Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 33 ҫулти арҫын тӑван амӑшне пӑвса вӗлернӗ. Вӑй питтине халӗ рФ Пуҫиле кодексӗн 105-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑплӗҫ. РФ Следстви комитечӗн тӗпчевҫисем ӗҫе тӗпчесе пӗтерсе суда ярса панӑ та ӗнтӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче арҫын 55-ри хӑйӗн амӑшӗ патӗнче виски ӗҫнӗ. Хаяррине амӑшӗпе ывӑлӗ пӗрле сыпнӑ. Киккириксем хӗрсен иккӗшӗн тавлашу сиксе тухнӑ.
Ҫутӑ кун парнеленӗ ҫывӑх ҫыннине ывӑлӗ хыҫалтан пырса кантрапа пӑвса лартнӑ. Хӗрарӑм вилнӗ. Тӗпчевҫӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫласан арҫын хай айӑпне ҫийӗнчех йышӑннӑ, эп мар тесе турткалашса тӑман. Амӑшне пӑвса вӗлернӗ этеме ӑслӑ-тӑнлах-и тесе судпа медицина тӗрӗслевӗ те ирттернӗ — пуҫӗ минренине тухтӑрсем тупса палӑртман.
Чӑваш Енӗн прокуратури нумаях пулмасть ача уйлӑхӗсене тӗрӗсленӗ. Надзор органӗ ҫак ӗҫе Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх фрончӗн хастарӗсем уйлӑхсенчи кӑлтӑксем пирки асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн пуҫарнӑ.
Прокурорсем Ҫӗрпӳ районӗнчи «Звездный», Канаш районӗнчи «Космонавт» тата Ҫӗмӗрле хулинчи «Соснячок» уйлӑхсене ҫитнӗ.
«Звездный» уйлӑхри хӑш-пӗр пӳлӗмре ачасем пӗр пӳлӗмре 5-6-ӑн хӗсӗнсе ҫывӑрнине палӑртнӑ. Пӳлӗмсем пысӑк мартан пӗр пӳлӗмре ун чухлӗ ача пурӑнни йӗркеллӗ мар. Тупса палӑртнӑ кӑлтӑк шутӗнче столовӑйӑн яри уҫӑ тӑракан алӑкне шӑна-пӑвантан хӳтӗлекен ҫеткӑпа карманнине асӑннӑ. «Космонавт» уйлӑхра кил хушшинчи ал ҫумаллисене ҫутӑпа ӗҫлекен е хут алшӑллипе тивӗҫтерменнине асӑннӑ. Унти поварӑн, кухня ӗҫченӗн, вожатӑйсен тата ишме вӗрентекен инструкторӑн професси пӗлӗвне илнӗ тата аттестациленнӗ вӑхӑчӗ тухнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан Дмитрий Инстаграмри старницине хулара килсӗр йытӑсене персе вӗлернине ӳкернӗ видеона вырнаҫтарнӑ. Арҫынна ҫынна тапӑнман йытӑсене те шеллеменни пӑшӑрхантарнӑ.
«Йытӑ амине яланлӑхах ҫывратса ячӗҫ, унӑн вара ҫурисем пур. Халӗ вӗсем амӑшне шыраҫҫӗ, нӑйлаҫҫӗ… Эпӗ шока кӗрсе ӳкрӗм, малтанах ӑнланмарӑм, присоскӑпа ҫеҫ печӗ пуль тенӗччӗ… Ҫак йытӑ нихӑҫан та, никама та тапӑнман», - ҫырнӑ Дмитрий.
Ҫӗмӗрлере килсӗр йытӑсем ҫынсене тапӑнаҫҫӗ-мӗн, ҫавӑнпа вӗсене пеме йышӑннӑ. Администрацин ЖКХ пайӗн пуҫлӑхӗ Андрей Таланов ӑнлантарнӑ тӑрӑх, йытӑсене урамра вӗлермеҫҫӗ, вӗсене вӑхӑтлӑха ҫывратса ярса ветучреждение илсе каяҫҫӗ-мӗн.
Паян, ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехет те 5 минутра, Ҫӗмӗрле хулинче нумай хутлӑ ҫуртри пӗр хваттер ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата ҫак инкеке хӑйӗн куҫӗпе курнӑ халӑх корреспонденчӗ каласа кӑтартнӑ.
Пушар тухнӑ самантра кил хуҫи хӗрарӑмӗ килте пулман. Ултӑ ҫулти арҫын ача пӳлӗмре пӗчченех ларнӑ.
Юрать, пушарнӑйсем вырӑна часах ҫитнӗ, арҫын ачана ҫӑлас тесе хыпаланнӑ. Вӗсем виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗмрен арҫын ачана чӳречерен кӑларса ятарлӑ пусмапа антарнӑ.
Чӑваш Енри хуласенче «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта республикӑри аграрисене пахча-ҫимӗҫе сутмашкӑн тӳлевсӗр вырӑнсем уйӑрса парӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Канашра вара аграрисен пахча ҫимӗҫне ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен туянма май пулӗ.
Ярмӑрккӑна канашлура ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа сӳтсе явнӑ. Унта тӳлевсӗр вырӑнсем ӑҫта пуласси пирки калаҫнӑ.
Шупашкарта тӗп лапамсем «Мадагаскар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче тата «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ӗҫлӗҫ.
Чӑваш Енри арҫынсем хӗрарӑмсене тӑхӑр ҫул пурӑнса ҫитереймеҫҫӗ. Хӗрарӑмсен ӗмӗрӗ вӑтамран 75 ҫулпа танлашать пулсан, арҫынсен — 66 ҫулпа.
Чӑваш Енре кӑҫалхи ҫур ҫулта 4137 ҫын диспансеризаци тухнӑ, тепӗр майлӑ каласан, хӑйсен сывлӑхне тӗрӗслеттернӗ. Сып-сыввисем — халӑхӑн 13,6 проценчӗ. Чир сарӑлас хӑрушлӑх пуррисем — 15,9 процент, чирлисем — 70,3 процент. Чирлес хӑрушлӑх пуррисен йышӗ иртнӗ ҫулхинчен 10 процент нумайланнӑ.
Ҫынсем сахалтарах вилнипе Ҫӗмӗрлепе Ҫӗмӗрле районӗ палӑрнӑ. Унта 1000 ҫын пуҫне 8,6 ҫын леш тӗнчене ӑсаннӑ. Унта 67 ҫын пурнӑҫне ҫӑлса хӑварнӑ.
Республика шайӗнчи тепӗр кӑсӑклӑ цифра — онкологипе ҫыхӑнни. 100 пин ҫын пуҫне унчченхи танлаштаруллӑ тапхӑрта 111,8 ҫын вилнӗ пулсан, кӑҫалхи ҫур ҫулта — 52,8 ҫын.
Чӑваш Ен Элтеперӗн 2018 ҫулшӑн паракан грантне кӑҫал вӗренӳ тытӑмӗнчи 20 учреждени тивӗҫӗ. Вӗсен йышӗнче, шкулсем, ача пахчисем, техникумсем тата ача-пӑча пултарулӑх центрӗсем пур. Кун пирки «МК Чебоксары» хаҫат сайчӗ хыпарлать.
Учрежденисене пултарулӑха аталантарма тата ҫӗнӗ проектсене пурнӑҫа кӗртме 200-шер пин тенкӗ уйӑрӗҫ. Телейлисен йышне Ҫӗмӗрлери сывлӑх тӗлӗшӗнчен хавшак ачасен интернат шкулӗ, 1-мӗш ача пахчи, ача-пӑча пултарулӑх центрӗ, Шупашкарти машина тӑвакансен техникумӗ, транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗ, 5-мӗш гимнази, 59-мӗш, 61-мӗш шкулсем, 113-мӗш, 180-мӗш ача пахчисем, «Эткер» центр, Вӑрнарти 7-мӗш ача пахчи, Патӑрьелти «Юмах» ача пахчи, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл шкулӗ, Ҫӗнӗ Шупашкарти ачасемпе ҫамрӑксен пултарулӑх аталанӑвӗн центрӗ, 9-мӗш шкул, Ҫӗрпӳ районӗнчи Сӑнав шкулӗ, Етӗрнери 1-мӗш гимнази тата Етӗрне районӗнчи Тури Ачакри А.П. Айдак ячӗллӗ шкул кӗнӗ.
Ҫӗмӗрле хулине ертсе пыракансене Чӑваш Ен Элтеперӗнчен Михаил Игнатьевран паян сӑмах лекнӗ. Унта халӑхран укҫа сахал пухаҫҫӗ иккен. Пули-пулмишӗн мар, паллах. Ӗҫ тума.
Тепӗр район-хулара урамсене сарма, парксене ҫӗнетме тата ытти ҫавӑн пек ӗҫе пурнӑҫлама укҫа пухаҫӗ. Пӗр пайне, пӗчӗккине, ҫынсем пуҫтарса параҫҫӗ, ыттине хыснаран уйӑраҫҫӗ. Тепӗр ҫӗрте кун енӗпе ӗҫе питӗ аван йӗркелесе янӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте аплах мар. Михаил Игнатьев Элтепер ҫӗмӗрлесене хастартарах пулма хушнӑ.
Унта паян пулнӑ май республика ертӳҫи хулана ертсе пыракан тӳре-шарапа курнӑҫнӑ, муниципалитетӑн ҫур ҫулхи аталанӑвне пӗтӗмлетекен пухӑва хутшӑннӑ, вырӑнти шкулсенчен пӗринче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулне епле хатӗрленнипе паллашнӑ, хулара хута янӑ ҫӗнӗ котельнӑя кӗрсе тухнӑ.
Республикӑра кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешес ӗҫ пырать. Ҫӗмӗрле хулинче, Ҫӗмӗрле районӗнчи Куракасси ялӗнче те грипп тупса палӑртнӑ.
Аса илтерер: унччен Патӑрьел, Комсомольски, Елчӗк, Ҫӗрпӳ , Йӗпреҫ, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче кайӑк-кӗшӗк грипӗпе кӗрешнӗ. Ветеринарсем ҫынсенчен чӑх-чӗпе, ҫӑмартасене пуҫтарнӑ, вӗсемшӗн укҫа панӑ. Паянхи кун тӗлне ЧР Министрсен Кабинечӗн резерв фондӗнчен 2 миллион ытла тенкӗ тӳленӗ.
ЧР ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, хальлӗхе грипп ӑҫтан килни паллӑ мар. Икӗ эрне каялла чир-чӗр Чулхула облаҫӗнчи Павловӑри кайӑк-кӗшӗк комбинатӗнчен килнӗ тесе шухӑшланӑ.
Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Поле чудес» (чӑв. Тӗлӗнтермӗш уйӗ) кӑларӑма Ҫӗмӗрле арҫынни (ятне ҫак йӗркесен авторӗ, шел те, итлесе юлайман) хутшӑнчӗ.
Вӑл ялта пурӑнать, телепередачӑна мӑнукӗпе Ксюшӑпа тата хӗрӗпе ҫитнӗ. Вӑл — смс-викторина ҫӗнтерӳҫи. Кӑларӑма хутшӑнма май килнишӗн арҫын хӑйӗн хӗрне тав туса чечек ҫыххи тыттарчӗ.
Телепередачӑн спонсорӗнчен арҫынна телевизор лекрӗ. Ӑна парне те тухрӗ, анчах вӑл ӑна илме килӗшмерӗ — малалла выляма кӑмӑл турӗ.
Ҫӗмӗрле арҫыннин мӑнукӗ сӑвӑ каларӗ. Вӑл асли пӗчченех пурӑнать тесе ӗнентерчӗ, унпа ҫӗрулми лартнине пӗлтерчӗ. Анчах ача тӗрӗс мар калани палӑрчӗ: арҫын арӑмӗпе пурӑнать, унӑн ывӑл та пур.
Ҫӗмӗрле арҫынни, шел те, финала лекеймерӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |