Ҫӗмӗрле хулинче ӗнер хулари Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта пӑхса тухнӑ ыйтусем сити-менеджерпа ҫыхӑннӑскерсем пулнӑ. Тата тӗрӗсрех каласан, хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Александр Зиновьев вырӑнне унӑн тивӗҫне пурнӑҫлакана палӑртасси тата сити-менеджера суйламалли комиссие палӑртасси пулнӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Зиновьевӑн контракт вӑхӑчӗ тухнӑ. Ку пукана вӑл икӗ ҫул йышӑннӑ.
Ҫӗмӗрле хула администрацийӗн ҫӗнӗ пуҫлӑхне суйличчен тилхепене сити-менеджерӑн ҫумӗ Алексей Григорьев тытса пырӗ. Конкурс ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртмелле. Комиссие районта ҫеҫ мар, республикӑра та йӗркелӗҫ. Кайран кандидатурӑна вырӑнти депутатсем пӑхса тухса ҫирӗплетмелле.
Паян ҫанталӑк пӑсӑлассине сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Ҫурҫӗр иртсен республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫума тытӑннӑ. Шел те, асар-писер ҫанталӑк хӑш-пӗр тӑрӑхра шар кӑтартнӑ.
Ҫӗмӗрле хулине ытларах лекнӗ. Сӗнтӗрвӑрри тата Муркаш районӗсенче те пӑтӑрмахсем пулнӑ. Ҫӗмӗрле хулинче ҫӗрле ҫутӑ сӳннӗ, ҫуртсен 50 проценчӗ электричествӑсӑр юлнӑ. Ир енне чылайӑшне ҫутӑ панӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче аслатие пула харпӑр секторта электричество сӳннӗ. Ҫак сӑлтава пулах Муркаш районӗнчи Ятман ялӗнче ҫутӑ пӗтнӗ. Унта юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ. Муркаш районӗнче аслатие пула икӗ пушар тухнӑ: сарай ҫунса кайнӑ, тырӑ склачӗ сиенленнӗ.
Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савутӗнчи рабочисене пысӑк йышпа ӗҫрен кӑларса яраҫҫӗ. Предприяти ертӳҫисем ку факта хирӗҫлеҫҫӗ-мӗн. Вӗсем штата оптимизаци сӑмах хыҫне пӗркенсе чакараҫҫӗ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ҫынсене вӗсем хӑйсен ирӗкӗпе ӗҫрен пӑрахма ыйттарса заявлени ҫырма хистеҫҫӗ. Ун пеккисене ӗҫрен пӑрахма тивнишӗн пособи те тӳлемеҫҫӗ. Кӑмӑлпа ҫырма килӗшменнисене хӗсӗрлеҫҫӗ тесе «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ.
«Заявлени ҫырма хирӗҫлерӗм», — каласа кӑтартнӑ савут ӗҫченӗ Игорь Сафонов. «Анчах мана ӗҫлемелле мар услови туса пачӗҫ. Халӗ манӑн — ҫӑхавҫӑ репутацийӗ. Урӑх предприятие вырнаҫма май ҫук», — ӑнлантарнӑ Ҫӗмӗрлери ятарлӑ автомобильсен савутӗнче ӗҫленӗ ҫав этем. Ҫав вӑхӑтрах ӗҫпе тивӗҫтерекен центр савутран ҫынсене кӑларса янине пӗлет-мӗн.
Кашни кун ҫумӑр ҫунӑран Сӑр урлӑ каҫмалли понтонлӑ кӗпере хупнӑ. Мӗншӗн? Сӑр шывӗ хӑпарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 21 сехет тӗлне юханшыв шайӗ виҫӗ метр хӑпарнӑ. Ҫавна май Ҫӗмӗрле хули патӗнче Чӑваш Енпе Чулхула облаҫне ҫыхӑнтаракан понтонлӑ кӗпере хупнӑ.
Кӗпере хупни пирки ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Понтонлӑ кӗпере хӑҫанччен хупни паллӑ мар-ха. Ҫумӑр ҫусах тӑрсан шыв шайӗ пӗчӗкленмӗ-ха.
«Газпа усӑ курнин парӑмӗ 1,5 миллиарда яхӑн пуҫтарӑнса кайнӑ. Парӑм мӗншӗн пухӑнать?» — ҫак ыйтӑва ӗнер иртнӗ канашлура республика ертӳҫисем сӳтсе явнӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ку ыйту хуравне шыранӑ. Ыйтӑва вӑл канашлӑва хутшӑннӑ район-хула пуҫлӑхӗсене панӑ.
Усӑ курнӑ пулӑшупа вӑхӑтра татӑлмалли каламасӑрах паллӑ. Ҫав вӑхӑтрах республика влаҫӗсем ҫывӑх вӑхӑтра Йӑлӑмра газ кӗртме пуҫласшӑн. Ӑна валли Газпром укҫа уйӑрасса шанаҫҫӗ. Газпа парӑм пухӑнса кайнине кура «кӗмӗл» уйӑрас енпе йывӑрлӑх сиксе тухасси шиклентерет.
Парӑмӑн пысӑк пайӗ, 90,5 проценчӗ, хуласенче пуҫтарӑннӑ. Улатӑр хулинче вӑл — 110,3 млн тенкӗ, Канашра – 71,2 млн, Ҫӗмӗрлере – 154,8 млн, Шупашкарта – 685,7 млн.
Ҫӗмӗрлери 18 ҫулти Авель Лукина альтернативлӑ граждан службине яма килӗшмен. Вӑл призывпа ҫар службине каяс вырӑнне альтернативлӑ майпа ҫар тивӗҫне пурнӑҫлас тенӗ, анчах призыв комиссийӗ каччӑн ыйтӑвне тивӗҫтермен, ракета ҫарне янӑ.
Яш «Свидетели Иеговых» ушкӑнра тӑнӑ. Ку йыш пирӗн ҫӗршывра экстремистла шутланать. Капла йышӑнӑва хӑй вӑхӑтӗнче РФ Аслӑ сучӗ кӑларнӑ.
Каччӑна альтернативлӑ службӑна мӗншӗн яма килӗшменни пирки Чӑваш Енӗн ҫар комиссаричӗн ӗҫченӗ Сергей Козюра ҫапларах ӑнлантарнӑ: «Ку вӑл — призыв комиссийӗн йышӑнӑвӗ. Ку — коллективлӑ орган, ӑна председатель пулса муниципалитет пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ ертсе пырать». Унтан Сергей Козюра суйлав комиссийӗн ӗҫ-хӗлне йӗркелекен саккун пур текелесе ӑнлантарнӑ.
Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫат «Говорит Москва» портал ҫине таянса хыпарланӑ.
Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан Ольга Яфаркина 103-мӗш хутчен ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ. Хӑй вӑл Тутар Республикинче ҫуралнӑ, йышлӑ хресчен ҫемйинче ҫитӗннӗ. Ашшӗне кулак тесе айӑпласан ссылкӑна ӑсатнӑ. Кун хыҫҫӑн хӗрачана Ҫӗмӗрлери тӑванӗсем илсе кайнӑ. Ольга темиҫе ҫултан каялла тӑван тӑрӑхнех таврӑннӑ.
1937 ҫулта вӑл ялти каччӑпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Вӗсен икӗ хӗр ҫуралнӑ. Мӑшӑрне вӑрҫа илсе кайнӑ, унта вӑл йывӑр аманнӑ, ҫапах, телее, киле таврӑннӑ. Каярахпа ҫемье Ҫӗмӗрле хулине пурӑнма куҫнӑ.
Ольга Яфаркинӑна сумлӑ ҫуралнӑ кунпа саламламашкӑн тӳре-шара ҫитнӗ.
Чӑваш Енри виҫӗ районпа икӗ хула Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Ку укҫапа вӗсем инвестици илӗртӗҫ, экономикӑна аталантарӗҫ. Ку хушӑва Михаил Игнатьев алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Документра палӑртнӑ тӑрӑх, Елчӗк районӗпе Шупашкар хулине укҫа-тенкӗ ытларах лекӗ: 15 тата 12 миллион тенкӗ. Муркаш районне 9 миллион тенкӗ ҫитӗ, Ҫӗмӗрле хулине 8 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ. Етӗрне районӗ валли 6 миллион тенкӗ пулӗ. Пӗтӗмпе муниципалитетсене 50 миллион тенкӗ уйӑрса панӑ.
Хуласемпе районсене пӗлтӗрхи кӑтартӑва кура укҫа панӑ. Вӗсем грантпа общество инфратытӑмне те аталантарма пултараҫҫӗ.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче эпир Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗ хӑйӗн ял уявне ирттерни пирки пӗлтертӗмӗр. Авторӗ Галина Зотова пулчӗ. Вӑл ярса панӑ хыпар ячӗ урӑхлаччӗ ӗнтӗ («Кӗрлев ял уявӗ» тенӗччӗ), эпир вара, уяври сӑнсемпе тата текстпа паллашнӑ тӑрӑх ӑна «Кӗрлев ял уявне вырӑсла кӑна илемлетни ял ҫыннисен кӑмӑлне кайнӑ» ят патӑмӑр. Хам унта пулман-ха ӗнтӗ, анчах уява вырӑсла кӑна илемлетни чуна питӗ кӑмӑлсӑрлантарчӗ. Икӗ хурӑнпа усӑ курса уявӑн йыхрав стендне хатӗрленӗ. Икӗ енче те вырӑсла ҫырса хунӑ. «Нивушлӗ пӗр енне те пулин чӑвашла ҫырма пултарайман?» — кӗвӗҫрӗ ман чун.
Галина Зотова та хыпара хавхаланса ҫырса панӑ. «Уява хатӗрленсе Николай Сидоров ятарлӑ стендсем хатӗрленӗ, кунтах Кӗрлев ял пурнӑҫне, ял историне тата Чӑваш Республикинчи Ашшӗпе амӑшӗн ҫулталӑкне халалланӑ стена хаҫачӗсем. Кӗрлевсем кунти сӑнсемпе хаваспах паллашрӗҫ», — тесе ҫырать автор хыпарӑн тӳрлетмен вариантӗнче. Чи хӑрушши вара: ҫак стендсене вырӑсла кӑна хатӗрлени пирки эп каламан пулсан, ни Галина Зотова, ни ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗсем, ни ял халӑхӗ нимӗнле киревсӗр япала та курманнинче.
Ҫак кунсенче Питӗрте Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗ иртет. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та кайнӑ. Паян вӑл «Монохуласем – бизнеса аталанса пымалли ҫӗнӗ вырӑнсем» ятпа иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Пирӗн республикӑра пӗтӗмпе 5 монохула: Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Улатӑр, Ҫӗмӗрле тата Ҫӗнӗ Шупашкар.
РФ Правительствин ятарлӑ программипе килӗшӳллӗн Улатӑрпа Ҫӗнӗ Шупашкара федераци хыснинчен патшалӑх пулӑшӑвӗ тивӗҫнӗ. Улатӑра аталанма 566 млн тенкӗ куҫарнӑ. Унта хут хапрӑкне модернизациленнӗ, ятарлӑ кӗпе-тумтир ӗҫлекен «Лекс-Фэшн» ҫӗнӗ предприяти хута кайнӑ. Халӑх валли 400 ытла ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнӗ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх,
Ҫӗнӗ Шупашкарта та лару-тӑру аванах улшӑннӑ, федераци хыснинчен вӗсене 2 350 миллиард уйӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |