Пуш уйӑхӗн 31—ака уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта «ГолосА» (чӑв. СасӑсемА) Раҫҫей шайӗнчи поэзи фестивалӗ иртӗ. Геннадий Айхи поэта сума сунине палӑртакан поэзи уявне кӑҫалхипе тӑххӑрмӗш хут йӗркелеҫҫӗ. Фестивале кашни ҫулах пуҫараканни — Мускаври «Мастера литературного перевода» (чӑв. Литература куҫарӑвӗн ӑстисем) гильдинче ӗҫлекен Алексей Прокопьев. Шупашкарсем те пулӑшаҫҫӗ. Игорь Улангин художник фестиваль илемӗшӗн тӑрӑшать, Мария Готлиб культуролог йӗркелӳ мероприятийӗсемшӗн яваплӑ.
Фестивале кӑҫалхипе виҫҫӗмӗш хут Марина Карягина поэт хутшӑнать. «Кӑҫал эпӗ икӗ енлӗн те вуланакан сӑвӑпа (хыҫалтан вуласан урӑх хайлав пулса тухать) хутшӑнасшӑн. Ятарласа чӑвашлипе! Экран ҫинче куҫару пулать. Чӑваш чӗлхин шалти хӑватӗнчен тӗлӗнсе пӗтерейместӗп. Тӗнчере урӑх чӗлхепе ик енчен тӗрлӗрен вуланакан хайлавсем пуррине илтмен, Мускаври тӗпчевҫӗ туссем те пӗлмеҫҫӗ. Чӑвашла вара ирӗклӗнех ҫырӑнать», — каласа кӑтартрӗ ҫак йӗркесен авторне Марина Карягина.
Ҫӗнӗлле меслетпе ҫыракан сӑвӑҫ хайлавӗсем самай пухӑннӑ. Фестивальте паллаштаракан сӑвӑсем, палӑртсах калар, палиндром мар.
Шупашкарти Лапсар проездӗнче ҫӗнӗ следстви изоляторӗ хута каять. Анчах ӑна патшалӑх килӗшӗвӗнчи йӗркене пӑсса хӑпартнӑ-мӗн. Кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ.
«СМУ-13» предприяти директорӗн строительство енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ, УФСИНӑн строительство тата юсав енӗпе ӗҫлекен экс-пуҫлӑх тата юсанмалли 1-мӗш колони пуҫлӑхӗн экс-ҫумӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑпланакансем пӗрле калаҫса татӑлнӑ та проект документацийӗпе килӗшсе тӑман хатӗр-хӗтер илсе килнӗ. Ҫапла майпа вӗсем федераци хыснине 7 миллион та 600 пин тенкӗ тӑкак кӳнӗ.
Айӑпланакансем айӑпне йышӑннӑ, ӗҫӗ уйрӑм йӗркепе пӑхса тухма ыйтнӑ. Суд вӗсен 5 автомобильне (пӗтӗмӗшле хакӗ – 6 миллион тенкӗ) арестленӗ.
Чӑваш Ене «Поедем. Поедим!» кӑларӑм ертӳҫи Джон Уоррен килесси пирки, вӑл кунта чӑваш наци ҫимӗҫне хатӗрлеме палӑртни ҫинчен сайтра пӗлтернӗччӗ.
Акӑлчан ҫынни Шупашкара ҫитнӗ. Вӑл кунта флешмоб ирттернӗ. Ӑна Шупашкар пирки ӳкернӗ кӑларӑмра кӑтартма пултарӗҫ.
Паян «Поедем. Поедим!» кӑларӑма ӳкернӗ. Кун валли Джон Уоррен ятарласа «Амазония» паркри каток ҫине килнӗ, флешмоба хутшӑннӑ.
Мероприятире ҫынсем пӗрле тӑрса «Чӑваш Ен» тесе ҫырнӑ, квадрокаптерӑн камерине алӑ сулнӑ. Джон вара питӗ ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑ, ҫынсемпе селфи ӳкерӗннӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан Дарья Комарова Станислав Говорухин кинорежиссера тапӑннӑ. Куҫа-куҫӑн мар, Facebook халӑх тетелӗнче. Вӑл унти хӑйӗн страницинче пӗтӗм тӗнче пӗлекен ҫак ҫынна айӑпласа ҫырнӑ.
Тӗпрен илсен, хайхи ҫыруран акӑ мӗн паллӑ: Дарья Комарова 2012 ҫулта журналистра ӗҫленӗ, ҫав ҫулхине Шупашкара Станислав Говорухин килсен вӑл унран интервью илме пынӑ. Ун чухне 75 ҫулти режиссер хӗре хӑйӗнпе ҫӗр каҫма ыйтнӑ, уншӑн фильмра ӳкерӗнмешкӗн майсем туса пама шантарнӑ имӗш. Апла пулин те Дарья паллӑ ҫынран интервью илнӗ иккен. Ун хыҫҫӑн вара Говорухин хӑйӗн телефон номерне панӑ, иккӗшӗн хушшинчи калаҫӑва вӑрттӑнлӑхра хӑварма ыйтнӑ-мӗн.
Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, Станислав Говорухин ку сас-хурана уҫӑмлатнӑ май 2012 ҫулта хӑй Шупашкарта пулни пирки иккӗленнине палӑртнӑ, кунашкал калаҫӑва астуманнине пӗлтернӗ. Апла пулин те Станислав Говорухин ҫав ҫулхине Шупашкара килни паллӑ.
Шупашкарта пурӑнакан вӑйпитти пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче «112» номерпе шӑнкӑравласа Энтузиастсен урамӗнчи пурӑнмалли пӗр ҫурта сирпӗтессине пӗлтернӗ.
Яваплӑ тытӑмсем кун пек хыпар илтсен сехӗрленсе ӳкнӗ, часрах вырӑна вӗҫтернӗ. Ҫурта вӗсем хытах пӑхса ҫаврӑннӑ, йӗри-тавралли территорие те тӗрӗсленӗ. Турра шӗкӗр, сирпӗтмелли хатӗр тупӑнман.
Суйса шӑнкӑравланӑ ҫынна та кӗҫех шырама пикеннӗ. Вӑл Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти арҫын пулнӑ. Ҫакскер ҫӑлав тытӑмне ӳсӗр пуҫпа шӑнкӑравланӑ-мӗн.
Арҫын унччен те йӗрке хуралҫисен куҫӗ тӗлне пулкаланӑ — ӑна тӗрлӗ сӑлтавпа административлӑ майпа темиҫе хут та явап тыттарнӑ.
Арҫынна хальлӗхе 2 уйӑхлӑха хупса усрама йышӑннӑ. Анчах судӑн ҫак йышӑнӑвӗ саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, суя хыпаршӑн арҫынна 5 ҫул таран хупса хурас хӑрушлӑх пур.
Шупашкарти хулан 2-мӗш пульницин тухтӑрӗсем хӑйсем ӗҫлекен сыватмӑшӑн ятне ятнӑ. Вӗсем ӗҫ кунӗ вӗҫленичченех Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне паллӑ тума тапратнӑ. Ҫакна пула Мускав телеканалӗсен эфирнех лекнӗ.
Пиллӗкмӗш канал хыпарланӑ тӑрӑх, пациентсен пӗрне тухтӑрсем вӑхӑт ҫитмесӗрех уяв кӗрекине ларни килӗшмен, вӑл хӑйӗн кӗсье телефонӗнчи камерине ҫутнӑ та заведующи пӳлемне вашлаттарнӑ — ара, хайхискер медсестрасенчен пӗри ун патне шампань эрехӗ чикнӗ хутаҫа йӑтса кӗнине курнӑ-ха та.
Хайхи заведующи правур пациента пӳлӗмрен тӗртсе кӑларса яма, телефонне туртса илме хӑтланнӑ. Анчах ку самантсен ҫамрӑк хӗрарӑм тухтӑрсем мӗн хӑтланнине видео ӳкерсе илме ӗлкӗрнӗ. Хайхи видеона вӑл интернета вырнаҫтарма та ӳркенмен.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен тӗп хулана 5 тоннӑран йывӑртарах машинӑсене кӗме чармашкӑн йышӑну кӑларнӑ. Асӑннӑ документа мэрин официаллӑ сайтӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫапла майпа ҫитес тунтикунран пуҫласа Шупашкара кӗмелли ҫулсем ҫинче – тӗпрен илсен, Вӑрнар, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне тата Улатӑр шоссисенче — виҫев тӗрӗслевӗн стационарлӑ пункчӗсем ӗҫлеме тытӑнӗҫ. Унсӑр пуҫне куҫса ҫӳрекен икӗ мобильлӗ комплекса хута ярӗҫ. Вӗсем пурте талӑкӗпех ӗҫлӗҫ.
Палӑртса хӑвармалла, Шупашкар хулине ирӗк илмесӗр кӗнӗ водительсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, ку статьяпа килӗшӳллӗн йӗркене пӑснисене 5 пин тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ.
Республикӑра 80 ҫултан иртнӗ ҫынсен шучӗ ҫулран-ҫул ӳсет. Кун пирки Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтерет.
Пӗтӗмӗшле илсен, республикӑра тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 370 пин пурӑнать. Вӗсенчен иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ – хӗрарӑмсем. Ҫакна та палӑртмалла: Чӑваш Енре 100 ҫул каҫнӑ 65 ҫын кун кунлать. Вӗсенчен 62-шӗ – хӗрарӑмсем.
100 ҫул тултарнӑ ҫынсенчен чылайӑшӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӗсем 11-ӗн. Ку енӗпе Елчӗк районӗ ытти районтан малта. Унта 6 ҫын 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Республикӑри чи ватӑ ҫын ӑҫта пурӑнать-ха? Патӑрьел районӗнчи Чӑваш Ишекӗнче. Вӑл кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 104 ҫул тултарнӑ.
Сӑмах май, Раҫҫейре 7 пин ытла ҫын 100 ҫултан иртнӗ.
Грузире ҫуралнӑ, пӗчӗк чухне Шупашкара куҫса килнӗ Софья Авазашвили «Песни» шоу-программӑн кастингне хутшӑннӑ. Максим Фадеевпа Тимати ирттерекен проекта эфира пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче кӑларнӑ.
Шоу-программӑн суйлав тапхӑрӗн пиллӗкмӗш кӑларӑмӗнче Софья хӑй ҫырса кӗвӗленӗ юрра шӑрантарнӑ. Проектра юлас, тепӗр тапхӑра куҫас тесен унта хутшӑнакансен пӗр тӳрене те пулин килӗшмелле. Софья вара тӳрех виҫӗ тӳре кӑмӑлне кайнӑ. «Мана килӗшрӗ, эпӗ сана ӗнентӗм», — тенӗ Максим Фадеев продюсер. «Маншӑн эсӗ тепӗр тапхӑра куҫатӑн», — палӑртнӑ опера юрӑҫи Аида Гарифуллина.
Асӑнса хӑвармалла, ку проект Софья Авазашвилишӗн пӗрремӗш мар. Унччен вӑл Пӗрремӗш каналпа кӑтартнӑ «Голос» шоу-программӑра хӑйӗн пултарулӑхне кӑтартнӑччӗ.
Раҫҫейре Л.С.Выготский ячӗллӗ конкурс иртнӗ. Нумай пулмасть эксперт канашӗ ӑна пӗтӗмлетнӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: конкурс ҫӗнтерӳҫисен йышне Шупашкарти 10 ача пахчин педагогӗсем кӗнӗ: 2, 8, 70, 95, 106, 123, 127, 164, 167, 201-мӗш номерлисенче ӗҫлекенсем. Пӗтӗмпе конкурса 2769 ҫынран заявка килнӗ. Вӗсен йышӗнче шкул умӗнхи вӗренӗвӗн педагогӗсем тата аслӑ шкулсенче ҫак профильпе ӑс пухакан студентсем пулнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ педагогсене 50-шар пин тенкӗпе хавхалантарӗҫ. Мала тухнӑ студентсене вара 20-шер пин тенкӗ лекӗ.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарти 123-мӗш тата 164-мӗш ача пахчисен педагогӗсене «Ҫуллахи шкула» чӗннӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем экспертсемпе тӳлевсӗрех тӗл пулӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 743 - 745 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |