Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарта Раҫҫей почтисен ӗҫченӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӗн регионсен хушшинчи тапхӑрӗ иртнӗ. Тӗп хулана Чулхула, Киров облаҫӗсенчен Пермь крайӗнчен, Мари Элтан, Мӑкшӑ тата Удмурт республикисенчен ҫитнӗ.
Почта ӗҫченӗсем тӗрлӗ тӗрӗслев витӗр тухнӑ. Ҫыхӑну уйрӑмӗн чи лайӑх пуҫлӑхӗ Ирина Иванова пулса тӑнӑ. Вӑл Шупашкарти 26-мӗш уйрӑмра вӑй хурать. Мари Элти Маргарита Мочалова – чи лайӑх оператор. Ҫак номинацирех Чӑваш Енри Елена Репина иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсен Мускавра иртекен финала хутшӑнма тивӗ.
Сӑмах май, пӗлтӗр Шупашкарти Диана Илеменова Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтернӗ, ӑна «Лада Веста» машина парнеленӗ.
Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче арҫын сарӑмсӑр вилнӗ. Хайхискер ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ.
Ку ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, пулнӑ. 20 сехет те 30 минутра Граждан урамӗнчи пӗр ҫурт умӗнче арҫын ҫӳлтен персе аннӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл улттӑмӗш хутри чӳречерен простыньсем ҫыхса анма хӑтланнӑ. Анчах ку инкекпе вӗҫленнӗ – арҫын аялалла ӳкнӗ.
«Малтан васкавлӑ медпулӑшу килчӗ. Медиксем кайнӑ хыҫҫӑн ритуал служби ҫитрӗ. Вӗсем витнӗ вилене 21 сехет те 15 минутра илсе кайрӗҫ», - ҫапла пӗлтернӗ пӗр ҫын «Про Город» хаҫата.
Шупашкарта пурӑнакан Леонид Леонидович Мигушовпа тӑванӗсем пӗр уйӑх ҫыхӑнӑва тухаймаҫҫӗ. Юлашки хутчен вӗсем унпа юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче калаҫнӑ.
Ӑҫта кайса кӗнӗ-ха 53 ҫулти арҫын? Никам та пӗлмест. Ӑна халӗ полици те шырать. Икӗ кун каялла тӑванӗсем вӑл ҫухални пирки йӗрке хуралҫисене пӗлтернӗ.
Арҫын Мускава ӗҫлеме кайсан ҫухалнӑ. Вӑл хыткан, ҫӳллӗ - 185 сантиметр. Сылтӑм алли ҫинче суран йӗрӗ пур. Ҫухалнӑ кунхине тӑванӗсем вӑл мӗн тӑхӑннине пӗлмеҫҫӗ. Тен, Леонид Мигушова хӑть те кам курнӑ? Полицие шӑнкӑравласа пӗлтерӗр.
Кӗркунне ҫитнӗ май хваттер тара илме хакланнӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ «МИР КВАРТИР» (чӑв. Хваттер тӗнчи) портал эксперчӗсем. Вӗсем хваттер тара илсе пурӑнни хӑш хулара мӗн хака ларнине пӗтӗмлетнӗ. 300 пин ҫынтан ытларах ҫын пурӑнакан 69 пысӑк хулана тишкернӗ.
Чи хаклӑ хула — Мускав. Унта пӗр пӳлӗмлӗ хваттер тара илме уйӑхсерен вӑтамран 32 пин те 907 тенкӗ кӑларса хумалла. Сочи тата Питӗр хулисенче те йӳнӗ мар. Вӗсенче 22 пине яхӑн ыйтаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкар вӑл енчен йӳнӗ хуласен йышне лекнӗ. Кунта уйӑхсерен вӑтамран 6 пин те 954 тенкӗ тӳлесе хваттер тара илме пулать. Шупашкар виҫӗ пӳлӗмлӗ чи йӳнӗ пилӗк хула йышне те кӗнӗ. Ҫав вӑхӑтрах икӗ пӳлӗмлисен хуҫисем кӗр енне хаксене хӑпартнӑ иккен.
Чӑваш Енӗн тӗп хулинче транспорт реформи пуҫланать. Хула влаҫӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑ раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн пулса иртӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче ларакан тӳре-шара транспорт сетье оптимизацилеме тата ҫул ҫине пысӑкрах автобуссене ытларах кӑларма палӑртса хунӑ.
Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн 7, 12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш автобуссен ҫулӗ ылмашӗ. 1, 10, 14, 16, 18, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш номерлӗ автобуссем ҫӳреме пӑрахӗҫ.
Тепӗр ҫӗнӗлӗх те пулӗ. Пӗрлехи транспорт карттисӗр пуҫне ҫул укҫине банк карттисем урлӑ тӳлеме май туса парасшӑн. Ҫул укҫипе смартфон, ҫавӑн пекех Apple Pay, Samsung Pay тата Google Pay технологиллӗ урӑх гаджет урлӑ татӑлма ирӗк парӗҫ. Ҫӗнӗлӗх малтанласа сӑнав мелӗпе ӗҫлӗ.
Паян, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, ҫур ҫӗр иртни 3 сехетре Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем, ахӑртнех, тӗтӗм шӑршипе вӑранса кайнӑ. Сӑлтавӗ вара — Элмен урамӗнче вырнаҫнӑ пасар ҫуннӑ.
Ҫулӑм самаях алхаснӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пушарта 3 павильон ҫунса кӗлленнӗ. Пушарнӑйсем вырӑна хӑвӑртах ҫитнӗ, ҫулӑма сӳнтернӗ.
Пушар мӗнрен тухнине халӗ специалистсем тӗпчеҫҫӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкар районӗнчи Ишек пасарӗнче те пушар пулнӑ. Унта аш-какай павильонӗ ҫуннӑ.
Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнче пурӑнакансен Ҫӗнӗ ҫултан хаклӑрах тӳлеме тивӗ. Патшалӑхран (тӗрӗсрех каласан, Чӑваш Ен харпӑрлӑхӗнчен) хваттер тара илсе пурӑнакансем 2019 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кашни тӑваткал метршӑн 93 тенкӗ тӳлеме пуҫлӗ. Паян вӗсем ҫак лаптӑкшӑн 57 тенкӗ кӑларса хураҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хак ӳстерме йышӑннӑ. Республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствинче ҫакӑ «ирӗксӗртен тунӑ йышӑну» пулнине палӑртаҫҫӗ. Патшалӑхӑн ҫурт-йӗр фондӗнчи хваттерсене тытса тӑма республика хыснинчен самай тӑкакланать иккен.
Патшалӑхӑн ҫурт-йӗ фондӗнчи хваттере туянма май пуррине те аса илтернӗ. Ун пек хваттерте ҫын ҫулталӑкран мар пурӑнать пулсан, ӑна 10 ҫулта тӳлесе татма ирӗк параҫҫӗ.
Паян 13 сехет те 45 минутсенелле Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчи (вӑл Мускав проспектӗнчи 45 ҫуртра вырнаҫнӑ) ҫынсене урама хӑваласа кӑларнӑ. Сӑлтавӗ вара тахӑшӗ хӑйӗн рюкзакне манса хӑварнинче пулнӑ. Кутамккапа юнашар выртнӑ телефона пула унта сирпӗнме пултаракан япала пулма пултарасси пирки ятарлӑ службӑсене пӗлтернӗ, ҫынсене ҫиелти тумсӑрах сивӗ урама хӑваласа кӑларнӑ. Часах пушар машинисемпе васкавлӑ пулӑшу тата полици машинисем пырса ҫитнӗ.
Юрать-ха, пӑлхану сӑлтавсӑрах пулни палӑрнӑ. ШӖМ-ӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх кутамккара нимӗнле сирпӗнӳ хатӗрӗ те пулман, часах хуҫи те тупӑннӑ.
Пӗлме: паян Шупашкарта сивӗ ҫанталӑк тӑрать. Сывлӑш температури — 4 градус сивӗ.
«Уҫӑ хула» порталта ҫитес ҫулӑн паллине – сысна ҫурине – сасӑлав мелӗпе суйлани пирки хыпарланӑччӗ. Мала тухнӑ кӳлепене Шупашкарта Ростелекома хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ.
Сасӑлав вӗҫленнӗ. Унта 475 ҫын хутшӑннӑ, вӗсем виҫӗ эскизран пӗрне суйланӑ. Чылайӑшӗ, сасӑлава хутшӑннисен 42,11 проценчӗ, Пятачока килӗштернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Пятачок макетне Александр Жигарев шухӑшласа кӑларнӑ. Вӑлах скульптурӑна хатӗрлӗ. Палӑртмалла: Александр Жигарев Ростелеком умӗнче ларнӑ чылай кӳлепе авторӗ пулнӑ: Аҫтаха, Качака, Простоквашинӑри Шарик, Автан тата ыттисем те. Кӑҫал Пятачока раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗ хыҫҫӑн вырнаҫтарӗҫ.
Ӗнер Раҫҫейре гоеграфи диктантне ҫырнӑ. Ку акцие Чӑваш Ен те хутшӑннӑ. Республикӑра тӑватӑ лапам ӗҫленӗ: Шупашкарта, Пӑрачкав, Улатӑр, Комсомольски, Етӗрне тата Йӗпреҫ районӗсенче. Шупашарта вара виҫӗ лапамра диктант ҫырнӑ. Тӗп лапама – И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультетне – 600 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсен йышӗнче студентсем, шкул ачисем, географи вӗрентекенӗсем пулнӑ. Чи ҫамрӑкки Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 6-ри ача пулнӑ, чи асли вара – ЧПУн 74 ҫулти профессорӗ.
Акци вӗҫленмен-ха. Ӗнер пӗлӗве тӗрӗслеме ӗлкӗреймерӗр тӗк диктанта онлайн мелпе ҫырма май пур. Вӑл чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче 14 сехетре вӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |