Ку хӗлле сивӗ те юрлӑ килчӗ. Кӗҫех ҫуркунне ҫитӗ. Анчах синоптиксем пуш уйӑхӗнче те сивӗ пуласса, юр самай ҫӑвасса калаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш кун ӗнтӗ сивӗ тӑрать. Кӗҫӗр чи сивви пулӗ – термометр 28 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр тӑрӑхра – 30 градус.
Эрнекун ӑшӑтма пуҫлӗ. Нарӑс вӗҫленичченех ҫапла пулӗ. Кӑҫал Ҫӑварни пушӑн 17-мӗшне лекет, Мӑнкун – ҫу уйӑхӗн 5-мӗшне. Ҫавӑнпа, синоптиксем каланӑ тӑрӑх, ҫуркунне час килессе кӗтмелле мар. Пуш нормӑран 3-4 градус сивӗрех пулӗ.
Ака уйӑхӗ типӗ килмелле, сывлӑш температури нормӑпа килӗшӳллӗн пулмалла.