Паянтан Шупашкарти мӗнпур пысӑк суту-илӳ тата кану центрӗсене тӗрӗслеме тытӑнӗҫ. Ҫапла тума Раҫҫейӗн Тӗп прокуратури ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнчи ҫак органсене хушнӑ. Пирӗн республикӑра ку ӗҫе паян пуҫӑннӑ. Тӗплӗ тӗрӗслев ака уйӑхӗн 10-мӗшӗ тӗлне вӗҫленмелле.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве прокуратура кӑна мар, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем те хутшӑнӗҫ. Кун пирки, сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Надзор органӗнче ӗнентернӗ тӑрӑх, хӑрушсӑрлӑх йӗркине епле пӑхӑннине хут ҫине хитре ҫырса хунипе ҫырлахмӗҫ. Специалистсем вырӑна тухса кирлӗ оборудование, алӑксене, пӗлтерӗшлӗ ытти саманта хӑйсен вичкӗн куҫӗпе пӑхса хаклӗҫ.
Аса илтерер, Кемӗрти суту-илӳ центрӗнчи пушарта вилнӗ вун-вун ҫынна асӑнса пирӗн ҫӗршывра паян — хурлану кунӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫавна май хура тата шурӑ тӗслине эсир асӑрхарӑр ӗнтӗ, ун пирки ӗнерех систернӗччӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта, Олимп вӑййисен чемпионки В. Егорова ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетсен манежӗнче хальхи вӑхӑтри пилӗк енлӗ ӑмӑрту енӗпе, «лазер-ран» дисциплинӑпа, пуҫласа тупӑшу иртӗ. Ҫак хыпара ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Правительство ҫуртӗнче тӗл пулсан чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи, Хальхи вӑхӑтри пилӗк енлӗ кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацийӗн президенчӗ Алексей Мурыгин пӗлтернӗ.
«Федераци умне эпир икӗ тӗллев лартатпӑр: пилӗк енлӗ ӑмӑртӑва анлӑ сарасси тата профессионал спортсменсене хатӗрлесси», – тенӗ Алексей Мурыгин.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче пилӗк енлӗ тупӑшакансен уйрӑмне уҫасшӑн.
Нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансем ҫуркунне ҫитсен хваттерсенче ытла ӑшӑ пулнишӗн, уншӑн укҫа кӑлӑхах тӳлеме тивнишӗн пӑшӑрханнине илтме тивет.
Ӑшӑтмалли хатӗрсем кашни хваттерте чухне ҫын хӑйне кирлӗ пек йӗркелесе тӑраять-ха. Ҫапах та ун пек май ҫуккисен те, пӗрле пухӑнса, хӑйсен ҫуртӗнче ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарма ирӗк пур.
Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен 26 проценчӗ ҫав майпа хальлӗхе усӑ курнӑ. Ӑшша йӗркелесе тӑракан хатӗр температурӑна хӑй тӗллӗн майлаштарса пырать.
Шупашкар хулин Ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх, энергетика, транспорт тата ҫыхӑну управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ятарлӑ хатӗр вырнаҫтарни ӑшӑ тӑкакне 35 процент таран чакарма май парать. Хатӗре вырнаҫтарса тӑкакланнин хӑй хаклӑхӗ ӑшӑтмалли 1-2 тапхӑрта саплашӑнать.
Чӑваш Енӗн Аслӑ судӗнче республикӑн ҫут ҫанталӑк тата экологи министрӗ пулнӑ ҫынпа ҫыхӑннӑ апелляци ҫӑхавне пӑхса тухнӑ.
Шупашкарти Ленин район сучӗ Чӑваш Енӗн ҫут ҫанталӑк тата экологи министрӗ пулнӑ 58 ҫулти ҫынна вӑрман каснӑшӑн айӑплама йышӑннӑ. Приговорта палӑртнӑ тӑрӑх, тӳре-шара ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса пысӑк тӑкак кӳнӗ. Анчах экс-министр 2015 ҫулта РФ Президенчӗ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа йышӑннӑ амнистие лекнӗ, яваплӑхран пӑрӑннӑ.
2010 ҫулта вӑрман кастарнине пула патшалӑха 121 миллион тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ имӗш. Ленин район сучӗ прокурорӑн гражданла тавӑҫне тивӗҫтермен иккен. Ҫавна май прокурор Чӑваш Енӗн Аслӑ судне апелляци тавӑҫӗпе ҫитнӗ. Унтисем экс-министра тӑкака саплаштармалла йышӑну кӑларнӑ.
Кемӗрти «Зимняя вишня» (чӑв. Хӗллехи чие) суту-илӳ центрӗнчи пушарта вилнисене асӑнса вӑл тӑрӑхра виҫӗ кунлӑх хурлану тесе пӗлтернине паян федераци телеканалӗсем ирех пӗлтерчӗҫ. Чӑваш Енри пӗр интернет-кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, ӗнер Шупашкарти темиҫе ҫемье Амӑш палӑкӗ умне тухнӑ.
Унта пухӑнас шухӑша халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринче Ольга ятлӑ хӗрарӑм ҫырнӑ иккен, ӑна илтсе виҫӗ ҫемье ҫитнӗ. Татьяна ятлӑ хӗрарӑм ывӑлӗн ҫуралнӑ кунне уявлассине ҫитес эрнене куҫарнине пӗлтернӗ.
Кузбасри инкеке сӳтсе явакансенчен хӑшӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, республикӑра та кемӗрсемпе пӗрле хурлану кунӗ ирттермелле имӗш.
Паян Шупашкарти Амӑш палӑкӗ умӗнче 19 сехетре асӑну акцийӗ иртмелле.
Шупашкарти тухтӑрсем ҫынна сусӑра тухасран ҫӑлса хӑварнӑ. Нумаях пулмасть онкологи диспансерӗн специалисчӗсем кӑткӑс технологиллӗ операци тунӑ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, операцие тӗп тухтӑрӑн ҫумӗ Сергей Гамаюнов, кӑкӑрпа вар-хырӑм онкологи уйрӑмӗн тухтӑрӗсем Владимир Каров тата Сергей Климин тунӑ, Ирина Салмина анестезиолог, Татьяна Карова медсестра хутшӑннӑ.
Пациентӑн ӳпкере усал шыҫӑ пулнӑ. Операци вӑхӑтӗнче унӑн сулахай ӳпкин аялти пайне сыхласа хӑварнӑ. Унччен унашкал пациентсен ӳпкине касса кӑларнӑ, кун хыҫҫӑн вӗсем сусӑр пулса юлнӑ. Халӗ пациента ахаль палатӑна куҫарнӑ ӗнтӗ.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ тата Шупашкарти 59-мӗш шкул РФ Вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерствин 6 миллион ытла тенкӗлӗх грантне ҫӗнсе илнӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ачасемпе ҫамрӑксене хушма пӗлӳ парассипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртӗҫ.
Чӑваш патшалӑх университечӗ Пӗчӗк физмат аталанӑвӗн инноваци проектне конкурса тӑратнӑ. Ку проекта пурнӑҫа кӗртмешкӗн университета 5,9 миллион ытла тенкӗ панӑ.
Шупашкарти 59-мӗш шкул та федераци грантне тивӗҫнӗ. Вӑл шкул ҫумӗнче «Ырӑлӑх нимеҫисем» нимеҫӗсене вӗрентмелли тата хатӗрлемелли центр уҫма сӗннӗ. Проекта пурнӑҫламашкан Раҫҫей ведомстви ӑна 496,9 пин тенкӗ уйӑрса панӑ.
Пӗтӗмпе конкурса 149 заявка килнӗ. 27 проекта суйласа илсе грант панӑ.
Кемӗрти «Зимняя вишня» (чӑв. «Хӗллехи чие») суту-илӳ центрӗнчи хӑрушӑ инкек хыҫҫӑн Шупашкарти хастарсем пӗтӗм суту-илӳ центрне тӗрӗслеме шутланӑ. Чӑннипе, вӗсем хулари пӗр суту-илӳ центрӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркине сӗмсӗррӗн пӑснине пӗлтӗрех тупса палӑртнӑ. Хастарсем каллех унта ҫитме палӑртнӑччӗ. Лавккан иккӗмӗш хутӗнче пиротехника сутаҫҫӗ. «Уҫӑ право» проект юрисчӗ каланӑ тӑрӑх, унти урайне ковролин сарнӑ. Вӑл вара хӑвӑрт ҫунать.
Ҫитменнине хастарсем суту-илӳ центрӗнче эвакуаци планне тупайман. Кунсӑр пуҫне те йӗркене пӑснӑ тӗслӗх пайтах. Ҫаксем пирки вӗсем Вышкайсӑр лару-тӑру министерствине пӗлтӗрех пӗлтернӗ. Анчах, хӑйсем каланӑ тӑрӑх, ведомство хӑнк та туман.
Кемӗрти инкек хыҫҫӑн хастарсем Шупашкарти мӗнпур суту-илӳ центрӗнче пушар хӑрушсӑрлӑхне тӗрӗслӗҫ тата ҫынсене эвакуацилес тытӑм мӗнле ӗҫленине пахалӗҫ. Хастарсем рейда МЧС, прокуратура, йӗрке хуралӗн ӗҫченӗсене чӗнмӗҫ. Кун хыҫҫӑн вӗсем тӗрӗслев органӗсене ҫитменлӗхсене пӗтерме ыйтса ҫырӗҫ.
Инкек куҫа курӑнса килменни пуриншӗн те паллӑ. Анчах тепӗр чухне хамӑр тимсӗрлӗхе пула та шар курасси пулать.
Пӗр талӑкра кӑна, сӑмах май, Чӑваш Енре тӑватӑ хутчен пушар алхаснӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 204 хутчен вут-ҫулӑм иртӗхнӗ. «Хӗрлӗ автана» пула автансӑр яла 17 ҫын ӑсаннӑ. Инкек сӑлтавӗ кашнинчех тӗрлӗрен.
Шупашкар районӗнчи Туҫикасси ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫын пӗр розеткӑна ӑшӑтмалли икӗ хатӗр чиксе хунӑ. Хӑй вара вӗсем епле ӗҫленине пӑхса та тӑман. Каҫхи 10 сехет тӗлӗнче пӳртре пушар тухнӑ. Хуралтӑсене тата кӳршӗри пӳрте ҫӑлса хӑварма май килнӗ, 54-ри кил хуҫи урамра тӑрса юлнӑ.
Куславккара 1957 ҫулта ҫуралнӑ кил хуҫи вилнӗ. Ҫулӑмпа кӗрешекенсем арҫын пирус туртнӑ чух асӑрханман пуль тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи Мисчӗ поселокӗнче йывӑҫ пӳрт ҫунса кайнӑ. Унта, пушар хуралӗн ӗҫченӗсем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулнӑ. Шупашкарти мунча вара кӑмака юрӑхсӑррине пула кӗлленнӗ.
«Ирӗклӗх ҫынсене туслаштарать» — ҫапла ятпа Шупашкарта ыркӑмӑллӑх концерчӗ иртӗ. Ӑна Пӗтӗм тӗнчери телей кунне халаллӗҫ.
Ку концерта йӗркелесси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Кӑҫал вӑл пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче иртӗ. Концерт тӗп хулари Хусанкай ячӗллӗ культура керменӗнче 17 сехетре пуҫланӗ.
«Ырӑлӑх, юрату тата ӑнлану тӗнчине пӗрле кӗрсе ӳкер. Ку атмосферӑра кашниех хӑйӗн телейӗ пирки каласа кӑтартма пултарать», — тенӗ сусӑр ҫынсен «Ирӗклӗх» организацине йӗркеленӗ Павел Никитин.
Концертра сусӑр ҫынсем юрлӗҫ. Унта ҫавӑн пекех пултарулӑх ушкӑнӗсем, эстрада артисчӗсем хутшӑнӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |