Шупашкарта ҫӗнӗ палӑк уҫӑлӗ. Паллӑ пулӑм хӑҫан иртессине хула ертӳҫисем палӑртнӑ ӗнтӗ. Палӑка авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче уҫӗҫ.
Шупашкар хула администрацийӗн культура тата туризм аталанӑвӗн управленийӗнче ҫӗнӗ архитектура сооруженине сайра тӗл пулакан палӑк тесе хаклаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах тӗнче тетелӗнче ӑна хурлаҫҫӗ. Ҫак йӗркесен авторне скульптурӑна айван евӗр хакласа ҫырни те куҫ тӗлне лекрӗ.
Ҫӗнӗ палӑк — Антуан де Сент-Экзюперин хайлавӗн тӗп сӑнарне, Пӗчӗк Принца, халалланӑскер.
Палӑка Мари Элти Дмитрий Соколов усламҫӑ уҫма шухӑшланӑ. Скульптурӑна унӑн хӗрӗ Анастасия Соколова шухӑшласа кӑларнӑ
Чӑваш Енри виҫӗ проект «Russian Event Awards» Наци премийӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен йышне кӗнӗ. Финал Шупашкарта авӑнӑн 26-27-мӗшӗсенче иртнӗ.
«Ачасен чи лайӑх туризм пулӑмӗ» номинацире «Ясна» этнокомплекс «Хӗл мучи патӗнче хӑнара» проектпа ҫӗнтернӗ. Ҫак номинацирех Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн «Бал дошколят» проекчӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Чи лайӑх турист MICE пулӑмӗ» номинацире «Экскурсисен тӗнчин» «Экскурсоводсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ» проекчӗ иккӗмӗш пулнӑ.
Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ проекта ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Пӗтӗмпе пирӗн республика пилӗк номинацире сакӑр проект тӑратнӑ. 1-3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ проектсем Раҫҫей шайӗнчи конкурс финалне хутшӑнӗҫ. Вӑл Чулхулара юпан 25-27-мӗшӗсенче иртӗ.
Шупашкарта пурӑнакан 30 ҫулти хӗрарӑмӑн укҫи ахаль те пулнӑ пуль-ха. Ҫапах вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫлесе илме тӗллевленнӗ.
Вӑл тӗнче тетелӗнче ӗҫ шыранӑ. Унпа темӗнле фирма ҫынни ҫыхӑннӑ, ставкӑсен проценчӗсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Анчах тӳлевсӗр сыр шӑши тапкӑчӗнче кӑна пур теҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те ҫапла пулса тухнӑ.
Хайхи арҫын тӗнче тетелӗ урлӑ ӗҫлес тесен регистрациленмеллине, укҫа хывмаллине пӗлтернӗ. Ҫамрӑк хӗрарӑм килӗшнӗ – лешӗн счечӗ ҫине темиҫе хутчен те укҫа куҫарнӑ. Хайхискер япӑххи пирки шутламан-тӑр - 300 пин тенкӗ куҫарнӑ.
Тепӗртакран хӗрарӑма укҫана тавӑрса пама хирӗҫленӗ. Ҫавӑн чухне тин унӑн сехри хӑпнӑ, пӗтӗмпех полицие пӗлтернӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем оперативлӑ шырав мероприятийӗсем ирттереҫҫӗ.
Ҫулла Шупашкарти шкулсенче вакансисем пурри пирки, ертӳҫӗсемпе педагогсене шырани ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Халӗ пӗтӗмлетӳ паллӑ.
Шел те, икӗ лицей халӗ те директорсӑр ӗҫлет. Бауман урамӗнче вырнаҫнӑ 44-мӗш лицейра ертӳҫӗ шыраса икӗ хутчен те конкурс ирттернӗ, анчах ҫӗнтерӳҫе ниепле те палӑртайман. 3-мӗш лицей те ертӳҫӗсӗр-ха. Унта малтан ку тивӗҫе Ирина Полбенникова пурнӑҫланӑ. Вӑл кайнӑ хыҫҫӑн конкурс ирттересси пирки пӗлтермен-ха.
Унччен Афанасьев урамӗнчи 2-мӗш шкулта та директор пулман. Халӗ ку пукана Марина Михалёва йышӑннӑ. Вӑл унччен те унта директор пулнӑ. Мир проспектӗнчи 33-мӗш шкула Луиза Григорьева ертсе пырать.
Палӑртмалла: Шупашкарти 5 ача пахчи валли те ертӳҫӗ шыраҫҫӗ. Хальлӗхе 15-мӗш, 30-мӗш, 35-мӗш, 88-мӗш, 146-мӗш ача пахчисенче заведующи ҫук.
«Чӑваш Енри тухтӑр Мускав облаҫӗнче пысӑк пукана йышӑннӑ. Дмитрий Марков халӗ Мускав облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать», — хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Софья Совнеш, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче. Дмитрий Марков текех министр мар. Ӗҫри вӑхӑчӗ иртнӗ тесе унӑн контрактне тӑсман.
Марков 1970 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра сиплев ӗҫне алла илнӗ. Пульницӑра тата университетра ӗҫленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче сывлӑх сыхлав управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2013 ҫулта Дмитрий Маркова Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ, 2016 ҫулхи кӗркунне министр тилхепине тыттарнӑ.
Кӑҫал ҫулла футбол енӗпе иртнӗ тӗнче чемпионатӗнче Раҫҫей команди Испание ҫӗнтерсе чӗрӗк финала тухнӑ хыҫҫӑн футболистсене кашниех килӗштерме пуҫларӗ. Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ ушкӑнӗнче чӑваш юнӗллӗ футболистсем пуррине эпир пӗлтернӗччӗ.
Аса илтерер, Сергей Игнашевич тата Артем Дзюба амӑшӗсем – чӑвашсем. Дзюба маларах Ҫӗрпӗве канма килсе ҫӳренӗ, унта футболистӑн тӑванӗсем пур иккен. Игнашевич Хӗрлӗ Чутай районӗнчи спорт шкулне бутсы ярса панӑ-мӗн. Александр Головинӑн аслашшӗ Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ, Кемӗр облаҫне ӗҫлеме тухса кайса тӗпленнӗ.
Авӑн уйӑхӗн ҫурринче Шупашкарти Дзюба хушаматлӑ ҫамрӑк ҫемьере ывӑл ҫуралнӑ. Ӑна ашшӗ-амӑшӗ Артем ят хунӑ. Ҫакӑн пирки Шупашкар хулин Калинин район администрацийӗнче пӗлтернӗ.
Ача-пӑча батута питех те килӗштерет. Халӗ вара Шупашкарти Ҫӗнӗ хула микрорайон картишӗнче урамри батут пур иккен. Ҫакна Евгения Федорова Фейсбукра пӗлтернӗ. Вӑл хӑй те ун ҫинче сиксе пӑхнӑ. Вӑл ҫырнӑ тӑрӑх, строительсем те сикнӗ, анчах сӑпайлӑскерсем сӑн ӳкерӗнме килӗшмен.
Картишӗнчи батута хурлакансем те тупӑннӑ. Георгий Богуславский ятлӑ ҫын ун пек хатӗре никам пӑхса тӑмасан вӑл ҫынсемшӗн хӑрушлӑх кӑларса тӑратасран шикленет. «Инструкцинче е паспортра мӗн ҫырнӑ?», — ҫамрӑк пулин те ват ҫынла тӗплӗн шухӑшлать вӑл. Темиҫе ача пӗр харӑс сиксе суранлансан мӗн пулӗ тесе те пӑлханнӑ май кирек епле пулӑшу та хӑрушсӑр пулмалла тесе пӗтӗмлетнӗ. Анна Первушина Мускавра ун пек батут пуррине пӗлтернӗ. Vera Yurokina вӑл батутран тухса ӳкме май ҫуккине ӗнентернӗ.
Шупашкарти Эгер бульварӗнчи пӗр ҫуртра пурӑнакан хӗрарӑм хваттерне пӗр вӗҫӗм ӑпӑр-тапӑр сӗтӗрет. Тасамарлӑха пула таракансем те, кӑшлакан чӗрчунсем те ӗрченӗ. Ара, хӗрарӑм ним те тиркемест, йӑлтах киле йӑтать: кӗленче, хӑма, пӑсӑлнӑ апат-ҫимӗҫ…
Ҫав ҫуртра пурӑнакансене ку питӗ пӑшӑрхантарать. Хваттер хуҫи таракансене пӗтерес тесе ним те тумасть. Ҫынсем ку ыйтупа хула администрацине те, Роспотребнадзора та, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерствине те ҫитнӗ. Специалистсем хваттере тӗрӗсленӗ, антисанитари хуҫаланнине палӑртнӑ. Анчах хӗрарӑм вӗсен асӑрхаттарӑвне хӑлхана та чикмен.
Ним тума пӗлменрен ҫынсем суда тавӑҫ тӑратнӑ. Ара, хӗрарӑм ниепле ӳкӗте кӗмест. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хваттерте кирлӗ япаласем выртаҫҫӗ.
Суд ҫынсем майлӑ пулнӑ. Хӗрарӑма хваттерне тасатттарма, дезинфекци тутарма йышӑннӑ.
Шупашкарти Мускав кӗперне юсаса ҫӗнетесси малалла пырать. Объекта икӗ тапхӑрпа юсаса ҫӗнетме йышӑннӑччӗ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче ӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑччӗ. Анчах вӑйлӑ ҫумӑр вӑхӑтӗнче асфальт ҫав кунах вырӑнтан хускалнӑччӗ. Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов Фейсбукра ун чух ӑнлантарнӑ тӑрӑх, асфальта малтанхи кун ҫеҫ хурса пӗтернӗ. Ҫӗнӗскер хытса ӗлкӗреймен, киввипе ҫӗннине сыпӑнтарнӑ ҫӗрте асфальт хускалнӑ. Ӑна ҫийӗнчех юсанӑ.
Кӗпере юсаса ҫӗнетес иккӗмӗш тапхӑр кӗҫех вӗҫленмелле. Михаил Игнатьев Элтепер Шупашкарти объектсенче пулнӑ, кӗпер юсакансен ӗҫӗпе те вӑл паллашнӑ. ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, объекта чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче хута ярасшӑн.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта уҫӑлнӑ ҫӗнӗ кадет корпусне прокуратура тӗрӗслессине пӗлтернӗ. Ҫак хыпара управленин сайтӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ҫырнӑ.
Вӗренӳ ҫинчен калакан саккуна пӑсма пултарнипе ҫыхӑннӑ хыпарсене вӑл надзор органне ярса панӑ-мӗн.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра, сӑмах май, кадетсене ҫӗнӗ корпуса ӗнер васкавлӑн вырнаҫтарма тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта сӗтел-пукана лартса пӗтермеӗн, корпуса хӑтлӑх кӗртессипе малалла тимлеҫҫӗ иккен. Ҫакна ӗнентерме МИХ сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑччӗ. Фотоматериалпа пичет кӑларӑмне
вырӑнтан ярса панине каланӑ.
Кадет корпусне хӑпартнӑ чух строительствӑра ҫын вилнине вара Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |