Раҫҫейре
![]() forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӳк уйӑхӗн 22-мӗшӗнчен водительсен медтӗрӗслевӗ ҫичӗ хутчен ӳсессине пӗлтернӗччӗ. Унччен 581 тенкӗ пулнӑ тӑк малашне 4281 тенкӗ пулмаллаччӗ. Кун пирки ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлтернӗ. Аса илтерер: медтӗрӗслев хакне икӗ анализ хушнипе хӑпартмаллаччӗ: юнра наркотик тата алкоголь пуррипе ҫуккине палӑртмашкӑн. Хака хӑпартма палӑртнӑ кун умӗн Шупашкарти тата Ҫӗнӗ Шупашкарти наркологисенче черет самай пухӑннӑ. Водительсем хаш! сывлама пултараҫҫӗ. Ку улшӑнусем халех пулмаҫҫӗ, вӗсене утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗртесшӗн. Кун пирки документа чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. chХыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |