Чӑваш Енре пурӑнакан, тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ 66 ҫулти хӗрарӑм икӗ чикана хӳтте илнӗ те укҫасӑр тӑрса юлнӑ.
Хайхискер чикансемпе Шупашкарти пасарта паллашнӑ. Лешсем хулана ҫӑматӑ сутма килнине, ниҫта та ҫӗркаҫма вырӑн ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫитменнине, хайхискерсем шӑнса кӳтнӗ, выҫса ҫитнӗ имӗш. Ватӑ хӗрарӑм чикансене шеллесе хӑйӗн килне чӗннӗ.
Киле утнӑ май хӗрарӑм чикансене йывӑр пурнӑҫӗ пирки каласа кӑтартнӑ. Лешсем вара ҫакӑн сӑлтавне тупнӑ: хӗрне пӑснӑ-мӗн. Хваттере ҫитсен хӑнасем пӑснине сирмелли йӑла-йӗркене тума пуҫланӑ, усси пултӑр тесе минтер ӑшне 150 пин тенкӗ хумалла-мӗн, ӑна 2 кун тытмалла мар.
Хӗрарамӑн кун чухлӗ укҫа пулман, вӑл 75 пин тенкӗ кредит илнӗ. Унтан вӑл ылтӑнӗсене, укҫине хаҫатпа чӗркенӗ те минтер ӑшне ҫӗлесе хунӑ. Кӑштахран хӑнасем кайнӑ, кил хуҫи минтере уҫса пӑхнӑ – нимӗн те ҫук!
Чикансенчен шар курнӑ хӗрарӑм 18 пин тенкӗ пенси илет, ҫав укҫаран 15 пин тенкине халӗ кредитшӑн тӳлемелле унӑн.