Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Хайхискер шпиц ӑратлӑ йытӑ туяннӑ чухне укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
39 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче йытӑ ҫури сутнине курнӑ та сутуҫипе ҫыхӑннӑ.
Калаҫнӑ хыҫҫӑн хайхискер банк картти ҫине 20 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Палла ӗнтӗ: кун хыҫҫӑн сутуҫӑ ҫухалнӑ, йытӑ та ҫук.
Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарасси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Ҫав сутуҫӑ кам пулнине палӑртас тесе тӑрӑшаҫҫӗ.
ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти шкулсенче «Сывӑ пурнӑҫ йӗркин отрячӗсене» йӗркелесшӗн. Кун пирки республикӑри педагогсен ӗҫлӗ канашлӑвӗнче калаҫнӑ.
Анчах ку ҫӗнӗлӗх хулари пур шкула та пырса тивмӗ. Раҫҫейри шкул ачисен юхӑмӗн ӗҫне хутшӑнакан пӗлӳ ҫурчӗсенче кӑна хута яма палӑртнӑ. Унашкаллисем – 76-ӑн. Отрядсене кӑҫал авӑн уйӑхӗнче йӗркелесшӗн.
Ҫакнашкал отрядсем сывӑ пурнӑҫ йӗркине пропагандӑлӗҫ. Вӗсем тӗнче тетелӗпе ытлашши туслашасран профилактика ирттерес, ҫынсене хальхи медицина пирки пӗлтерес енӗпе проектсем те хатӗрлӗҫ.
Ялсенчи ачасене шкула автобуспа турттарнине пӗлетпӗр-ха. 2018/2019-мӗш вӗренӳ ҫулӗсенче Шупашкарти «Соляное» микрорайонти ачасем валли те автобус уйӑрӗҫ.
Ҫӗнӗ районта пурӑнакансем пӗлтернӗ тарӑх, вӑл тӑрӑха общество транспорчӗ сайра ҫӳрет, ачасене ҫывӑхра шкула яма вӗренӳ учрежденийӗ ҫук. Ҫавна май вӗсем хулари тӗрлӗ шкулта пӗлӳ илӗҫ: 23, 30, 33, 35-мӗшӗсенче.
Нина Васильева ятлӑ хастар хӗрарӑм ачасене шкула ҫӳретес ыйтупа Чӑваш Ен Элтеперӗ патне йышӑнӑва кайнӑ. Михаил Игнатьев, сӑмах май, граждансене ӗнер хӑйсен ыйтӑвӗсемпе йышӑннӑ.
Хӗрарӑма республика ертӳҫи 1-3-мӗш классенче вӗренекенсем валли 21 вырӑнлӑх автобус уйӑрассине пӗлтернӗ. «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта шкул туса пӗтерсен «Соляное» микрорайонтисем унта ҫӳреме пуҫлӗҫ.
Шупашкар хула администрацине лаврӑва чӗннӗ. Унти тӳре-шара суту-илӳпе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснӑ тесе шухӑшлаканнисем — Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ. Ҫавна май авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 9 сехет те 30 минутра тавлашуллӑ ӗҫе уҫӑ ларура пӑхса тухӗҫ. Унта журналистсене те йыхравлаҫҫӗ.
Монополипе кӗрешекенсем шухӑшланӑ тӑрӑх, Шупашкар хула администрацийӗ «Восток» физкультурӑпа спорт комплексне конкурс ирттермесӗр-мӗнсӗр Атӑлӑн ҫыранӗн хӗрринче кафе тата велопрокат уҫма ирӗк панӑ. Ҫакӑ Раҫҫейре суту-илӗве йӗркелесси ҫинчен калакан федераци саккунӗн 10 статйине тата 15 статйин 4-пункчӗн «д» пунктне пӑсни пулать имӗш.
Монополипе кӗрешекенсем уҫӑ лару хыҫҫӑн брифинг ирттерӗҫ.
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Вӗрентекенсем ачасене кӗтсе илме хатӗр-и? «На связи» форум журналисчӗсем авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ умӗн Шупашкарти шкулсенчи вакансисене тишкернӗ.
Мӗнле педагогсем ҫитмеҫҫӗ-ха? Ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗ тӗлне хулари шкулсенче 189 ваканси пулнӑ. Пушӑ вырӑнсен 85 проценчӗ – педагогсен вакансийӗ, ытти – урӑх персоналӑн.
Чылай ҫӗрте математика, пуҫламӑш классен, вырӑс чӗлхипе литературин, вӑй-хал культурин, акӑлчан чӗлхин, информатика вӗрентекенӗсем ҫитмеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех шкулсем 10 социаллӑ педагога, 8 аслӑ вожатӑя, 8 педагог-психолога, 6 логопеда, 3 дефектолога, 1 хореографа илме хатӗр.
Шурашкар хулин экс-мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарни пирки сайтра нумай хутчен хыпарланӑччӗ. Халӗ ӗҫсем суда ҫитнӗ, пӗрремӗш суд ларӑвне те ирттерме палӑртнӑ. Анчах вӑл иртеймен-ха. Ирина Клементьева чирлет-мӗн.
Халӗ ӗҫ тӗлӗшпе производствӑна чарса лартнӑ. Айӑпланакан суда хутшӑнаймасть, хӑй ӑҫта пулни паллӑ – ҫапла ҫырнӑ Ленин районӗн сучӗн сайтӗнче.
Аса илтерер: Ирина Клементьевӑна 11 эпизодпа айӑпласшӑн. Вӑл кӳнӗ тӑкак 22,9 миллион тенкӗ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе вӑл килти арестра ларать.
Василий Чапаев музейӗнчен сӑмавар вӑрланӑ. Ҫапла, сӑмахӑмӑр — легендарлӑ дивизи командирӗн Шупашкарти музейӗ пирки. Ют пурлӑха хапсӑнакан кукӑр алӑллисем шӑпах ҫав культура учрежденине, аваллӑх управҫине, куҫ хывнӑ.
Музея чӳрече витӗр кӗнине паян иртнӗ брифингра Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумӗ Александр Ефграфов пӗлтернӗ.
Йӗрке хуралҫисем тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, сӑмавар вӑррисем тӗслӗ металл сутса укҫа тӑвас тенӗ.
Ҫав сӑмаварпа, сӑмах май, Шупашкар хула кунне уявланӑ чух усӑ курнӑ. Музей умӗнче «Чапайпа чей ӗҫер» савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗччӗ. Ун пеккине пӗлтӗр те ирттернӗччӗ, анчах сӑмавара ун хыҫҫӑн тӗкӗнекен тупӑнман. Кӑҫал такамсем хытах куҫ хывнӑ курӑнать — ҫавӑншӑн пуҫтахланма та шикленмен.
«Промтрактор-Промлит» савут ӗҫе йышӑнать. Ҫуллахи виҫӗ уйӑхра унта ӗҫсӗр 215 ҫынна илнӗ.
Аса илтерер, савутра рабочисем те, инженерсем те кирлӗ. Ҫакна Чӑваш халӑх сайчӗ республикӑн тӗп хулинчи Ӗҫлев центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх хыпарланӑччӗ. Унтисем савутра пӗр вӑхӑтра ӗҫ чарӑнса ларнӑ хыҫҫӑн паян предприятире производство вӑй илсе пыне ӗнентереҫҫӗ.
Паян савутра 1,5 пин ҫын вӑй хурать. Вӗсен уйӑхри вӑтам шалӑвӗ 30 пине яхӑн ларать. Ҫулталӑк вӗҫлениччен предприятие 800-е яхӑн ҫынна кӗтеҫҫӗ.
«Промтрактор-Промлит» тулли мар яваплӑ обществӑн персонал енӗпе тӑрӑшакан пуҫлӑхӗ Наталия Герасимова ҫӗртме уйӑхӗнче — 83, утӑ уйӑхӗнче — 79, ҫурла уйӑхӗнче 53 ҫынна ӗҫе йышӑннине пӗлтернӗ.
Ҫак канмалли кунсенче: шӑмат кунпа вырсарни кун — Шупашкара пулӑҫсем пухӑнӗҫ. Вӗсем кимӗ ҫине ларса спиннингпа пулӑ тытӗҫ. Анчах чун киленӗҫӗшӗн ҫеҫ мар, пӗр-пӗринпе ӑмӑртмалла.
Ҫурла уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче Шупашкарти шыв управӗ патӗнче кимӗ ҫинче спиннингпа пулӑ тытакансен республика чемпионачӗ иртӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗне пулӑ пуринчен ытла тытнине кура палӑртӗҫ. Пулӑн кашни тӗсне шута илӗҫ: ҫӑрттан, шӑла пулӑ, шӗрӗх, уланкӑ, ӑптӑ... Тата виҫи те пӗлтерӗшлӗ.
Чемпионата хутшӑнас текенсен йӗркелӳҫӗсене пӗлтерсе хумалла. Ҫавӑн валли ыран тепӗр кун пур-ха. Телефон номерӗ 38-42-38.
Пулӑҫсен ӑмӑртӑвне ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ирхи ҫичӗ сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Шӑмат кунхи тупӑшу ирхи саккӑрта пуҫланӗ, вырсарни кунхи - ҫиччӗре.
Шупашкарти пӗр шкулта акӑлчан урокӗ пынӑ вӑхӑтра 10 ҫулти хӗрачана пӗрле вӗренекенӗсем пуҫӗнчен темиҫе хутчен ҫапнӑ. Амӑшӗ ку пӑтӑрмах ҫине куҫ хупман – Мускав районӗн судне заявлени кайса ҫырнӑ.
Заявленире ҫырнӑ тӑрӑх, хӗрарӑм хӗрне ҫапнӑ кашни ачаран 25 пин тенкӗ шыраса илесшӗн. Пӗтӗмпе – 50 пин тенкӗ.
Анчах суд кӑмӑл-сипет тӗлӗлшӗнчен сиен кӳнӗшӗн 5 пин тенкӗ ҫеҫ шыраса илмелле тунӑ. Ҫапла майпа шкулӑн, приговорпа килӗшӳллӗн, ача амӑшне 5 пин тенкӗ компенсаци тӳлемелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |