Ӗнер, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш Ен хастарӗсем Хусанта иртекен пӗтӗм Раҫҫейри ҫамрӑксен «Тӗрӗксен ылтӑнӗ» форумне тухса кайнӑ. Халӑхӑмӑрӑн ятне ҫӳлте тытма, чӑваш сӑнне тивӗҫлипе кӑтартма вӗсене культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов пил панӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак форум Хусанта Раҫҫейӗн нацисен ӗҫӗсен агентстви тата Тутарстан правительстви пулӑшнипе иртет. Иккӗмӗш хут йӗркеленекен форума ҫӗршыври 15 регионти тюркологипе ҫыхӑннӑ проектсене пурнӑҫа кӗртекен 150 ҫамрӑк хутшӑнать. Хастар яшсемпе хӗрсем ҫак кунсенче хӑйсен проекчӗсемпе программисем пирки ыттисене каласа кӑтартӗҫ, паллӑ тӳре-шарапа, артистсемпе, спортсменсемпе тата усламҫӑсемпе тӗл пулӗҫ. Форум уяв концерчӗпе хупӑнӗ.