Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ ҫынсене Консультаци кунне йыхравлать. Йышӑну кунне ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 15 сехетрен 17 сехетчен ирттерме палӑртнӑ.
Ҫӗр лаптӑкне, ҫурт-йӗре, хваттере харпӑрлӑха куҫарас тата ҫавсемшӗн налук тӳлес ыйтусем хумхантарсан Шупашкарти Ленинград урамӗнчи 36-мӗш ҫуртри иккӗмӗш хутра (унта Раҫҫей Президенчӗн йышӑну пӳлӗмӗ вырнаҫнӑ) кӗтеҫҫӗ.
Консультаци кунне пынӑ ҫынсен ыйтӑвӗсене Росреестр специалисчӗсемпе пӗрлех Кадастр палатинче, налук службинче, Ваккат тата Нотариус палатисенче, Шупашкар хула администрацийӗнче тӑрӑшакансем хуравлӗҫ.
Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, тӗплӗнрех ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ 8 (8352) 62-62-10.