Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Ҫутҫанталӑк

Ҫутҫанталӑк

Паян урамра – чӑн-чӑн хӗлле. Ҫӗрле 15-20 градус сивӗ пулмалла. Ҫил те лӑпкӑ вӗрӗ.

Ҫак кунсенче республикӑра сивӗ те хӗвеллӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Ҫапла пӗлтереҫҫӗ синоптиксем. Ку канмалли кунсене пырса тивет.

Тунтикун кӑштах пӗлӗтленӗ те ӑшӑтма тытӑнӗ. Сывлӑш температури 2-4 градус ҫеҫ сивӗ пулӗ. Ҫитес эрне варринче циклон ҫитӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнчен кашни кун тенӗ пек юр ҫӑвӗ. Хӑш чухне ҫил-тӑман та вӗҫтерӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑтса та илӗ.

 

Ҫутҫанталӑк
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ
pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Росприроднадзор инспекторӗсем Тӑвай районӗнче вырнаҫнӑ «Акконд-Агро» фирма ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ. Ҫавна май агропредприятие йӗркене пӑхӑнса ӗҫлеме хушнӑ.

Инспекторсем палӑртнӑ тӑрӑх, «Акконд-Агро» каяш мӗн чухлӗ кӑларассине тата ӑна ӑҫта вырнаҫтарассине палӑртман иккен. Предприятин тавралӑха витӗм кӳресси ҫинчен деклараци те пулман. IV класлӑ хӑрушлӑх шутланакан каяшпа ӗҫеме шаннӑ ҫын вара ятарлӑ пӗлӳллӗ те пулман.

Ҫутҫанталӑка сыхлассипе ҫыхӑннӑ ҫак тата ытти хӑш-пӗр кӑлтӑка пӗтерме хушса Росприроднадзор инспекторӗсем хут шӑрҫаланӑ.

 

Ҫутҫанталӑк

Кун пек ӑшӑ чӳк уйӑхӗ 8 ҫул пулман. Анчах ҫумӑр, юр нормӑран 2 хут нумайрах ҫунӑ. Кун пекки 2002 ҫултанпа пулман.

Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, юрлӑ, ашӑ чӳк уйӑхӗ хыҫҫӑн типӗ те сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал раштав пуҫламӑшӗнче юр пулмӗ. Анчах ҫанталӑк сивӗ тӑрӗ. Ку эрне вӗҫнелле ӑшӑтӗ те ҫитес эрнере самай вӑйлӑ сивӗтӗ, ҫӗрлесерен 15-20 градусах пулӗ.

Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче шартлама сивӗ тӑрӗ. 30 градус сивӗ пулас хӑрушлӑх та пур. Анчах хӗвеллӗ кунсем савӑнтарӗҫ пире. Уйӑх варринче кӑштах юр ӳкӗ. Ҫӗнӗ ҫул умӗн нумай хӳсе лартӗ, 15-20 сантиметр хулӑнӑшах.

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче республикӑра вӑйлӑ ҫил алхасрӗ. Ҫавна май 4 пине яхӑн ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе тин электроэнерги панӑ.

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑйлӑ ҫиле пула республикӑра ҫанталӑк хӑрушлӑхӗн «сарӑ» тӗсӗ пулнине палӑртнӑ. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫил хӑвартлӑхӗ ҫеккунтра 22 метр таран та вӗрнӗ.

Республикӑри 31 ялта электроэнерги сӳннӗ, 3800 ытла ҫурт ҫутӑсӑр тӑрса юлнӑ. Вӑйлӑ ҫил йывӑҫсене ӳкернӗ, пӗр автомобиль сиенленнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян каҫ енне каллех ҫил вӑйланнӑ. Ыран вӑл ҫеккунтра 17 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫитес кунсенче ҫиллӗ ҫанталӑк тӑрӗ.

Ыран юр ҫумӗ. Вырсарникун юр пулӗ. Пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх та пур. Унтан ӑшӑтӗ те таврана тӗтре карса илме пултарӗ.

Ытларикун циклон килӗ, ҫавна май кунӗпех ҫумӑр ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 12 литр ӳкме пултарӗ. Сывлӑш температури 5 градусран ӑшӑрах пулӗ. Ҫавна май юр ирӗлсе пӗтме пултарӗ.

Раштавӑн 3-мӗшӗнче каллех юр ҫуса лартӗ. Анчах эрне вӗҫӗнче каллех ӑшӑтса ҫумӑр ҫума пултарӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Паян ҫил-тӑман вӗҫтерме тытӑнчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, канмалли кунсенче юр нумай ҫӑвӗ. Ыран кӑнтӑрла кӑштах ҫеҫ ҫӑвӗ, каҫ енне лапка-лапка ӳкӗ.

Шӑматкун ҫӗрле атмосфера пусӑмӗ 720 милиллитр таран ӳкнӗрен чылай ҫын хӑйне япӑх туйма пултарӗ: вӑй пӗтӗ, ҫывӑрас килӗ, алӑ ӗҫ патне пымӗ. Шупашкарта талӑкра 5-7 сантиметр хулӑнӑш юр ҫӑвӗ.

Ҫитес эрне варринче антициклон килӗ, 10-15 градус таран сивӗтӗ. Анчах сивӗ хӗл килсе ҫитрӗ тетӗр-и? Йӑнӑшатӑр. Чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче 2-4 градус ӑшӑ пӗр эрне тӑрӗ. Ку пурнӑҫа кӗрсен юр ирӗлсе кайӗ. Унтан тата ҫумӑр ҫӑвӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Чӳк уйӑхӗн варринче хура ҫӗр ҫине юр выртни 2015 ҫултанпа пулман. Юлашки кунсенче самай юр ҫурӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче юр ӳкмӗ.

Кӗҫӗр вӑйлах шӑнтӗ, 12 градус сивӗ пулӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн сивӗ тӗтре пулнӑран йывӑҫсене пас тытӗ. Ыран хӗвел пахӗ, анчах ҫил вӑйланӗ. Хушӑран ҫил-тӑман тухма пултарӗ. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран 14-19 градус сивӗ пек туйӑнӗ.

Юнкун ӑшӑтӗ, 0 градус пулӗ. Кӗҫнерникун каллех сивӗтет, ҫавна май ҫулсем пӑрлакланӗҫ. Чӳкӗн 19-мӗшӗнченпе кашни кун тенӗ пек юр ӳккелӗ. Шӑматкун ҫил вӑйланӗ.

Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче каллех 10 градус таран сивӗтӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ
forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар хулинче тӗлӗнмелле пӑтӑрмах пулса иртнӗ.

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, вӗҫсе кайнӑ реклама баннерӗ троллейбуса хупласа хунӑ. Юрать, троллейбус водителӗ ҫӗтсе кайман — транспорта васкавлӑн чарса лартнӑ.

Пӑтӑрмах Гагарин урамӗнче, «Патрис Лумумба» тата «Россия» хӑна ҫурчӗ» чарӑнӑвӗсем хушшинче, пулса иртнӗ. Реклама баннерӗ 9-мӗш маршрутпа хутлакн троллейбуса хупласа илнӗ. Общество транспорчӗ Ленин проспекчӗ енне ҫул тытнӑскер пулнӑ.

Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Шупашкарта ҫил ҫеккунтра 16 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрнӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юлашки виҫӗ кунра Чӑваш Енре ҫумӑр нумай ҫурӗ. Паян ҫума пуҫланӑ ҫумӑр тепӗр талӑк ҫӑвӗ, 1 тӑваткал метр ҫине 10-15 литр шыв ӳкме пултарӗ. Ҫапла вӗҫленӗ кӗркунне.

Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ытларикун каҫхине юр ӳкме пуҫлӗ. Юнкун валли тӑрук сивӗтӗ, ҫулсем парлакланӗҫ. Чӳкӗн 10-мӗшӗнче уяр пулӗ, анчах сивӗ.

Кӗҫнерникун каллех пӗлӗтленӗ, юр ҫӑвӗ. Урамра 10-15 градус сивӗ пек туйӑнӗ. Шӑматкун та юр ҫӑвӗ, кӑштах ӑшӑтӗ. Вырсарникун каллех сивӗ пулӗ. Ҫитес кунсенче сывлӑш температури кӑнтӑрла 0-5 градус сивӗ кӑтартӗ, ҫӗрле – 12 градус сивӗ.

 

Ҫутҫанталӑк

Юпа уйӑхӗн типӗ, самай ӑшӑ килчӗ темелле. Чӳк уйӑхӗ мӗнлерех пулӗ? Синоптиксем епле ҫанталӑк пулассине пӗлтернӗ.

Чӳк уйӑхӗ ахаль чухнехинчен ӑшӑрах пулмалла, ҫапах хӗл ҫывхарни сисӗнӗ. Уйӑх пуҫламӑшӗнче ӑшӑ ҫанталӑк тӑрӗ. Чӳкӗн 8-мӗшӗнче ҫанталӑк улшӑнма пуҫлӗ, кӑнтӑрла ҫумӑр, ҫӗрле йӗпе юр ҫӑвӗ.

Иккӗмӗш декада вӗҫӗнче хӗлле пуҫланать. Чӳкӗн 17-мӗшӗнчен сывлӑш температури 0 градусран анӗ. Эрне тӑршшӗпех юр ҫӑвӗ, ҫӗр шуралӗ. Уйӑх вӗҫнелле юр ҫӳллӗшӗ 8-10 сантиметра ҫитӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗрлесерен самай сивӗтӗ – 15-20 градус.

 

Страницӑсем: 1 ... 36, 37, 38, 39, 40, 41, 42, 43, 44, 45, [46], 47, 48, 49, 50, 51, 52, 53, 54, 55, 56, ... 111
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.10.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне хастар иртӗ: калаҫусем, ҫӗнӗ теллевсем, пӗлтерӗшлӗ йышӑнусем... Ӗҫре хаюллӑнах ҫӗнӗ шухӑшсем сӗнӗр — вӗсене ырлӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра пӗтӗмлетӳсем тума ан васкӑр, уйрӑмах — эрне варринче. Эрне вӗҫнелле хушма тупӑш тума майсем пулӗҫ.

Юпа, 07

1905
120
Андрей Петтоки, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1918
107
Гаврилова Агафья Гавриловна, чӑваш журналисчӗ, наци ирӗкӗшӗн кӗрешӳҫине персе пӑрахнӑ.
1954
71
Данилов Анатолий Васильевич, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
1986
39
Бойко Иван Яковлевич, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем