Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 34-мӗш ҫуртра юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн уҫӑлнӑ «Пятёрочка» лавккара кӑтартмӑшсене вырӑсла кӑна мар, чӑвашла та ҫырса хатӗрленӗ. Кун пирки Чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйсен ушкӑнӗнче хыпарланӑ.
«Шупашкарти Университет урамӗн 34-мӗш ҫуртӗнчи ҫӗнӗтсе уҫӑлнӑ «Пятёрочка» лавккара кӑтартмӑшсене чӑвашла та тунӑ! Питӗ паха тата хисеплемелли япала!» — ҫапларах хакланӑ ку ӗҫе халӑх тетелӗнче, унпа пӗрлех сӑн ӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ.
Лавкка хуҫисен ӗҫне мухтаса та ырласа 116 ҫын «килӗшет» палла пусма, 19 ҫын хӑйӗн страницине куҫарса лартма ӗлкӗрнӗ те ӗнтӗ. Хӑшӗ-пӗри вара комментари те хӑварма ӳркенмен. Акӑ, сӑмахран, Оксана Антонова: «Пятёрочка» маттур. Пирӗн район центрӗнче те кӑтартмӑшсем тутарла тата вырӑсла (Тутарстанра)» — тесе ҫырнӑ.
Юлашки вӑхӑтра республикӑра юр самай вӑйлӑ ҫурӗ. Ҫурт картишӗсене юртан епле тасатаҫҫӗ-ха? Шупашкар хула администрацийӗ ку тӗлӗшпе кӑмӑлсӑр.
Управляющи компанийӗсем картишре машинӑсем ларни юр тасатма кансӗрлет тесе пӗлтереҫҫӗ. Тӳре-шара вара ку ыйтӑва татса памалли мел сӗннӗ. «Сирӗн, ахӑртнех, ҫуртсенче пурӑнакансен телефон номерӗсем пур. Мессенджерта ушкӑн йӗркелӗр те ҫынсене трактор хӑш вӑхӑтра юр тасатнине пӗлтерӗр», — тенӗ.
Хулари хӑш-пӗр картишре чӑннипех те юр тасатман-мӗн. Граждан урамӗнчи 105-мӗш ҫурт умӗнчи картиш — чи япӑххи. Тротуар вырӑнне — качака сукмакӗ. Тирек урамӗнчи 4-мӗш ҫурт умӗнче ҫул ҫинче ҫӳп-ҫап контейнерӗ ларать, ун умӗнчи лапам юрпа тулса ларнӑ.
«Лоза» лавкка тата ун ҫывӑхӗнчи парикмахерски те юр ӑшне путнӑ. «Медик» клиника умӗнчи тротуар пачах та курӑнмасть-мӗн, шуҫлак пандус ҫинче ӳке сусӑра та тухасси инҫе мар.
56 ҫулти арҫын Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин общежитийӗнчи пӳлӗмре пурӑннӑ. Пӗр кунхине унӑн алӑкне суд приставӗсем шакканӑ, пӳлӗмрен тухса каймаллине пӗлтернӗ.
Арҫын коммуналлӑ тӑкаксемшӗн укҫа тӳлемен-мӗн. Парӑм самаях пухӑннӑ: 65 пин тенкӗ. Суд приставӗсем пӳлӗмрен тухса каймаллине пӗлтерсен те арҫын парӑма татма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл пӳлӗмрен куҫма пачах хирӗҫленӗ.
Кун хыҫҫӑн суд приставӗсем полицейскине чӗнсе пӳлӗм алӑкне уҫнӑ, унти пур япалана та арестленӗ. Вӗсене икӗ уйӑхран илсе каймасан сутма тӑратӗҫ. Арҫынран вара куншӑн 5 пин тенкӗ шыраса илӗҫ.
Красноармейски районӗнче ача пахчисенчен пӗрне хупса хунӑ. Анчах яланлӑхах мар. Ҫивӗч респираторлӑ вирус инфекцийӗ лӑпланиччен. Эпидемиологи тухтӑрӗсем шӑпӑрлансем пӗри хыҫҫӑн тепри чирленӗ хыҫҫӑн ача пахчине хупма йышӑннӑ.
Шупашкар тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче те чирлекенсем йышлӑ. Ҫавна пулах темиҫе шкулти хӑш-пӗр класра вӗрентмеҫҫӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби хӑйсен сайтӗнче нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗ тӗлнехи лару-тӑрӑва илсе кӑтартнӑ. Унта пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти виҫӗ шкулти виҫӗ класа хупнӑ, Ҫӗнӗ Шупашкарта — пилӗк шкулти вунпӗр класа.
Пневмонипе чирлекенсене иртнӗ эрнере 233 тӗслӗх шута илнӗ. Унчченхи эрнеринчен ҫак цифра 9,3 процент пӗчӗкрех иккен. Пневмонипе чирлекенсенчен 47,2 проценчӗ — ачасем.
Пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти «Космос» клубра арҫынна вӗлернине Чӑваш халӑх сайчӗ темиҫе хутчен те пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫуралнӑ кун хыҫҫӑн каҫхи клуба кайнӑ ушкӑн пӑтӑрмаха лекнӗ. Хуралҫӑсемпе сиксе тухнӑ ӑнланманлӑх 35-ри арҫын вилнипе вӗҫленнӗ.
Хӑнана хуралҫӑ асӑрханмасӑр вӗлернӗ тесе пӗтӗмлетнӗ хыҫҫӑн ҫемье Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Мужское и женское» телекӑларӑма ҫитсе пӑтӑрмах пирки каласа кӑтартнӑччӗ. РФ Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ хуралҫӑ тата кану заведенийӗнче ӗҫленӗ тепӗр ҫын тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнине пӗлтернӗччӗ.
Паян суд хуралҫӑна 3 ҫул та 3 уйӑхлӑха пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние хупма йышӑннӑ, администратор пулӑшуҫи пулнӑ ҫыннӑн ирӗкне 2 ҫуллӑха пӳлме пӑхса хӑварнӑ. Приговор хальлӗхе вӑя кӗмен.
Раҫҫейре кӑҫал иртекен тӗнче чемпионачӗ вӑхӑтӗнче Шупашкарта пӗтӗм халӑх пӗлекен футболистсене кураймӑпӑр. Шанни тӳрре тухмарӗ. ФИФА хыпарне тишкернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ ҫӗршыв командисем валли матчсене хатӗрленме тата ҫак тапхӑрта пурӑнма уйӑрнӑ хуласен йышӗнче Шупашкар ҫукки паллӑ пулчӗ.
Аса илтерни вырӑнлӑ, республика тӳри-шари футболистсене тренировкӑсем ирттерме икӗ спорт комплексне сӗннӗччӗ. «Спартакра» футболла вылякансен «Волга Премиум Отель» хӑна ҫуртӗнче выртса тӑмаллаччӗ, «Олимп» стадионра хатӗрленекенсен «ДИС» отельре чарӑнмаллаччӗ. Пӗтӗмпе ФИФА ҫӗршыври 60 спорт комплексне тишкернӗ, вӗсемпе паллашма футболистсен пӗрлештернӗ командисен яваплӑ ҫыннисем ҫула 123 хут тухнӑ. Ҫапла вара 32 базӑна суйласа илнӗ.
Футболистсем чемпионат вӑхӑтӗнче Питӗр, Сочи, Мускав, Хусан, Саранск, Грозный, Тольятти, Геленджик, Краснодар, Воронеж, Анапа, Калуга, Ессентуки хулисенче, Мускав, Чулхула, Калининград, Ленинград облаҫӗсенче тата Тутарстанри Медведково ялӗнче хатӗрленӗҫ тата пурӑнӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм йӗрке хуралне сайра тӗл пулакан ыйтупа пынӑ. Упӑшки ют паспортпа усӑ курса авланнӑран хайхискер мӑшӑрланӑва саккунсӑр тесе йышӑнма тата икӗ ачин ҫуралнине ӗнентерекен хучӗсенче ашшӗн ятне тӗрӗс мар палӑртнине ҫирӗплетме ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратури хыпарланӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм виҫӗ ҫул каялла качча тухнӑ. Вӗсен 2015 тата 2017 ҫулсенче икӗ ача ҫуралнӑ.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ют ят-хушаматлӑ паспортпа усӑ куракан Узбекистан гражданинӗпе ҫемье ҫавӑрнӑ. Лешӗ пирӗн ҫӗршывра Раҫҫей гражданинӗн суя паспорчӗпе пурӑннӑ. Ку кӑна та мар, 2015-2016 ҫулсенче вӑл темиҫе преступлени тунӑ, ҫакӑншӑн ӑна пӗлтӗр судпа айӑпласа явап тыттарнӑ.
Суд хӗрарӑмӑн ыйтӑвне туллин тивӗҫтернӗ, мӑшӑрланӑва саккунсӑр тесе йышӑннӑ, ачисен ашшӗн ячӗ тӗрӗс маррипе те килӗшнӗ.
Шупашкарти троллейбус управленийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлни пирки сайтра пӗлтерсех тӑнӑччӗ. Халӗ унта мӗнле лару-тӑру хуҫаланать-ха?
Шел те, предприятин парӑмсем каллех ӳссе пыраҫҫӗ. Троллейбусниксем электроэнергишӗн тӳлеҫҫӗ, анчах йӑлтах мар. Ҫавна май парӑм та ӳссе пырать. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне троллейбус управленийӗн парӑмӗ 148,9 миллион тенке ҫитнӗ. Вӑтамран илсен, управленин электроэнергишӗн уйӑхсерен 20 миллион тенкӗ тӳлемелле. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вара 16,3 миллион тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче предприятин электроэнергишӗн 179,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Хыснаран субсиди парсан управлени энергетиксене 47 миллион тенкӗ тӳленӗ, ҫапла май панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлнӑ. Кун хыҫҫӑн 130 миллион тенкӗ парӑм юлнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш наци музейӗнче «Клiчу Вас на Победу...» курав уҫӑлӗ. Вӑл белорус халӑх поэчӗн Янка Купалӑн пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе кӑна мар, унӑн вӑрҫӑ ҫулӗсенчи нуши-терчӗпе те паллаштарать.
Курав ячӗ валли поэтӑн «Беларускім партызанам» сӑввинчи йӗркисене илнӗ. Янка Купала 1941 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Тутарстанри Ҫӳлти Услон районӗнчи Печищи салине килнӗ. Кунта вӑл 1942 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗччен пурӑннӑ. 1975 ҫулта вара Янка Купалӑн Раҫҫейри пӗртен-пӗр астӑвӑм хваттер-музейӗ уҫӑлнӑ. Хайӗн аса илӗвӗсенче паллӑ поэт Шупашкара, хӑй пурнӑҫӗнче хутшӑннӑ чӑваш сӑвӑҫисене асӑннӑ.
Палӑртса хӑвармалла, ҫак курава Беларуҫри Янка Купала литература музейӗпе Печищи салинчи музей пӗр-пӗринпе хутшӑнса ӗҫлеме килӗшӳ алӑ пуснӑран хатӗрленӗ.
Чӑваш Енри икӗ колледж Раҫҫейри вӗренӳ организацийӗсен WorldSkillsRussia юхӑмӗн ТОП-100 списокне не кӗнӗ. Ҫак йыша Шупашкарти Н.В.Никольский ячӗллӗ професси колледжӗ тата Шупашкарти электромеханика колледжӗ лекнӗ.
Танлаштарӑма «Ҫамрӑк профессионалсем» професси сообществисен тата рабочи кадрӗсен аталану агентстви хатӗрленӗ. Сӑмах май, Чӑваш Ен юхӑма ултӑ ҫул каялла кӗнӗ. Ҫак вӑхӑтра республика чемпионатне ултӑ хутчен ирттернӗ. Халӗ Чӑваш Енре эксперт сообществи йӗркелесшӗн.
Каласа хӑвармалла: ТОП-100 списока лекнисене Мускавра Пӗтӗм Раҫҫейри «Наставник 2018» канашлу вӑхӑтӗнче чыслӗҫ. Вӑл нарӑсӑн 13-мӗшӗнче иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |