Кӑҫал Раҫҫейре ҫемьере пӗрремӗш ача ҫуралсан пособи пама пуҫлӗҫ. Ку тӳлеве Чӑваш Енре илме пуҫланӑ ӗнтӗ. Пӗтӗмпе 64 ҫемье ку тӗлӗшпе заявлени панӑ. Хальлӗхе пособие 33 ҫемье илме тивӗҫнӗ.
ЧР Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ленин районӗнче пособи илес тесе заявлени ытларах ҫырнӑ: пӗтӗмпе 9 ҫемье. Вӗсенчен 9-шӗ тӳлеве тивӗҫнӗ.
Пӑрачкав районӗнче вара 3 ҫемье администрацин ЗАГС пайне ҫитме васкамаҫҫӗ. Элӗк тата Шӑмӑршӑ районӗсенче те ҫемьесем пӗрремӗш ачашӑн паракан пособие илес тесе администрацие ҫитеймен-ха.
Сӑмах май, заявление кирек хӑш вӑхӑтра пама май пур. Тӳлеве ача 1,5 ҫул тултариччен параҫҫӗ.
Паянтан, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнчен, Чӑваш Енӗн тӗп хулинче, Шупашкарта, троллейбусӑн ҫӗнӗ маршручӗ уҫӑлать. 14-мӗш маршутлӑскер унччен те хутланӑ-ха. Анчах халӗ вӑл 16-мӗш троллейбусӑн ҫулӗпе те ҫӳреме тытӑнӗ. 16-мӗш номерлине хупса хурӗҫ.
Ҫӗнӗ маршрут Шупашкарӑн Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ тата Ҫӗнӗ Кӑнтӑр районӗсене ҫыхӑнтарӗ. Унӑн юлашки чарӑнӑвӗсем «Университет» тата «Маштехникум» пулӗҫ. Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районтан вӑл унчченхиллех виҫӗ кӗпер урлӑ каҫса килӗ, кайран Иван Яковлев проспектӗнчен Мир проспектнелле пӑрӑнӗ, унтан — Эгер бульварне, кайран Ленинла Комсомол урамӗпе «Маштехникум» чарӑнӑва ҫитӗ.
9-мӗш троллейбус ҫулӗ те ылмашӗ. Вӑл «Аэропорт — Агрегат савучӗ» маршрутпа ҫӳрӗ: Ашмарин урамӗ — Иван Яковлев проспекчӗ — Мир проспекчӗ — Калинин урамӗ — Ю. Гагарин урамӗ — Ленин проспекчӗ — малалла хальччен ҫӳренӗ евӗр кайӗ.
Шупашкарта пурӑнакан арҫынна урама майор пакунӗпе тухнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Хӑй вара прапорщик пакунӗпе ҫеҫ ҫӳреме тивӗҫ пулнӑ.
Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак арҫын Шупашкарта иртнӗ митинга хутшӑннӑ. Вӑл РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен тумне тӑхӑннӑ, майор пакунӗпе ҫӳренӗ. Ҫапла майпа вӑл йӗркене пӑснӑ.
Митинга ҫапла тумланса тухнӑ арҫынна суда панӑ. Суд вара вӑл айӑплӑ тесе йышӑннӑ, штраф тӳлеттермелле тунӑ. Арҫыннӑн 1000 тенкӗ кӑларса хума тивӗ. Кунсӑр пуҫне унӑн ҫар тумне, пакунӗсене туртса илнӗ.
«Суя майор» вара суд йышӑнӑвӗпе ҫырлахман. Вӑл суд пынӑ чухне ҫӑхав панӑ. Анчах ӑна пӑрахӑҫланӑ.
Суя пурнӑҫ — ҫур пурнӑҫ. Ҫапла каланӑ ваттисем. Анчах Патӑрьел районӗнче фермер хуҫалӑхӗ уҫнӑ арҫыншӑн ку чӑна килмен: суйни часах тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
50 ҫулти арҫын — Шупашкартан. Патӑрьел районӗнче хресчен фермер хуҫалӑхӗ уҫнӑскер ЧР Ял хуҫалӑх министерствине 6 миллион тенкӗ субсиди илмешкӗн документсем тӑратнӑ. Хайхискер пӗр фирмӑпа шӑвармалли хатӗр-хӗтӗр туянмашкӑн суя килӗшӳ тунӑ. Анчах арҫын нимӗнле техника та илмен. Асӑннӑ ведомство ӑна суда панӑ.
Суд арҫын айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Халӗ фермерӑн ҫав укҫана министерствӑн счечӗ ҫине куҫарса памалла.
Суд приставӗсем вара хальлӗхе, парӑма татиччен, фермерӑн Тайотине тата Патӑрьел районӗнче вырнаҫнӑ 2 ҫӗр лаптӑкне арестленӗ. Арҫыннӑн вӑхӑт нумай юлман: унӑн парӑма 10 кунра парса татмалла. Унсӑрӑн вӑл хӑйӗн пурлӑхӗсӗр тӑрса юлма пултарать.
Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье амӑшӗн капиталӗпе усӑ курса ипотекӑна парса татасшӑн пулнӑ. Анчах хушаматри Ё саспаллине пула пӑтӑрмах сиксе тухнӑ.
Ҫемье пуҫӗ Артем ятлӑ. Анчах официаллӑ документсенче унӑн ятне Ё саспаллипе те ҫырнӑ. Ҫавна май Раҫҫей пенси фончӗ ҫемье ыйтса ҫырнӑ заявление тивӗҫтермен.
Тӗрӗслӗхе прокуратура шыраса тупма пулӑшнӑ. Калинин районӗн прокуратури суда тавӑҫ тӑратнӑ, Раҫҫей пенси фончӗ йышӑнӑвӗ тӗрӗс мар пулнине ҫирӗплетме ыйтнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Ҫапла майпа Шупашкарти ҫемье, Ё саспаллине шар курнӑскер, ипотекӑна амӑшӗн капиталӗпе парса татайӗ.
Хальлӗхе суд йышӑнӑвӗ вӑя кӗмен.
Паян Чӑваш Енӗн прокуратуринче пресс-конференци иртнӗ. Журналистсен ыйтӑвӗсене унта Василий Пословский прокурорпа унӑн ҫумӗсем, пай пуҫлӑхӗсем хуравланӑ.
Ҫынсем прокуратурӑна ҫыракан ыйтусем пирки те калаҫнӑ унта.
«Эпир ҫынсемшӗн тата вӗсен ырлӑхӗшӗн ӗҫлетпӗр. Пирӗн тӗп тӗллев — граждансен прависене, вӗсен интересӗсене хӳтӗлесси», — тенӗ Василий Пословский. Унӑн сӑмахне «Хыпар» издательство ҫурчӗн сайтӗнче Ирина Клементьева ҫырнӑ. «Кирек мӗнле ыйтӑва та тӳрремӗнех пирӗн пата тата хӑвӑр сӑмахсемпе ҫырӑр. Интернетри «прокуратурӑна ҫыру ҫырма пулӑшатпӑр» йышши рекламӑна ӗненсе ҫав пӗлтерӳсене паракансемпе ан ҫыхланӑр, вӗсем ҫак утӑма укҫашӑн тунине шута илӗр», — тенӗ прокуратура ӗҫченӗсем журналистсене.
Шупашкар хулинчи Энгельс урамӗнчи 17-мӗш тата 19-мӗш ҫуртсем хушшинчи ҫӳп-ҫап контейнерне пепкине тухса пенӗ хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хӗрарӑма йӗрке хуралҫисене асӑрхаттармасӑр урӑх ҫӗре тухса каймалла мар алӑ пустарнӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Ҫакна РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби паян пӗлтернӗ. Аса илтерер, ача чӗрех пулнӑччӗ.
Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче тупнӑ вилӗ ача амӑшне вара халӗ те шыраҫҫӗ. Акӑ еплерех пӗлтернӗччӗ пӑтӑрмах пирки Софья Савнеш Чӑваш халӑх сайтӗнче: «Шупашкарта ҫӳп-ҫап ешчӗкӗнче ача виллине тупнӑ. Ӑна пӗр предприяти ӗҫченӗсем кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче асӑрханӑ. Йӗрке хуралҫисем пӗлтернӗ тӑрӑх, ача тин кӑна ҫуралнӑ».
Тӗп хулара какая тата сӗте саккуна пӑсса сутнине тупса палӑртнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗ хыпарлать.
Мэрин предпринимательлӗхпе потребитель рынокӗн аталанӑвӗ енӗпе ӗҫлекен управленийӗн, патшалӑх ветеринари службин, тӗп хулари ветстанци тата полици ӗҫченӗсем пӗрлехи рейда тухнӑ.
Тӗрӗслеве вӗсем Мускав районӗнче ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче Элкер урамӗнчи 9-мӗш ҫурт умӗнче ял ҫыннисем аш-какайпа, сӗтпе саккуна пӑхӑнмасӑр сутӑ тунине асӑрханӑ. Тен, какайӗ те, сӗчӗ те лавккаринчен пахарах пулӗ, анчах саккун саккунах: ирӗк паман ҫӗрте суту-илӳпе аппаланма юрамасть.
Ҫапла майпа техника регламенчӗн йӗркине пӑхӑнманшӑн хайхи сутуҫӑсем тӗлӗшпе административлӑ протоколсем ҫырнӑ. Вӗсен халӗ 1 пинрен пуҫласа 2 пин тенкӗ таран штраф тӳлеме тивӗ.
Шупашкар арҫынни шывран машина кӑларнине НТВ телеканал «Главная дорога» (чӑв. Тӗп ҫул) кӑларӑмра каласа кӑтартрӗ. Эфира кӑларӑм нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче тухрӗ.
Шупашкар арҫыннин Евгений Гаманӑн «Ленд Крузер» машини Печора юханшывне путнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский иртнӗ уйӑхра пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, инкек Коми Республикинчи Усинск хули патӗнче пулса иртнӗ.
«Toyota Land Cruiser 200» маркӑллӑ урапана арҫын Коми Республикинче туяннӑ. Сутаканни хаклӑ ыйтман уншӑн. Машинӑна Печора юханшывӗ урлӑ каҫармалла пулнӑ. Пулӑшма килӗшекен те тупӑннӑ. Ҫыран хӗрринчен пӗр 100 метрта пӑр катӑлса кайнӑ та 3 тонна таякан автомобиль юханшыва путнӑ.
Машинӑна пӑрахса хӑварас темен пирӗн ентешӗмӗр. Пулӑшу ыйтса вӑл халӑх тетелӗсенчен пӗринче ҫырнӑ. Часах ырӑ кӑмӑллисем те тупӑннӑ. Пӗренерен хӑйне евӗр кран ӑсталанӑ вӗсем. Шывра эрне пулнӑ машинӑна ҫапла вара туртса кӑларнӑ-кӑларнах.
Телесюжетра пӗлтернӗ тӑрӑх халӗ машинӑна юсав центрӗнче йӗркене кӗртеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти Татьяна Тихонова пенсионера ОТР каналпа кӑтартрӗҫ. «Активная среда» телепередачӑна ӑна нимеҫӗ (волонтер) пулнӑран чӗннӗ.
Утмӑла ҫывхаракан хӗрарӑм Шупашкарти халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрта 2016 ҫулта йӗркеленӗ «Экспресс бабушки» (чӑв. Экспресс асаннесем) проекта хутшӑнать, нимеҫӗ пулса ачаллӑ ҫемьесене пулӑшать.
Шупашкар хӗрарӑмӗпе телесюжетра «бабушка со стажем» (чӑв. стажлӑ асанне) тесе паллаштарчӗҫ. Тата унӑн пилӗк мӑнук тесе каларӗҫ. Вӗсенчен пӗри ҫеҫ — хӑйӗн. Ыттисем — ют ҫынсен ачисем. Хастар пенсионер вӗсене пӑхать. Кашни кунах мар. Эрнере — пӗр-икӗ хут. Темиҫешер сехет.
Хальхи вӑхӑтра хӗрарӑм Шупашкарти виҫӗ ачаллӑ Андреевсене пулӑшнине пӗлтерчӗҫ. Кӗҫӗннисене, улттӑри йӗкӗрешсене, амӑшӗ тепӗр чух кинемейпе шанса хӑварать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |