Нарӑс уйӑхӗ ӑшӑ килчӗ. Халӗ вара, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑшт сивӗтет.
Кӗҫӗр 14-19 градус таран сивӗтӗ. Ыран 9-14 градус сивӗ тӑрӗ. Ытларикун каҫхине 20 градус сивӗ тӑрӗ. Ку эрнери чи сивӗ ҫанталӑк пулӗ вӑл. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче уяр ҫанталӑк тӑрӗ. Иккӗмӗш ҫурринче вара ӑмӑрланӗ, ӑшӑтма пуҫлӗ: юр ҫӑвӗ, ҫил-тӑман вӗҫтерме пуҫлӗ, ҫил вӑйланӗ. Кӑнтӑрласерен 2-7 градус сивӗ тӑрӗ.
Канмалли кунсенче ҫил лӑпланӗ, сивӗтме пуҫлӗ. Анчах ку – уҫӑлса ҫӳремелли лайӑх ҫанталӑк кӑна.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра ҫанталӑк сивӗтсе пырать. Ҫитес 4 кунра юр ҫумӗ, ҫил вӑйлӑ вӗрмӗ.
Пирӗн еннелле сивӗ сывлӑш килнӗрен сывлӑш температури те пӗчӗкленсе пырӗ. Кӑнтӑрласерен 5-10 градус, ҫӗрлесерен 15 градус пулӗ. Тунтикун каҫхине 20 градус е тата сивӗрех пулӗ.
Сивӗ нумая тӑсӑлмӗ. Эрнен иккӗмӗш ҫурринче циклон килӗ. Ун чухне юр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланнӑран ҫил-тӑман вӗҫтерӗ. Термометр ӑшӑрах кӑтартсан та сивӗрех пек туйӑнӗ.
Нарӑс уйӑхӗн сивӗ е ӑшӑ пулӗ? Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗлӗн юлашки уйӑхӗнче нӳрӗк сахал пулӗ. 11 ҫул каялла нарӑсра 9 мм нӳрӗк пулнӑ, норма – 22 мм. Хальхинче те ҫаплах пулма пултарать.
Хальхи вӑхӑтра юр хулӑнӑшӗ 29 сантиметрпа танлашать. Нарӑс вӗҫнелле 40 сантиметр таран ӳсӗ.
Нарӑсӑн 5-мӗшӗнчен сивӗтме пуҫлӗ. Унччен ӑшӑ пулӗ, юр ҫӑвӗ. Тепӗр хутчен юлашки декадӑра сивӗтӗ. Ҫӗрлесерен 20 градус таран сивӗ тӑрӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑтрӗ. "Чӑваш Енри ҫанталӑк" проект авторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче тӑрук сивӗтмӗ.
Ку эрнере кӑшт юр ҫукалӗ, хушӑран хӗвел тухӗ. Ҫанталӑк ҫуркуннехи пекех. Анчах унпа киленме ҫил чӑрмантарӗ. Вӑл эрнен иккӗмӗш ҫурринче лӑпланӗ.
Ҫапах хӗлле хӑйне кӑтартӗ-ха. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нарӑсӑн 8-12-мӗшӗсенче 25-30 градус таран сивӗтме пултарӗ.
Республикӑра хитре ҫанталӑк тӑрать: уяр, сивӗ мар. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран та уяр пулӗ. Кӗҫӗр 14-19 градус таран сивӗтӗ, ыран кӑнтӑрла 6-11 градус тӑрӗ.
Эрне варринче пӗлӗтленӗ, ҫил вӑйланӗ. Ҫапах юр ҫумӗ. Термометр 2-7 градус сивӗ кӑтартӗ.
Эрне вӗҫӗнче ҫанталӑк сивӗтӗ, ҫил вӑйланӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑрлач вӗҫлениччен ҫанталӑк татах ӑшӑтса илӗ, ҫил вӑйланӗ.
Ҫанталӑк ҫиллӗ. Унашкал кунсем нумайччен пулӗҫ-и? Ҫиле пула сивӗрех пек туйӑнать.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, паян юлашки ҫиллӗ кун. Шӑматкунпа вырсарникун вӑл лӑпланӗ. Тунтикунпа ытларикун вара пачах пулмӗ. Анчах атмосфера пусӑмӗ ӳсӗ: 765 мм таран.
Ҫитес эрнере антициклон хуҫаланӗ, пӗлӗтсем сахал пулӗҫ. Юр ҫумӗ. сывлӑш температури 3-8 градус пулӗ, каҫсерен 10-15 градус таран сивӗ тӑрӗ. Ҫил каллех вӑйланма пуҫлӗ.
Хальлӗхе пӗлтернӗ тӑрӑх, кун пек ҫанталӑк уйӑх вӗҫлениччен пулӗ.
Паяни ирхине Шупашкарта асамат кӗперӗ тухнине асӑрханӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫат порталӗнче пӗлтернӗ.
Сайтра хыпарланӑ тӑрӑх, ҫынсем асамат кӗперне ирхине 8 сехет те 10 минутра курнӑ. Вӑл Атӑл леш енче те курӑннӑ.
Ирхине хӑш-пӗр районта пӑрлӑ ҫумӑр ҫунӑ. Аса илтерер: паян республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр пулассине ӗнер пӗлтернӗччӗ. Вӑл пирӗн пата Мускав енчен килнӗ.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ыран республикӑра юр, хушӑран ҫумӑр ҫума пултарать. Кӗҫӗр 5-10 градус сивӗ пулӗ. Ыран кӑнтӑрла - 0-5 градус сивӗ.
Ҫил кӑнтӑртан ҫеккунтра 3-8 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Ҫул ҫинче пӑрлак - асӑрханмалла.
Сӑмах май, ҫак кунсенче Мускав ҫыннисене пӑрлӑ ҫумӑр ҫума пултарасси пирки асӑрхаттарнӑ. Ав халӗ кунашкал ҫанталӑк пирӗн республика еннелле ҫывхарать.
Кострома тӑрӑхӗнче чӑваш водителӗ инкеке лекнӗ. Ту ҫинчен аннӑ чухне машина прицепӗ айккинелле пӑрӑнса кайнӑ та автомобиль ҫул айккинелле кайса ларнӑ.
Йывӑр тиевлӗ пысӑк машинӑна юр ӑшӗнчен йӑпӑр-япӑр ниепле те кӑлараймӑн. Ҫитменнине тата хӗллехи кун урамра часах шӑнса кӳтӗн.
Инкек вырӑнне вырӑнти йӗрке хуралҫисем ввскавлӑн пырса ҫитнӗ. Иван Лебедев тата Валентин Смирнов инспекторсем ытти транспорта иртсе ҫӳреме май туса панӑ, чӑваш водительне вӗри чейпе хӑналанӑ.
Хӗллен пӗрремӗш пайӗ нормӑран сивӗрех килнӗ. Юр та нумайрах ҫунӑ – ахаль чухнехинчен 1,5 хут ытларах.
Ҫуркунне ҫывхарса пырать. Кун та вӑрӑмланать. Ку таранччен 1 сехет вӑрӑмланнӑ. Малта – хӗллен иккӗмӗш пайӗ. Вӑл мӗнлерех пулӗ?
Паян ирхине 15-20 градус сивӗ пулнӑ, эрне вӗҫнелле 2-7 градус кӑна пулӗ. Кӑшарнире ҫанталӑк сивех тӑмӗ. Ҫав кун ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗсенче пӑрлӑ ҫумӑр та ҫума пултарать. Кӑшарнире каҫхине 10 градус сивӗ пулӗ. Ҫил ҫинче сивӗ вӑйлӑрах туйӑнӗ.
Вырсарникун ҫил лӑпланӗ. Хӗвел пӑхӗ – урамра уҫӑлса ҫӳремелли лайӑх вӑхӑт!
Ҫитес эрнере каҫсерен 15-20 градус пулӗ, кӑнтӑрласерен – 5-10 градус. Юр ҫумасть.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |