Шупашкарта жираф пур. Анчах вӑл зоокӗтесре е республикӑн тӗп хулине килсе ҫитнӗ зоопаркра мар. Урамра, «ЭЛАРА» савут умӗнче тӑрать.
Пирӗн тӑрӑхшӑн экзотика шутланакан ҫак чӗрчун композицине эпир тин ҫеҫ асӑннӑ предприятин администрацийӗ, 622 тата 205-мӗш цехсем, информаципе реклама, хуҫалӑх тата капиталлӑ строительство пайӗсем шухӑшласа кӑларнӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн администрацийӗн пресс-службинче жирафа савут ӗҫченӗсем Лелёк ят панине пӗлтереҫҫӗ. Кӳлепе патне вырнаҫтарнӑ таблица ҫине Жираф 2,5 ҫулта тесе кӑтартнӑ. Тата — вӑл Чӑваш Енре ҫуралнине.
Савут унччен те, 2015 ҫулхи раштавра, анималистика композицине вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсем савут умӗнчи лапама упа кӳлепипе илемлетнӗ.
Паян пирӗн ҫӗршывра Курск ҫапӑҫӑвӗнче совет салтакӗсем фашистсене ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗршыв историйӗнчи паллӑ пулӑм 75 ҫул каялла пулса иртнӗ.
Вӑхӑтӑн шелсӗр таппи хаяр ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑннисен йышне пӗчӗкшерӗн чакарсах пырать. Курск пӗккинчи юнлӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннисем паян пирӗн республикӑра 32 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ҫав шутран 15-шӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӗсене социаллӑ хӳтлӗх службин ӗҫченӗсем, ытти ҫавӑн пек тытӑмсенче вӑй хуракансем саламлаҫҫӗ.
Курск пӗкки патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннисен ретӗнче, РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, — 6 хӗрарӑм. Унти хӑй йӗрне хӑварнисен вӑтам ӗмӗрӗ — 95 ҫул. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки — 92-ре, чи асли — 98-та.
Ҫакна та палӑртмалла: Курск пӗкки патӗнчи танк ҫапӑҫӑвӗ вӑрҫӑри Хӗрлӗ ҫар хӑватне сисӗмлӗ те курӑмлӑ витӗм кӳнӗ.
Чӑваш Енре Китайри Аньцин хулинчи делегаци пулнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче икӗ ен килӗшӳ алӑ пуснӑ. Шупашкарти пылчӑкпа сипленмелли «ЧувашияКурорт» санатори ҫумӗнче Китай медицинин центрне уҫасшӑн.
Килӗшӳре палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ хула медицина специалисчӗсемпе те ылмашӑнасшӑн, аслӑ тата вӑтам пӗлӳллӗ специалистсене пӗр-пӗрин патӗнче вӗрентесшӗн.
Кунсӑр пуҫне Шупашкарпа Аньцин пӗрле семинарсем, конференцисем ирттересшӗн, стажировкӑсем, квалификацие ӳстермелли курссем йӗркелесшӗн.
Шупашкарта общество транспортне ҫӳремешкӗн ятарлӑ вырӑнсем пуласси пирки, ҫавна май сасӑлав ирттерни ҫинчен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернеччӗ. Халӗ сасӑлава пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: сасӑлав утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурлан 7-мӗшӗччен иртнӗ. Унта ҫичӗ урама кӗртнӗ: Мир проспекчӗ, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспекчӗ, Траткор тӑвакансен проспекчӗ, И.Яковлев проспекчӗ, Мускав проспекчӗ, Калинин урамӗ тата Сӗнтӗрвӑрри ҫулӗ.
Сасӑлава 357 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ Мускав проспектне тата Трактор тӑвакансен проспектне суйланӑ.
Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗ Павел Магазеев Молдави чысне хӳтӗлет. П. Магазеев биатлонист хӑйӗн пултарулӑхне Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 2-мӗш спорт шкулӗнче малтанласа туптанӑ.
Спортӑн ҫак енне кӑмӑллакансем Павел Магазеев Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑннине пӗлеҫҫӗ-ха. Анчах вӑл ҫӗршывӑн пӗрлештернӗ командин йышӗнче Европа е тӗнче шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑнман. Спортсменӑн пурнӑҫӗ тренертан та нумай килни вӑрттӑнлӑх мар ӗнтӗ. 30 ҫулти Павел Магазеев темиҫе ҫул каялла юниорсем хушшинче тӗнче тата Европа чемпионӗ пулнӑ.
Халӗ пирӗн ентешӗмӗр Молдавин пӗрлештернӗ командин чысне хӳтӗлет. Польшӑра ҫуллахи биатлон енӗпе иртнӗ уҫӑ чемпионатри спринтра Павел Магазеев бронза медале ҫӗнсе илнӗ.
Чӑваш Енӗн биатлон шкулӗн воспитанникӗн Павел Магазеевӑн ашшӗ Михаил Александрович иртнӗ ӗмӗрӗн 70-80-мӗш ҫулӗсенче «Урожай» спорт обществин пайташӗ пулнӑ.
Паян Чӑваш Енри журналистсемпе блогерсем Шупашкарта тӑвакан кадет корпусне хӑтлӑх кӗртме хутшӑнчӗҫ. Тӗрлӗ хаҫатран, радиопа телевиденирен кӑна мар, Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн министерствинчен те унта пынӑ.
Стройка епле пынине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев вӗҫӗмех тӗрӗслесе тӑрать. Унта тӗрлӗ организацире пурӑнакансем нимелле ӗҫленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ.
Журналистсем ӗҫлес кӑмӑлпах йышлӑн пухӑннине палӑртмалла. «Пире ҫӑкӑр ан пар — ӗҫлеме хатӗр», — шӳтлесе те, чӑнласа калаҫрӗҫ ӗҫтешӗмӗрсенчен хӑшӗсем. Анчах ӗҫе йӗркеленине ҫӳллӗ шайра теме чӗлхе ҫаврӑнаймасть. Пӗрисем чӑнласа тар тӑкнӑ вӑхӑтра теприсем аптӑраса тӑчӗҫ. «Сирӗн пек килсе туяҫҫӗ те пӗр-пӗрин ури айне кӗрсе каяҫҫӗ», — ӑшшӑн йӗкӗлтерӗ унти рабочисенчен пӗри.
Пӗрремӗш каналпа пыракан «Ырӑ ир» каларӑмра Чӑваш Енри Кулибин пирки кӑтартнӑ. Вӑл сусӑрсем валли хатӗр шухӑшласа кӑларнӑ.
Кӑларӑм ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче эфира тухнӑ. Унта Раҫҫейри Кулибинсем пирки каласа кӑтартнӑ. Вӗсен йышне Шупашкарти Вячеслав Васильев та кӗнӗ.
Вӑл шухӑшласа кӑларнӑ хатӗр пушмака алӑсӑрах хывма май парать. Пӗшкӗнмелле те мар. Хатӗр урана пылчӑкпа вараласран та сыхлать.
Чӑваш Енӗн Аслӑ сучӗ ҫывӑх вӑхӑтра 45 ҫулти хӗрарӑма явап тыттарӗ. Пуҫиле ӗҫе унта ярса панӑ.
Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче усалланнӑ. Ун чухне вӑл пилӗк уйӑхри тӗпренчӗкӗпе пульницӑра сипленнӗ. Ирхи виҫӗ сехет тӗлӗнче ачана вӗлернӗ.
Пепки ҫине алӑ хума ҫемьере укҫа-тенкӗ ҫитсе пыманран тата ачи чирлӗ пулнӑран шухӑш тытнӑ-мӗн. Пӗчӗк ачан пилӗкмӗш теҫеткене ҫывхаракан амӑшӗ депрессие кӗрсе ӳкнӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-служби пӗлтерет.
Пуҫиле ӗҫе РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗпченӗ. Хӗрарӑм тӗлӗшпе вӗсем РФ Пуҫиле кодексӗн 105 статйин 2-мӗш пайӗн «в» пункчӗпе ӗҫ пуҫарнӑ май хӳтлӗхсӗррине пӗлсе тӑрса пӗчӗк ачана вӗлернӗшӗн явап тыттарасшӑн.
Паян 19:00 сехетсем тӗлне Шупашкарти Тӗп пасара хирӗҫ вырнаҫнӑ коллективлӑ сад лаптӑкӗнчи пӗр ҫурта вут-ҫулӑм хыпса илнӗ.
Ҫулӑм самай вӑйлӑ пулнине Чӑваш халӑх сайчӗн тӗп редакторӗ те асӑрханӑ. Вут мӗнле сӑлтава пула тухнине хальлӗхе паллӑ мар. Ҫавах та ҫӗр лаптӑкӗ Тӗп пасарпа юнашар пулнине шута илсе, тата кунти ҫӗрсен хакӗ пысӑк пулнине пула, пушар тухнин сӑлтавӗ ӑна чӗртсе янинче те пулма пултарать.
Чӑваш Енри хуласенче «Кӗр парнисем» ярмӑрккӑ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫак тапхӑрта республикӑри аграрисене пахча-ҫимӗҫе сутмашкӑн тӳлевсӗр вырӑнсем уйӑрса парӗҫ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта ярмӑрккӑ ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен пуҫласа юпан 25-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере, Канашра вара аграрисен пахча ҫимӗҫне ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗччен туянма май пулӗ.
Ярмӑрккӑна канашлура ЧР ял хуҫалӑх министрӗпе Сергей Артамоновпа сӳтсе явнӑ. Унта тӳлевсӗр вырӑнсем ӑҫта пуласси пирки калаҫнӑ.
Шупашкарта тӗп лапамсем «Мадагаскар» суту-илӳ комплексӗ ҫывӑхӗнче тата «Николаевски» суту-илӳ комплексӗнче ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |