Кӑҫалхи раштавӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн Шупашкарта транспорт реформи пулса иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хӗлӗн пӗрремӗш кунӗнче ҫӗнӗ троллейбус маршручӗ ҫула тухӗ, 14 автобус маршрутне ылмаштарӗҫ, 16-шне пӗтерӗҫ.
Шупашкарта пурӑнакансенчен пӗр пайӗ ҫӗнӗлӗхе хирӗҫлесе хут ҫырнӑ. Вӗсем 51, 61, 59-мӗш маршрутсем ҫӳреме чарӑннине хирӗҫ. Ҫапла шухӑшлисем икӗ кунта 700 ҫын пухнӑ.
Реформа килӗшменнине палӑртнӑ ҫырӑва Роспотребнадзора, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне, ытти ведомствӑна ӑсатнӑ. Ҫакӑн пирки 51-мӗш маршрут ҫинче ӗҫлекен Вадим Орлов пӗлтернӗ.
Маршрутҫӑсен представителӗ Сергей Беляев хула администрацийӗнче маршрутсене ют ҫынна парасшӑн тесе шухӑшлать. Кунта вӑл Алексей Ладыков сити-менеджер ятне те асӑннӑ. Шупашкарти пассажирсене «Питеравто» текен Питӗр хулинчи предприяти турттарма пуҫламалла имӗш.
Ҫак уйӑхӑн 30-мӗшӗнчен пуҫласа раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗсенче Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗн парнисене ҫӗнсе илессишӗн кӗрешӳҫӗ-хӗрарӑмсем Раҫҫейӗн Уҫӑ кубокне пухӑнӗҫ. Ӑмӑрту «Шупашкар-Арена» спорт керменӗнче иртӗ.
Раҫҫейри вӑйлӑ хӗрарӑмсемпе пӗрлех Беларуҫ тата Монголи спортсменкисем те кӗрешӗҫ. Беларуҫ командипе 2016 ҫулхи Олимп вӑййин кӗмӗл ҫӗнтерӳҫи Мария Мамашук тата Европӑн 2013 ҫулхи чемпионки Ирина Курочкина килсе ҫитмелле.
Ҫӗнтерӳҫӗсене хӗрарӑм-кӗрешӳҫӗне сӑнлакан фарфор матрёшка, ӑна 24 каратран тӑракан ылтӑнпа капӑрлатнӑ, тивӗҫӗ.
Финал кунӗнче «Hi-Fi» ушкӑн хӑйӗн пултарулӑхӗпе савӑнтарӗ. 2015 ҫулта Boney M. ушкӑн килнӗччӗ, 2016 ҫулта — Сосо Павлиашвили, пӗлтӗр — «Иванушки Интернешнл».
Республикӑри экспертиза центрӗ Шупашкарта ҫутӑсен строительство сечӗн проект документацине ырланӑ. Тӗплӗнрех каласан, Улатӑр ҫулӗ ҫинче стационар электричество ҫуттин строительствин проекчӗ лайӑх хака тивӗҫнӗ.
Проектра палӑртнӑ тӑрӑх, Богдан Хмельницкий урамӗнчен пуҫласа М-7 ҫул таран, чукун ҫул иртсе кайнӑ вырӑна ҫити, ҫутӑ пулмалла. Пӗтӗмпе - 5 ҫухрӑм.
Ҫул хӗррипе светодиодлӑ светильниксем вырнаҫтарӗҫ. Ку, паллах, лайӑх. Каҫхине машинӑсене те, ҫуран ҫӳрекенсене те меллӗрех тата хӑрушсӑртарах пулӗ.
Ултавҫӑсем телефонпа шӑнкӑравласа хӑйсемпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштараҫҫӗ те ҫынна шӑнман пӑр ҫине лартса яраҫҫӗ. Кун пирки хаҫат-журналта пӗрмай ҫыраҫҫӗ, ҫапах ҫӑмӑл меслетпе пуякансен аллине пӗрех лекекенсем пур.
Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарти полици уйрӑмне 56 ҫулти хӗрарӑм пынӑ. Ун патне «банкӑн хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ-мӗн. Хайхискер хӗрарӑмӑн паспорт даннӑйӗсене те каланӑ. Ара, кун хыҫҫӑн ӑна мӗнле ӗненмӗн? Хӗрарӑм чӑнах та кредит организацийӗн ҫыннипе калаҫатӑп тесе шутланӑ. Ултавҫӑ СМС-ҫырупа килнӗ кода, картта реквизичӗсене калама ыйтнӑ. Тивӗҫлӗ канурискер пӗр шикленмесӗр пурнӑҫланӑ та… 9 пин ытла тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан 39 ҫулти тепӗр хӗрарӑм та серепене ҫакланнӑ. Ун патне те «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Ку тӗслӗхре те ултавҫӑ унӑн паспорт даннӑйӗсене каланӑ. Хайхискер пластик карттӑна блокировкӑран илме май ҫуккине, ӑна ҫӗннипе улӑштармаллине пӗлтернӗ. Ҫакна тумашкӑн вара банк карттин реквизичӗсем тата СМС-ҫырупа килнӗ код кирлӗ-мӗн. Ырӑ ҫыннӑмӑрсем, миҫӗ хутчен каламалла сире: кода тата банк карттин реквизичӗсене никама та пӗлтерме юрамасть!
Юлашки вӑхӑтра «Яндекс. Такси» таксисчӗсем час-часах аварие ҫакланчӗҫ. Руль умӗнче ӳсӗр водитель ларни те тӗл пулнӑ. Малашне Яндекс пысӑк хӑвӑртлӑхпа пыракан таксистсене блокировка тума тытӑнӗ.
Хӑвӑртлӑха мониторинг тӑвакан технологи раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫлеме пуҫлӗ. Кунсӑр пуҫне халӗ таксире пӗр талӑкра нумай ӗҫлекен водительсем патне саккас пымасть, мӗншӗн тесен таксистӑн канмалла.
МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал авӑн-юпа уйӑхӗсенче Шупашкарта «Яндекс. Такси» службӑра ӗҫлекен водительсен 94 проценчӗ пӗр хутчен асӑрхаттарнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр йӗркине урӑх пӑсман.
РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс университечӗ тӗпчев ирттернӗ, 250 пин ытла ҫын пурӑнакан хуласен хӑтлӑхне хакласа танлаштарӑм хатӗрленӗ. Шупашкар 21-мӗш йӗркене йышӑннӑ, ҫапла вӑл ТОП-30 йыша лекнӗ.
Танлаштарӑма мӗне тӗпе хурса йӗркеленӗ-ха? Хуласенчи медицина пулӑшӑвне, ҫулсен пахалӑхне, культурӑпа вӗренӳ аталанӑвне, ЖКХ ӗҫӗ-хӗлне, ҫурт-йӗр хӑпартнине хакланӑ. Кунсӑр пуҫне вырӑнти влаҫ ӗҫне, халӑх хӑтлӑх пирки мӗн шутланине, ҫынсен тупӑшне те пӑхнӑ.
Ыйтӑм ирттернӗ чухне ҫынсем хулари хӑтлӑха 0-100 балпа хакланӑ. Шупашкар ҫыннисем медицина пулӑшӑвне – 63, ҫул-йӗре – 61, ЖКХ ӗҫне – 54, культурӑна – 56 балпа хакланӑ. Вырӑнти влаҫ ӗҫне вара 50 балл кӑна панӑ.
РФ Правительство ҫумӗнчи Финанс университечӗ танлаштарӑмра Тӗмен хули пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Иккӗмӗш вырӑнта – Грозный хули, виҫҫӗмӗшӗнче – Мускав. Питӗр – ҫиччӗмӗш йӗркере.
Шупашкарта транспорт реформи ирттерни пирки сайтра хыпарласах тӑтӑмар. Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хӑш-пӗр общество транспорчӗн маршручӗ улшӑнӗ. Кунсӑр пуҫне хӑш-пӗр маршруткӑсене пӗтерӗҫ.
Паян хулари чарӑнусенче информаци пилонӗсем ҫыпӑҫтарнӑ, нимеҫӗсем те транспорт мӗнле ҫӳренине ӳкернӗ схемӑллӑ хутсем валеҫнӗ. Кӗҫех http://buscheb.ru/ сервисра та ҫӗнӗ маршрутсем пирки информаци пулӗ. Телефон ҫине лартмалли сарӑма Google Play е App Store сайтран уҫласа илме май пур. Транспорт реформи пирки пӗлес килсен «хӗрӳ линипе» шӑнкӑравлама пулать: 23-51-99.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа хулара 16 маршрута пӗтерӗҫ, тепӗр 14-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ.
«Чӑвашавтотранс» панкрута тухсан 636 ҫын ӗҫсӗр юлнӑ. Вӗсенчен 303-шӗ – Шупашкарта, 111-шӗ – Канашра, 92-шӗ – Ҫӗнӗ Шупашкарта, 51-шӗ – Улатӑрта, 50-шӗ – Ҫӗмӗрлере, 29-шӗ – Куславккара. Предприятире тӑрӑшнӑскерсене ҫулталӑк вӗҫлениччен ӗҫрен кӑларӗҫ.
Ӗҫсӗр юлнисем валли справкӑпа консультаци пункчӗ тата «хӗрӳ лини» йӗркеленӗ. Кунсӑр пуҫне ЧР Ӗҫлев министерстви кашнин патне вакансисем сӗнсе ҫыру янӑ.
Ӗҫлев центрӗнче «Чӑвашавтотрасра» тӑрӑшнӑ ҫынсене ытти профессие вӗренме сӗнӗҫ, психологи пулӑшӑвӗ парӗҫ. Патшалӑх программипе килӗшӳллӗн, ӗҫсӗррисем вӗсем валли пособи тата вӗренекенсем валли стипенди пур.
Палӑртмалла: предприятире тӑрӑшнӑ 45 ҫын Ӗҫлев центрне ҫитнӗ, вӗсенчен 36-шӗ ӗҫе вырнаҫнӑ ӗнтӗ, тепӗр 9-шӗ ӗҫсӗррисем пек шутра тӑраҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» общество транспорчӗн чарӑнӑвӗ валли ҫӗнӗ ят шырани пирки хыпарланӑччӗ. Сасӑлав «Уҫӑ хула» порталта иртнӗ.
Сасӑлава 594 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсенчен чылайӑшӗ, 55,39 проценчӗ, чарӑнӑва «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗннӗ. 30,3 проценчӗ чарӑнӑван унчченхи ячӗшӗн сасӑланӑ. Сасӑлава хутшӑннисен 7,91 проценчӗ ята специалист тупасса шаннӑ, тепӗр 6,4 проценчӗ хуравлама иккӗленнӗ.
Чарӑнӑва мӗнле ят парассине хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татӑклӑн калӗ. Паллах, вӑл сасӑлава хутшӑннисен шухӑшне шута илӗ.
Шупашкарта раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 11 сехетре, хальччен пулман культура мероприятийӗ иртӗ. Ҫав кун Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменне «Хрустальная веточка» (чӑв. Хрусталь турат) сусӑр ачасен пултарулӑх фестивальне йыхравлаҫҫӗ.
Сусӑрсен пӗтӗм тӗнчери кунне халалланӑ уява ирттерме Раҫҫейӗн Культура министерстви тата Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви пулӑшаҫҫӗ. Фестивале сусӑр ачасен пултарулӑхне аталантарма хавхалантарас, вӗсене ҫынсен хушшинче хӑйсене тупма пулӑшас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
«Хрусталь турат» мероприятире ачасем вокал, хореографи пултарулӑхне, сӑвӑ-калав илемлӗ вуланине, тӗрлӗ интсрументпа хитре каланине кӑтартӗҫ.
Сӑмах май, кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Шупашкарти Оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери Парамузыка фестивалӗ иртнӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иван Мучи, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ вилнӗ. | ||
| Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |