Суд приставӗсен ҫынсен парӑмӗсене шыраса илес тесе темле пурлӑха та арестлеме тивет. Шупашкарти Мускав районӗнче пурӑнакан пӗр арҫын налуксемпе штрафсемшӗн, кивҫен илнишӗн 250 пин тенкӗ парӑма кӗрсе кайнӑ. Укҫана хӑй ирӗкӗпе тӳлеме те кӑмӑлӗ пулман ӗнтӗ, те «кӗмӗлӗ».
Суд приставӗсем те ахаль ӗҫлемеҫҫӗ — суд йышӑнӑвне пурнӑҫланишӗн парӑмлинчен шыраса илеҫҫӗ. Ҫапалма майпа арҫыннӑн приставсене те 19,5 пин тенкӗ тӳлемелле пулса тухнӑ.
Пӗр кунхине суд приставсем парӑмҫӑн парикмахерскине пурлӑх шыраса кайнӑ. Унти креслӑсене, ытти хатӗр-хӗтӗрне арестленӗ.
Усламҫӑн ӗҫ инструменчӗсӗр юлас килмен курӑнать — парӑма тӳлесе татнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ӑна суд приставӗсем арестленӗ пурлӑхне тавӑрса панӑ.
Шупашкарти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче подъезд картлашкине юсанӑ. Ҫакӑн пирки Александр Белов журналист Фейсбукра пӗлтернӗ. «Строительсем кайрӗҫ. Урлӑ ҫыхнӑ хӑйӑва никам та салтакан ҫук, ҫуртра пурӑнакансем пандуспа ҫӳреҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ вӑл. «Чарӑва пӑхӑнма хӑҫанччен чӑтӑмлӑх ҫитӗ-ши?» — йӗплесерех ҫавӑрттарнӑ пултаруллӑ калем ӑсти.
Ҫав хыпара сӳтсе явнӑ май Александр Белов тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пӗлтернӗ. Виҫӗ подъезд крыльцине юсанине управляющи компани 400 пин енкӗпе хакланӑ иккен. «Ҫуртра пурӑнакансем пӑлхав ҫӗкленӗ, анчах хӑю патне пырса тӗкӗнме хӑюлӑх ҫитереймеҫҫӗ», — ҫырнӑ журналист.
Шупашкарти предприятисенчен пӗринче Эйфель башни туса лартнӑ. Анчах ку священниксене питех те килӗшмен. Кун пирки Владислав Смирнов «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ.
Эйфель башни чиркӳ ҫыннисене мӗншӗн килӗшмен-ха? Лешӗ часавайпа юнашар вырнаҫнӑ иккен.
«Ку часавайра Андрей атте служба ирттерет. Вӑл Эйфель башнине хӑпартма пуҫласанах ҫакна хирӗҫчӗ. Хулара яланах чи ҫӳллӗ ҫуртсем чиркӳсемпе храмсем пулнӑ. Тӗн ҫурчӗсем ҫывӑхӗнче вӗсенчен ҫӳллӗрех объектсем пулмалла мар имӗш, — пӗлтернӗ Владислав.
— Эпӗ хам башньӑна хирӗҫ мар-ха, анчах башньӑн урӑх вырӑнта лармалла пуль, — хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ Андрей атте. Ун шухӑшӗпе предприяти лаптӑкӗ пӗчӗк мар, Эйфель башнине тума урӑх вырӑнта та май пур.
Аса илтеретпӗр, темиҫе ҫул каялла пупсем хирӗҫленине пула Ҫӗрпӳре парк йӗркелес ӗҫ чарӑнса ларнӑччӗ. Хула ҫыннисем валли ҫапла май вырӑнти тӳре-шара илемлӗ кӗтес туса параймарӗҫ.
25-мӗш Чапаев дивизийӗ Севастопольте ирттернӗ юлашки, 25-мӗш, ҫапӑҫу вырӑнӗнче Шупашкарти шкулсенче вӗренекенсем шырав ирттерӗҫ. Ушкӑна Чӑваш Енри Ҫарпа тинӗс флочӗн ветеранӗсен союзӗн председателӗ Владимир Крюковский ертсе пырӗ.
Ҫула ахаль тухаймӑн. Хастар ҫын пулӑшу шыраса Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, чӑваш парламенчӗн Социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн пайташӗ Кирилл Ермолаев патне кайнӑ. Парламентари ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин ертӳҫин Дмитрий Медведевӑн Шупашкарти йышӑну пӳлӗмӗнче ҫынсемпе калаҫнӑ.
Шыравҫӑсене депутат пулӑшма килӗшнӗ.
Владимир Крюковский ерсте пыракан ушкӑн инҫе ҫула ҫак уйӑхӑн ҫурринче тухса кайӗ. Севастопольте вӗсем ҫурла уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче пулӗҫ.
ҪУР | 09 |
Шупашкар хули ешӗл йывӑҫсемпе пуян тесен пӗрре те йӑнӑшмӑп пулӗ. Ытти хуласемпе танлаштарас пулсан пирӗн республикӑн тӗп хулине ним иккӗленмесӗр симӗс хула теме май пур. Чулхула, Хусан ку тӗлӗшпе тем тесен те кайра. Ытти хуласенче темле пулӗ те, калама пултараймастӑп — хӑшӗ-перинче пулса пулин те тӗплӗн сӑнамалӑх вӗсенче вӑхӑт ирттермен.
Ҫавах та ешӗл хула тесен те Шупашкар пур йывӑҫа та кӑмӑллӑн йышӑнмасть. Ҫӑкасем — урамсен тӑршшӗпех вырнаҫнӑ, хурӑнсем чылай. Ҫав вӑхӑтрах, темшӗн, Шупашкар хули йӑмрана — лешӗ чӑваш халӑхне сӑнлакан йывӑҫсенчен пӗри шутланать пулин те — кӑмӑлласах каймасть. Мӗн пуррине те питӗ хӑвӑрт касса ваклама васкаҫҫӗ.
Мӗншӗн? Пӗр енчен йӑмра илемсӗр йывӑҫ. Касмасан — паллах, ӳссе каять те ним илемсӗр пулса тӑрать. Анчах вӑхӑтра касса тӑрсан унпа лаптӑка питӗ илемлетме лайӑх вара. Хитрескер. Тирпейлемесен, пӑхса тӑмасан темле хитре йывӑҫ та илемсӗрленет. Сӑнаса пӑхсан Шупашкарта ҫаралса юлнӑ хурӑн питӗ нумай.
Самарта «Жигулевские просторы» шахмат фестивалӗ иртнӗ. Унта ачасем хутшӑннӑ.
Шупашкарти «Энергия» спорт шкулӗн вӗренекенӗ Ярослава Гурьева та Раҫҫей Кубокне каймалли путевкӑна ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: пирӗн ентеш 11 ҫул тултарман хӗрачасен йышӗнче иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫак кунсенчех Яролавльте Пӗтӗм тӗнчери «Ярослав Мудрый» шахмат фестивалӗ иртнӗ. Унта та ҫӳлерех асӑннӑ шкулта ӑсталӑхне туптакан Антон Смирнов палӑрнӑ. Вӑл 13 ҫул тултарман ачасен ушкӑнӗнче виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Каласа хӑвармалла: икӗ ҫамрӑк спортсмсен Сергей Соколов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Шупашкар хули 549-мӗш ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ кун «Иванушки» ушкӑн килессине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарланӑччӗ.
Тунтикун иртнӗ канашлура Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Алла Салаева паллӑ ушкӑн уява килессине ҫирӗплтесех каланӑ. Анчах ытларикун каҫхине «Иванушки» ушкӑн уяв программинчен тухса ӳкнӗ.
Хальлӗхе фейерверк умӗн, 21 сехетре, Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗн концерчӗ тесе кӑна ҫырнӑ. Ушкӑн мӗншӗн килмессине хула администрацийӗ ӑнлантарман.
Нумаях пулмасть Шупашкар хула администрацийӗ хута янӑ «Уҫӑ хула» сайтра сасӑлав пуҫланнӑ. Ҫапла майпа Шупашкар 550 ҫул тултарнӑ тӗле брендинг концепцине суйласшӑн.
Ҫак каҫӑпа кайса сасӑлма пулать: https://og21.ru/poll/218. Анчах малтан регистрациленмелле. Конкурса «Брендум», «ImCompany», «Uplab», «Информ-медиа», «Футура» тата Мускаври «МАРШ лаб» архитектура шкулӗ компанисем 10 хӑтлав тӑратнӑ.
Конкурс условийӗсемпе килӗшӳллӗн «Чебоксары – сердце Волги», «Чебоксары – центр развития круизного речного туризма», «Счастье на Волге» сӑмах ҫаврӑнӑшӗсемпе усӑ курмалла, ҫавӑн пекех хулари паллӑ элементсене кӗртмелле: Нарспи, Чапаев, Анне палӑкӗ, Чебурашка, Мускав ҫыранӗ, Атӑл, Юханшыв порчӗ, теплоходсем.
Сасӑлав ҫурла уйӑхӗн 14-мӗшӗччен пырӗ. Ҫӗнтерӳҫе комисси суйлӗ. Лару ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине иртӗ.
Шупашкарти хӑш-пӗр маршрутка ҫинче билетшӑн банк карточкипе тӳлеме май туса панӑ. Хальлӗхе кунашкалли икӗ маршрут ҫинче тест режимӗнче ӗҫлет.
Пӗрлехи транспорт карттин сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, сӑнав проекчӗпе килӗшӳллӗн терминала чикмесӗр ӗҫлекен банк карточкисене 33-мӗш тата 42-мӗш маршуткӑсем ҫинче йышӑнаҫҫӗ. Пассажирсем ҫавӑн пекех Google Pay, Apple Pay и Samsung Pay урлӑ та билетшӑн тӳлеме пултараҫҫӗ.
Палӑртмалла: Шупашкарта общество транспорчӗсенче банк карточкипе тата смартфонпа билетшӑн тӳлеме май туса парасшӑн. Ку ыйтӑва обществӑпа ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗччен сӳтсе явӗҫ.
Паян,ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехет ҫурӑра Кӳкеҫ поселокӗнче комбайнпа пӑтӑрмах пулнӑ. Ку ял хуҫалӑх ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ.
Комбайн штурвалӗ умӗнче ларакан водитель темле майпа хиртен тухса кайнӑ. Техника ҫӗмӗрӗлнӗ, водитель вара суранланнӑ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ хыпарланине ӗненес тӗк, 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пуҫне суранлатнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ, хырӑмӗ аманнӑ, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ.
Халӗ комбайнпа мӗнле майпа пӑтӑрмах сиксе тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.04.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Алексеев Борис Алексеевич, чӑваш актёрӗ, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| РСФСРти Наркомнац ҫумӗнче чӑваш уйрӑмӗ йӗркеленнӗ. | ||
| Кубашина Лидия Михайловна, сӑвӑҫ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Широкова Наталия Александровна, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |