![]() Ял пурнӑҫӗ
![]() Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗнче ял уявӗ иртрӗ. Иртнӗ ҫулхи пекех ӑна ҫӳллӗ шайра ирттерме тӑрӑшрӗҫ. Уява Штанашри культура ҫурчӗ ҫумӗнчи фольклор ансамлӗн артисчӗсем кӑна мар, ялти халӑх та ӗлӗкхи арчаран туртса кӑларнӑ чӑваш тумне тӑхӑнса тухнӑ. Хӑнасене тулли сӗтел кӗтсе илчӗ. Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Вӗсене вырӑсла кӑна хатӗрленӗ пулин те кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Штанаш ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Светлана Ефремова пухӑннисене уяв ячӗпе саламласа пурне те малашне те ялшӑн тӑрӑшма чӗнсе каларӗ, уяв йӗркелекенсене чунтан тав турӗ. Галина Зотова таврапӗлӳҫӗ ял историйӗпе паллаштарчӗ, уява килнӗ виҫӗ вӑрҫӑ тата педагогика ветеранне, кӑкӑр тулли наградӑллӑ 98 ҫулхи Яковлев Алексей Алексеевича асӑнмалӑх пӗчӗк парнепе, хӑйӗн «Вӑтӑр ҫичӗ пӗртӑван» кӗнекипе чысларӗ. Ку парнене ялти виҫӗ пӗчӗк ача та тивӗҫрӗҫ: Вадим Патеев, Алеша Чучаков тата Максим Михайлов. Пухӑннисене ҫавӑн пекех Элӗк райпо представителӗ ҫак ялти сӗт нумай сутакансене парнесемпе чысларӗ. Уявра юбилярсене, ҫирӗп мӑшӑрсене чысларӗҫ, вӗсен ячӗпе фольклор ушкӑнӗ юрӑсем шӑрантарчӗ. Хальхи вӑхӑтра 49 килте (вӗсенчен 27 ҫуртра никам та пурӑнмасть) 78 ҫын шутланса тӑракан пӗчӗк ял халӑхӗ уявра чылайччен савӑнчӗ. Аякри тӑвансене курса чунтан калаҫни, хаваслӑ юрӑ-ташӑ, кӑпӑклӑ чӑн-чӑн чӑваш сӑри, техӗмлӗ хуран яшки тата вырӑсла хатӗрленӗ плакатсем кӗрлевсене ҫулталӑклӑх хаваслӑ кӑмӑл парнелерӗ. | ||||||||||||
Сӑнсем (20) | ||||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |