Ҫӗмӗрле районӗнчи Якуртушкӑнь ялӗнче пурӑнакан Дмитрий Герасимовичпа Зинаида Яковлевна Даниловсем пӗрле пурӑнса хыҫа 60 ҫул хӑварнӑ. Ҫак тапхӑра вӗсем шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса, пӗр-пӗрне хисеплесе ирттернӗ.
Даниловсем кевер туя ҫемйипе уявланӑ. Дмитрий Герасимович чылай ҫул Ҫӗмӗрлери автобазӑра водительте, хими савутӗнче ӗҫленӗ. Зинаида Яковлевна автоҫул тунӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Даниловсем пурӑна-киле Якуртушкӑнь ялне куҫса килнӗ. Кун хыҫҫӑн Дмитрий Герасимович «Большевик» колхозра ӗҫленӗ, Зинаида Яковлевна – шкулта.
Вӗсем иккӗшӗ те ӗҫ ветеранӗн ятне тивӗҫнӗ. Мӑшӑр ывӑлӗпе хӗрне тивӗҫлӗ воспитани панӑран хӑйсене телейлӗ туяҫҫӗ. Вӗсем халӗ 5 мӑнукпа, вӗсен 4 ачипе киленеҫҫӗ.
Даниловсем — ҫамрӑксемшӗн тӗслӗх. Вӗсене кура ӳсекен ӑрун вӗренмелли пурах.
Прокуратура, Роспотребнадзор, Россельхознадзор ӗҫченӗсем лавккасенче пысӑк акци ирттернӗ. Вӗсем апат-ҫимӗҫ хакне, вӗсен срокне тӗрӗсленӗ. Ҫавӑн пекех Раҫҫее кӳрсе килме юраман таварсем лавкка сентрисем ҫинче пулнипе пулманнине пӑхнӑ.
Прокурорсем темиҫе кунра Ҫӗмӗрлери кашни лавккана тенӗ пекех тӗрӗсленӗ. Пур ҫӗрте те пӗрешкел ыйту панӑ: ҫӗрулмине, купӑстана ӑҫтан илсе килнипе кӑсӑкланнӑ.
Ҫӗмӗрлери лавккасенчи улма-ҫырла, пахча ҫимӗҫ сывлӑхшӑн хӑрушӑ пулманни палӑрнӑ. Темиҫе лавккара карантинри продукцие сутни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Израильтен кӳресе килнӗ мандаринра, Эквадорти бананра, Египетри апельсинра организмшӑн сиенлӗ япаласем тупнӑ. Вӗсене ҫӳп-ҫап купине ывӑтнӑ.
Халӗ специалистсем улма-ҫырла фитосанитари сертификачӗсӗр сентре ҫине епле лекнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Аш-какая та ветеринари сакунне пӑсса сутни паллӑ пулнӑ. Ытларах ку кайӑк-кӗшӗк ашне, ҫурмафабрикатсене пырса тивнӗ.
Пӗтӗмпе йӗркене пӑснӑ 20 тӗслӗх шута илнӗ. Вырӑнти прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккасенче срокран тухнӑ тавар та сахал мар. Тӗрӗслев хыҫҫӑн ҫӳп-ҫап купине сӗт, ҫӑмарта, ҫӑкӑр ывӑтнӑ.
«Газпром межрегионгаз Шупашкар» тулли мар яваплӑ общество муниципалитетсенчен парӑмсене ҫине тӑрса шыраса илме тытӑнасшӑн-мӗн. «Газпромӑн» компанийӗ хӑш-пӗр район тата хысна учрежденийӗ тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ.
Юлашки икӗ эрнере кӑна вӑл темиҫе тавӑҫ шӑрҫаланӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Арбитраж сучӗн сайчӗ хыпарланӑ иккен. Канаш хули 48,2 миллион тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ пулать, Улатӑр – 30,6 миллионлӑх, Ҫӗмӗрле – 11,1 миллионлӑх. Кунсӑр пуҫне компани Ҫӗрпӳ, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Улатӑр, Куславкка, Элӗк, Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри тата ытти хӑш-пӗр хуларан парӑма вӑйпа шыраса илесшӗн имӗш. Тавӑҫ виҫи 2 миллион тенкӗрен пуҫласа 6,4 миллион тенкӗ таран-мӗн. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр хысна учрежденийӗ тӗлӗшпе те тавӑҫ хатӗрленӗ.
Ҫак уйӑхра пирӗн республикӑна «Раҫҫей чукун ҫулӗ» акционерсен обществи йӗркеленӗ урапа ҫинчи экспозици пирӗн пата килсе ҫитӗ. Чи малтанах, нарӑсӑн 8–9-мӗшӗсенче, унпа ҫӗмӗрлесем паллашма пултарӗҫ. Тепӗр кунне вӑл Канаша ҫитсе чарӑнӗ. Нарӑсӑн 11–13-мӗшӗсенче республика тӗп хулинче пурӑнакансемпе унӑн хӑнисем урапа ҫинчи экспозицие хаклайӗҫ.
Экспозици кунӗсенчен пӗрисенче, нарӑсӑн 11–12-мӗшӗсенче, сӑмах май каласан, «Чукун ҫул техникине кӑларакансен пӗрлешӗвӗ» предприятин регионти конфренцийӗ ӗҫлемелле.
Куҫса ҫӳрекен экспозици вӑхӑтӗнче Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи партнерсем чукун ҫул отрасльне аталантармалли ҫӗнӗ йышши хатӗрсене кӑтартӗҫ. Куҫса ҫӳрекен комплекс 8 курав вакунӗнчен тӑрать. Вӗсенчен кашниех — пӗр-пӗр проекта е компание халалланӑскер.
Куҫса ҫӳрекен экспозицие виҫӗ ҫул каялла йӗркелеме тытӑннӑ. Ҫав вӑхӑтра комплекс 221 пине яхӑн километр ҫӗннӗ, Раҫҫейри 16 чукун ҫул хулинче пулнӑ, Казахстанпа Белоруҫе те ҫитнӗ.
Вӑл кӑна мар-ха. паллах. Анчах районсемпе хуласен хыснине кӗрекен налук тата налук мар тупӑша илсен, уйрӑм ҫынсен тупӑшне кура хурса паракан налука пула «кӗмӗл» нумайрах кӗрет.
Иртнӗ ҫул муниципалитетсен хыснине пурӗ 21,4 миллиард тенкӗ укҫа килнӗ. Ку вӑл виҫӗм ҫулхинчен 0,1 процент сахалтарах тенине пӗлтерет. Асӑннӑ суммӑран 7,6 миллиарчӗ — налук тата налук мар тупӑш.
Муниципалитетсем хӑйсем тупӑш илесси унчченхи ҫулхинчен 1,2 процент ӳснӗ. Ку енӗпе Элӗк, Канаш районӗсем уйрӑмах лайӑх кӑтартупа палӑраҫҫӗ. Пӗтӗмпе вара ҫак цифра 13 мунципалитетра пысӑкланнӑ. Укҫана вӗсем, тӗпрен илсен, патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи пурлӑхпа усӑ курнипе тата хӑйсен пурлӑхне сутса тунӑ.
Налук тата налук мар тупӑша пӗлтӗр унчченхи ҫулхинчен чакарнисем вуннӑн: Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле хулисем, Сӗнтӗрвӑрри, Елчӗк, Пӑрачкав, Шупашкар, Комсомольски, Красноармейски районӗсем.
Вырӑнти хыснасем епле тупӑша пула тулнине тишкерсен, тӗп пайӗ, 42,6 проценчӗ, уйрӑм ҫынсене хурса паракан налука тивет.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей флот флагманӗн — «Кузнецов адмирал» авианосец-крейсерӑн пайташӗсемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва республикӑри ытти тӳре-шара та пырса ҫитнӗ.
Виҫҫӗмӗш рангри капитан, карапӑн апат-ҫимӗҫ службин пуҫлӑхӗ, Ҫӗмӗрлере ҫуралнӑ Иван Орешников пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывӑн чи пысӑк ҫар флочӗн экипажӗнче 100-е яхӑн чӑваш каччи хӗсметре, вӑл шутран ҫурри килӗшӳпе ҫар ретӗнче тӑрать. Ентешсене Орешников ырӑ енчен кӑна мухтанӑ. «Пирӗн каччӑсем ҫар пуҫлӑхӗсем хушшинче ырӑ ят ҫӗнсе илни, Чӑваш Ене ҫурҫӗр флотра тивӗҫлипе кӑтартнишӗн республикӑшӑн пысӑк чыс», — тенӗ вӑл.
Чӑн та, пирӗн тӑрӑхра яшсене кадет класӗсенченех хӗсмет влали хатӗрлеме тытӑннӑ. Килӗшӳпе хӗсметре тӑракан уйрӑм командирӗн, енчен унӑн 5 ҫулхи стаж пулсан 100 пине яхӑн тенкӗ шалу тухать, ахаль матросӑн — 50 пине яхӑн. Кӑҫал Ҫурҫӗр флота Чӑваш Енри 100-е яхӑн каччӑ каймалла.
Элтеперпе тӗлпулнисем «Р-2» ракета катера «Чӑваш Ен» ят парас шухӑшлине пӗлтернӗ. Элтепере хӑйсен карапӗн сӑнӳкерчӗкне парнеленӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе ҫул хыҫҫӑн ҫул шунӑ май ҫамрӑк ӑру ҫӗршывӑн историйӗнче ҫырӑнса юлӑн ҫав кунсен пӗлтерӗшне, тен, ӑнлансах та каймасть-тӗр. 1812 ҫулхи вӑрҫӑ манӑҫнӑ евӗрех ҫав кунсен чапӗ те асран тухать тесе шухӑшлаҫҫӗ Ҫӗмӗрлери 3-мӗш вӑтам шкулта. Икӗ-виҫӗ ҫар ертӳҫине асӑннипех, пӗр-ик ҫапӑҫу пирки каланипех ан ҫырлахчӑр тесе вӗренӳ учрежденийӗ радиолинейкӑсен ярӑмне пуҫарнӑ.
Ярӑма паттӑр пионерсене халалланӑ. 1941–1945 ҫулсенчи аслӑ вӑрҫӑра ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вӗсем те тӳпе хывнӑ-ҫке. Шкул музейӗн ертӳҫи Л.И. Лермонтова паллӑ пионерсем пирки куллен каласа кӑтартӗ.
«Ҫӗнӗ ҫула — ҫӗнӗ ҫемьере» республикӑри акцие Хӗрлӗ Чутай районӗ те хутшӑннӑ. Вӑл иртнӗ ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнчен тытӑнса кӑҫалхи кӑрлачӑн 15-мӗшӗччен пынӑ.
Ҫав тапхӑрта район администрацийӗн опекӑпа попечительство органӗ ача усрава илес шухӑшлӑ ҫынсемпе хастар ӗҫленӗ. Ҫак тӗллевпе вӑл канмалли е уяв кунӗсене те пӑхман – тӗлпулусем йӗркеленӗ. Ҫак тапхӑрта 6 ҫемье 12 ачана тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ.
Серенкассинчи Ярылкинсем унччен хӑйсен тӑван тӗпренчӗкӗсемсӗр пуҫне икӗ ачана усрава илме ӗлкӗрнӗ пулнӑ. Халӗ вӗсем тата тепӗр иккӗне кил ӑшши парас тенӗ. Уйпуҫри Тарасовсем те икӗ ача усрава илнӗ. Халӗ вӗсен хӑйсен тӗпренчӗкӗсене шута илсен тӑватӑ пӗр тӑвана ҫитнӗ. Икӗ ывӑл ӳстерекен Хӗрлӗ Чутайри Михайловсем те ача усрава илнӗ. Унччен ҫав ача Саланчӑкри коррекцилле шкул-интернатра вӗренсе пурӑннӑ. Акчиккассинчи Патяновсем Пӑрачкаври ача ҫуртӗнче тӗпленнӗ икӗ арҫын ачана кил ӑшши парас тенӗ. Унччен вӗсен хӑйсен пӗр ывӑл пулнӑ.
Чӑваш Енре коммуналлӑ тӑкаксен тӳлевӗ ҫитес ҫур ҫулта улшӑнмасса пӗлтереҫҫӗ. Анчах — ҫуллаччен ҫеҫ.
Улшӑнусем утӑ уйӑхӗнче пулмалла. Ытларах ҫакна Ҫӗнӗ Шупашкартапурӑнакансем туйса илӗҫ. Унта тарифсем 15% ӳсӗҫ.
Шупашкарта, Ҫӗнӗ Лапсарта, Ҫӗмӗрлере ку кӑтарту кӑшт сахалрах — 12% яхӑн. Ытти ҫӗрте 11,2 процент хӑпарӗ.
Ӑшӑ энергийӗ 100% шайра юлӗ. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара 8,8% хӑпарӗ. Сивӗ шывшӑн тата ӑна юхтарса кӑларнишӗн кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен раштав уйӑхӗнчи пекех тӳлемелле. Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен 12,2% ытларах тӳлеме тивӗ.
Ҫулла электроэнерги те 7,5% хӑпарать. 1 киловатшӑн 2 тенкӗ те 80 пус кӑларса хумалла пулӗ. Ялта пурӑнакансем 1 тенкӗ те 96 пус тӳлӗҫ.
Ҫутҫанталӑк газӗ пирки хальлӗхе нимӗн те каламан. Анчах вӑл та 7,5% хӑпарма пултарать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев ЖКХ хакӗсем ӳснӗ чухне сахал тупӑшлӑ ҫемьесене пулӑшмаллине пӗлтернӗ.
Чӑваш Енпе Чулхула облаҫӗпе пӑрлӑ ҫул ҫыхӑнтарать. Автоҫула иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех уҫнӑ. Анчах вӑл яланлӑхаха пулмасси ятӗнченех паллӑ: вӑл — пӑр ҫул. Вӑл Сӑр юханшыв урлӑ выртать.
Пӑр ҫул Ҫӗмӗрлене Чулхула облаҫӗнчи Пильна районти Нават ялпа ҫыхӑнтарать. Вӑхӑтлӑх трассӑпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен каҫма ирӗк пур. Хӑвӑртлӑх пӗр сехетре 10 километртан пысӑк пулмалла мар. Пӑр ҫула ҫӑлмалли ятарлӑ хатӗрсемпе тивӗҫтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |