шкулӗсенчи 3-6 классенче вӗренекен ачасем хутшӑннӑ. Фестивальте пурӗ 192 номер пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене тӑватӑ номинацире палӑртнӑ: «Чи лайӑх сӑвӑ калакан», «Чи лайӑх юрлакан», «Чи лайӑх ташлакан», «Чи лайӑх сценка».
Ҫак фестивале Вӑрнарти 1-мӗш вӑтам шкул та хутшӑннӑ. 4-мӗш «а» класра вӗренекен Дарья Данилова «Вӑйӑра» ташӑпа, 6-мӗш «а» класри Ксения Клочкова В. Тимаков ҫырнӑ, В.Салихова кӗвӗленӗ «Кушак» юрӑпа кайнӑ.
«Чи лайӑх юрлакан» номинацире Ксения Клочкова 2-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Фестивале Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Вӑрмар, Куславкка, Йӗпреҫ, Канаш, Ҫерпӳ, Муркаш, Елчӗк, Тӑвай, Шупашкар, Ҫӗмӗрле районӗсенчен килсе ҫитнӗ. Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисенчи шкул ачисем те хастар пулнӑ.
Пирӗн республикӑра «Хут бумӗ» экологи проекчӗ пурнӑҫа кӗрет. Тепӗр майлӑ каласан, ку вӑл хут пуҫтарнине пӗлтерет. Ку ӗҫе республикӑн Ҫутҫанталӑк министерстви тата «ЭКА» халӑх пӗрлӗхӗ пуҫарнӑ.
«Хут бумӗ» проекта Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Ҫӗмӗрле районӗнчи 13 шкул хутшӑнать. Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш, Шупашкарти 54-мӗш, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш вӑтам шкул вӗренекенӗсем — чи хастаррисем-мӗн.
«Йывӑҫ касни тавралӑха сиен кӳрет. Макулатурӑран 1 тонна хут хатӗрлесен 17 йывӑҫ упранса юлать, 30 пин литр шыв перекетленет», — аса илтереҫҫӗ проекта хутшӑнакансем.
«Хут бумӗ» 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ку ӗҫе кирек хӑш организаци те хутшӑнма пултарать. Проектӑн малтанхи тапхӑрне кӑҫалхи раштав уйӑхӗнче «Симӗс Чӑваш Ен» экологи форумӗ вӑхӑтӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Малта пыракансене парнепе хавхалантарма шухӑшлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре хӗсмете кайма ҫулпа тивӗҫ ҫамрӑксен сывлӑхне тишкернӗ. Анчах сӑмахӗ пурин пирки те пымасть. 17 ҫултисем пирки. Яш-кӗрӗмӗн сывлӑхне кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пушӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӗрӗсленӗ.
Тухтӑрсем тӗрӗсленӗ каччӑсенчен 70 проценчӗ кӑна ҫара кайма пултарать. Ыттисен сывлӑх начар. Мӗнпе чирленине те тухтӑрсем пытармаҫҫӗ. Вунҫиччӗри каччӑсем ытларах чух юн ҫаврӑнӑшӗн органӗсем начар ӗҫленипе аптӑраҫҫӗ. Психика чирӗсем те хальхи ҫамрӑксене аптӑратаҫҫӗ. Шӑмӑ чирӗсем те яшсемшӗн ют мар. Вар-хырӑм чирӗ те вӗсене аптӑратать. Кун пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин амӑшӗсемпе ачисене медицина пулӑшӑвӗ кӳрессипе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Нина Емельянова пӗлтернӗ.
Ҫара кайма юрӑхлӑ каччӑсем йышлӑ районсене те асӑннӑ. Кунта Елчӗк, Сӗнтӗрвӑрри тата Хӗрлӗ Чутай районӗсем кӗреҫҫӗ. Вӑрмар районӗнче, Ҫӗмӗрлере, Ҫӗнӗ Шупашкарта чирлисем самай.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |