Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Спорт: Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине илнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.07.2019 20:02 | 1176 хут пӑхнӑ
Спорт
Андрей Карзанов
Андрей Карзанов

Шупашкарти регби-клуб пайташне Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине йышӑннӑ. Сӑмах Андрей Карзанов пирки пырать.

Чӑваш Енӗн Спорт министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов — Шупашкарти «Молот» регби-клуб пайташӗ. Халӗ вӑл «Локомотив – Пенза» профессилле регбол дружининче вылять. Ӑна Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командине илнӗ.

Иртнӗ канмалли кунсенче нацин пӗрлештернӗ команди Европа чемпионачӗн иккӗмӗш тапхӑрӗнче ӑмӑртнӑ. Ӑмӑрту Польшӑри Лодзь хулинче иртнӗ. Пирӗн ҫӗршыв команди унта тӑххӑрмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Андрей Карзанов 1999 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. Регбол енӗпе вӑл Чӑваш Енри ӑста спорстменсенчен пӗри пулнӑ. Халӗ вӑл — «Регби-7» йышӗнче.

#спортсменсем, #Шупашкар, #Спорт министерстви, #Польша, #Лодзь

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2607.57.1421
2019.07.24 22:39
"Эпир пӗлнӗ тӑрӑх"... Кӑна эсир ӑҫтан сӑтӑрса илнӗ? Ҫакӑн пек вӑрланӑ хыпарсем сайта тӑратаҫҫӗ иккен. Тӗлӗнмелле!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем