Ҫӗмӗрлери пӗр шкул ачисем халӗ те класра ларса пӗлӳ пухаймаҫҫӗ. Паянхи кун унта тӗплӗ юсав пырать.
Ачасене хальлӗхе тепӗр шкулсене вӗренме янӑ. Чӑваш Енре пӗтӗмпе 600 ача хӑйӗн шкулӗнче мар, урӑххинче ӑс пухать. Тӳре-шара ӗнентернӗ тӑрӑх, вӗсем инҫе ҫӳремеҫҫӗ. Йӑлтах — юсав ӗҫӗсем вӗҫленменнине пула.
Ҫӗмӗрлери шкула 1969 ҫултах хута янӑ. Вӑл хальччен питӗ япӑх лару-тӑрура пулнӑ. Уҫӑлнӑранпа унта тӗплӗ юсав пӗрре те ирттермен. Тӑрри йӑтӑнма тытӑнсан ашшӗ-амӑшӗн ачине тепӗр шкула куҫарма шухӑш ҫуралнӑ. Юрать, хыснаран шкула юсама 5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Анчах — ҫурла уйӑхӗнче ҫеҫ.
Халӗ ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пыраҫҫӗ. Юсав чӳк уйӑхӗччен вӗҫленмелле.