Ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Зелёная суббота» (чӑв. Симӗс шӑматкун) экологи акцийӗ пуҫласа иртнӗ. Унӑн тӗллевӗ — усӑ курнӑ электрон япаласене тата приборсене парнелесси тата пӗр-пӗринпе ылмаштарасси.
«Хупӑ ҫаврӑмри экономика ӑнлав паян чылай фактора пӗрлештерсе тӑрать. Ку вӑл — производительсен яваплӑхӗ те (тирпейлеме меллӗ материалсемпе усӑ курни), тирпейлесси те, япаласене тепӗр хутчен усӑ курни те», – тенӗ акцин тӗллевӗ пирки Раҫейӗн ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи минитсрӗн ҫумӗ Дмитрий Тетенькин.
Хула ҫыннисем принтерсем, джойстиксем, компьютер системин блокӗсене, клавиатурӑсем, блютуз-колонкӑсем илсе пынӑ. Тата 5 фотоаппарт йӑтса пынӑ. Вӗсем ҫийӗнчех ҫӗнӗ хуҫисене тупнӑ. Хуҫа тупӑнман тавара мастерскойсене саппас пайсем валли уйӑрса панӑ.
Ҫу уйӑхӗ мӗнле килӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, унчченхинчен кӑшт ӑшӑрах та пулма пултарӗ. Ҫумӑр вара икӗ хут сахалрах ҫӑвӗ.
Уйӑх таршшӗпех тенӗ пек Вӑтам Азирен ӑшӑ та типӗ сывлӑш килӗ. Ҫавна май типӗ ҫанталӑк тӑрӗ. Виҫҫӗмӗш декада ҫеҫ ҫумӑрлӑ килме пултарӗ.
Ҫитес уйӑхра виҫӗ хутчен сивӗтӗ: пуҫламӑшӗнче, варринче тата вӗҫӗнче. Кашнинчех ҫӗр шӑнӗ. Уйӑхӑн иккӗмӗш ҫурринче кӑнтӑрла 23-28 градус таранах ӑшӑтма пултарӗ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ӗнерхи кун Чӑваш Енре чи ӑшши пулнӑ. Сывлӑш температури 18,3 градус таран ҫитнӗ. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗҫех сивӗтӗ. Эппин, ӑшӑ тумсене халех пуҫтарса хумалла мар.
Ыран 17-2 градус таран ӑшӑ пулӗ. Анчах ҫил вӑйланӗ. Юнкун сивӗ фрончӗ ҫывхарма пуҫлӗ. Хушӑран ҫумӑр ҫӑвӗ. Аслати те авӑтма пултарӗ. Кӗҫнерникун кӑнтӑрла нумайран та 5-10 градус ӑшӑ тӑрӗ. Ҫӗрле шӑнтӗ. Юр ӳкме те пултарӗ.
Ҫу уйӑхӗнчи пӗрремӗш кунсенче сивӗ ҫанталӑк пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑшӑ ҫанталӑк пирӗн пата пӗрремӗш декада варринче таврӑнӗ. Уявсем хыҫҫӑн сывлӑш температури 15-20 градуса ҫитӗ.
"Чӑваш Енри ҫанталӑк" проект пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес кунсенче пире лайӑх ҫанталӑк савӑнтарӗ. Ыран та паянхи пекех хӗвеллӗ, лӑпкӑ ҫиллӗ ҫанталӑк пулӗ, термометр 12-14 градус кӑтартӗ. Ҫапах каҫсерен шӑнтма пултарӗ.
Вырсарникунпа тунтикун татах ӑшӑтӗ, ҫил те лӑпкӑ пулӗ.
Ытларикун пушшех те ӑшӑ ҫанталӑк савӑнтарӗ. Сывлӑш температури 20 градус таран ӑшӑнӗ. Вырӑнӑн-вырӑнӑн тата ӑшӑрах пулӗ. Юнкун ҫумӑр ҫӑвӗ те кӑштах сиветӗ: 13-15 градус пулӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗнчи канмалли кунсенче питӗ ӑшӑ пуласса кӗтмелле мар.
Ака уйӑхӗн варринче тем хулӑнӑш юр ҫуса лартни юлашки хутчен хӑҫан пулнӑ-ши? Ҫанталӑк кӗрхи пекех: сивӗ, йӗпе юр пӗрӗхет…
Юр ирӗлессе вӑрах кӗтме тивмӗ. Ку эрнере ҫумӑр ҫӑвӗ, унтан хӗвел пӑхӗ. Паллах, тин ҫунӑ юртан йӗр те юлмӗ.
Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвеллӗ ҫанталӑк шупашкарсене ҫеҫ савӑнтарӗ. Ыран 3-8 градус ӑшӑ пулӗ. Юнкун пӗлӗтсем сирӗлӗҫ. Кӑнтӑр районсенче пӗлӗтсем хупӑрласа илӗҫ. Эрне варринче сывлӑш температури 8-10 градуспа танлашӗ.
Мӑнкуна 15 градус ӑшӑ пуласса шантараҫҫӗ. Ку – республикипех. Анчах синоптиксем каллех сивӗтме, юр ҫума пултарассине те асӑрхаттараҫҫӗ.
Ака уйӑхӗнче те ҫил-тӑман вӗҫтерет. Паян шӑпах ҫакна курса ӗненме тиврӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект синоптикӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗ татах тӗлӗнтернӗ. Ҫитес вӑхатра юр хулӑнӑшӗ 6 см пысӑкланмалла.
Ыран юр та, ҫумӑр та ҫумӗ, хӗвел пахӗ. Юнкунпа кӗҫнерникун вара каллех ҫанталӑк пӑсӑлӗ: ҫил вӑйланӗ, йӗпе юр е ҫумӑр ҫӑвӗ.
Эрнекун 10 градус таран ӑшӑтӗ. Шӑматкун кӑшт ҫумӑр ҫӑвӗ. Вырсарникунпа тунтикун уяртӗ. Иккӗмӗш декада пуҫламӑшӗнче 15-20 градус таран ӑшӑтӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, акан 12-мӗшӗнче ҫӗрле сивӗтӗ. Каярахпа тата сивӗтме, юр ҫума, шӑнтма та пултарӗ.
Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчен Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑх сезонӗ пуҫланать. Ку йышӑнӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Ӑна пурнӑҫлассине Чӑваш Енри Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ сӑнаса тӑрӗ.
Документра республикӑра вӑрман пушарӗнчен шар курма пултаракан ялсене палӑртнӑ. Ку списока 14 районти тата Шупашкар хула округӗнчи 119 ял кӗнӗ.
Ҫавӑн пекех документра вӑрман пушарӗнчен шар курас хӑрушлӑх пур ытти территорие палӑртнӑ: вӗсем – 12 ача-пӑча уйлӑхӗ тата 15 сад юлташлӑхӗ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл Атӑлта рак тытнӑ. Ӑна Чӑваш Енри транспорт полицийӗ тытса чарнӑ.
Муркаш районӗнче пурӑнакан 42 ҫулти арҫын Атӑлта пӑр шӑтарса унта 50 метр сарлакӑш тетӗл янӑ. Пулӑҫ аллине ҫапла майпа 15 рак тата темиҫе пулӑ ҫакланса ӗлкӗрнӗ. Транспорт полицийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, рака кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗччен тытма юрамасть.
Ҫутҫанталӑк ресурсӗсене ҫав арҫын 10 пин тенкӗ ытлалӑх шар кӑтартнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Шупашкартан Краснодар крайне хӑҫан вӗҫме май пулӗ? Росавиаци улттӑмӗш хут ӗнтӗ Раҫҫей тӗп пайне тата кӑнтӑра вӗҫме чарать. Хальхинче ку чарӑва ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен тӑснӑ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗччен Анапа, Белгород, Брянск, Воронеж, Геленджик, Краснодар, Курск, Липецк, Дон ҫинчи Ростов, Симферополь, Элиста аэропорчӗсене вӗҫме май пулмӗ.
Авиакомпани пассажирсене урӑх маршрутсемпе – Сочи, Волгоград, Минеральные Воды, Ставрополь, Мускав аэропорчӗсемпе усӑ курса – илсе ҫӳреме сӗннӗ. Аса илтерер: ҫак маршрутсемпе нарӑс уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӗҫме чарнӑ.
Чӑваш Енри браконьер Тутарстанра ҫакланнӑ.
Тутар Республикинчи биоресурссен патшалӑх комитечӗн тата РФ Шалти ӗҫсен министерствин Тутарстанри лини управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Сӗве юханшывӗ ҫинче Чӑваш Енри ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл Бритвино ялӗнчен 3 километрта пулӑ тытнӑ. Арҫын усӑ курма юраман вӑлтасемпе, ытти хатӗрпе усӑ курнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Тутарстанри йӗрке хуралҫисем Чӑваш Енри арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 256-мӗш статйипе килӗшӳллӗн ӗҫ пуҫарас ыйтӑва тата параҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |