Шупашкарти тӳре-шара килес ҫул хӑш ҫула юсассине палӑртнӑ. Йышӑнӑва тӑвиччен вӗсем халӑх сӗнӗвне шута илнӗ. Ун валли кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗнче ятарласа ыйтӑм ирттернӗ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче сӗнсе ҫырнисене те шута илнӗ. Ҫакӑн пирки паян Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра Ҫурт-йӗпе коммуналлӑ хуҫалӑх тата хӑтлӑх управленийӗн пуҫлӑхӗ Олег Белов пӗлтернӗ.
Иван Яковлев проспектӗнчи автоҫула юсассин 3-мӗш тапхӑрне 2020 ҫулта вӗҫлеме палӑртаҫҫӗ. Сӑкӑт кӗперне те килес ҫул юсаса пӗтересшӗн.
Килес ҫул Граждан урамне, И. Яковлев проспектӗнчен Канаш шосси таран ҫӗнетесшӗн, Лапсар проездне юсаса ҫӗнетесшӗн. 1-мӗш Кӑнтӑр урамне тума палӑртнӑ, Трактор тӑвакансен проспектӗнчи кӗпере тӗплӗн юсасшӑн.
Тукташ, Илпек, Ленин (Николаев урамӗнчен тытӑнса Вокзалҫум урам таран), Воробьев композиторсен, Кооператив, Игнатьев, Яноушек урамӗсене, Мусков проспекчӗ патне пыракан ҫула, Вӑрнар шоссине, Бабушкин тӑкӑрлӑкне, База проездне, Н. Никольский проспектне юсама шухӑшлаҫҫӗ.