Муркаш районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫын килӗнче пӑшал, ҫар хатӗрӗсем саккуна пӑсса упранӑ. Полици унӑн ҫуртне ухтарнӑ чухне 71 патрон, 42 грама яхӑн тар (порох) тупнӑ.
Кунсӑр пуҫне арҫын кӗске авӑрлӑ пӑшал – 5,6 миллиметр калибрлӑскер, упранӑ. Нумаях пулмасть ӑна судра явап тыттарнӑ.
Прокуратура сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Муркаш районӗн арҫыннине тӗрмене хупмасӑр 10 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 5 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Шупашкар районӗнчи «Юрма» агрохолдинг тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ял хуҫалӑх тӗллевӗпе усӑ курмалли ҫӗре кайӑк-кӗшӗк каяшӗпе вараланӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шупашкар районӗнчи ҫутҫанталӑка упракан районсен хушшинчи прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче агрохолдинг каяша 10 гектар ҫӗр ҫине тӑкнӑ. Тӗрӗслев тӑпрари нитратсем нормӑран 21 хут нумайраххине палӑртнӑ. Ку 160 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.
Асӑннӑ ведомство материалсене Шупашкар районӗн полицине ярса панӑ, вӑл вара харпӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Сӑмах май, кунашкал каяш купи районта пӗрре кӑна мар. Пӗлтӗр «Юрмана» Лапсар ялӗ ҫывӑхӗнчи 12 гектар ҫӗре вараланӑшӑн 40 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Тепӗр купа – 4 гектар ҫӗр ҫинче. Куншӑн 400 пин тенкӗ штраф панӑ.
Тепӗр свалкӑна, Хурӑнлӑх тата Карачура ҫывӑхӗнчине, пӗлтӗр Халӑх фрончӗн хастарӗсем асӑрханӑ. Штраф ҫине штраф тӳлеттерсен те харпӑк каяша тӑкма пӑрахмасть.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Шупашкарти «Шупашкар – Арена» пӑр керменӗнче Егор Кридӑн концерчӗ иртнӗ. Кун хыҫҫӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ общество концерт йӗркелӳҫи тӗлӗшпе прокуратурӑна ҫӑхав ҫырнӑ.
Мӗн пулнӑ-ха? «Ҫыхӑнура» портала прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, Егор Крид юрланӑ хӑш-пӗр юрӑн соавторсем пулнӑ. Вӗсене саккуна пӑхӑнса сцена ҫинче шӑрантармашкӑн «Раҫҫейри авторсен обществи» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ тумалла пулнӑ. Анчах ҫак ӗҫе пурнӑҫламан.
Шупашкарти Ленин районӗнчи 2-мӗш участокӑн миравай судйи усламҫа 10 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Постановлени вӑй кӗмен-ха.
Республикӑра пушара хирӗҫ ятарлӑ режим пулнине йышӑннӑ. Ҫак тапхӑрта 11 ҫынна типӗ курӑк ҫунтарнӑшӑн тата кӑвайт чӗртнӗшӗн штрафланӑ.
Аса илтерер: кунашкал режим Чӑваш Енре ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнченпе пырать. Ҫак тапхӑрта вӑрмансенче кӑвайт чӗртме, типӗ курӑк ҫунтарма, ялсем ҫывӑхӗнче ҫӳп-ҫап ҫунтарма юрамасть
Ҫак йӗркене пӑснӑ ҫынсене 2-4 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ. Должноҫри ҫынсен вара 15-30 пин тенкӗ кӑларса хумалла. Усламҫӑсен штрафӗ пысӑкрах – 30-40 пин тенкӗ. Юридици сӑпачӗсен вара штрафӗ 200-400 пин тенкӗпе танлашать.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-сулжби пӗлтернӗ тарӑх, пӗр депутата руль умӗнче ӳсӗр ларнине икӗ хутчен асӑрханӑ. Ӑна куншӑн 180 сехет ӗҫлеттермелле тунӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен.
Пӗр депутат руль умӗнче ӳсер пулнине ҪҪХПИ ӗҫченӗсем асӑрханӑ. Ӑна ун чухне административлӑ майпа явап тыттарнӑ, 1,5 ҫуллӑха правасӑр хӑварнӑ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Анчах депутат тӳрӗ ҫул ҫине тӑма васкаман. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Элӗк районӗнче ӑна инспекторсем чарнӑ. Вӑл каллех руль умне эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн ларнӑ. Депутат хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, ӳкӗннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Тӑвай районӗнчи полици уйрӑмне такам пӑшалтан пени пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем тӳрех вырӑна тухнӑ.
Унта ҫитсен акӑ мӗн паллӑ пулнӑ: 51 ҫулти арҫын сунар пашалӗнчен тӑватӑ хутчен пенӗ. Хайхискер урӑ пулман, эрех ӗҫсе хӗрнӗ. Хӑй ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл ҫапла майпа кураксене хӑратнӑ. Лешсем чӑх йӑвинчен ҫӑмарта вӑрланӑ-мӗн.
Йӗркене пӑснӑ арҫын тӗлӗшпе административлӑ протокол ҫырнӑ. Унӑн пӑшалне вара, ИЖ-16 маркӑллӑскере, 1947 ҫулта туса кӑларнӑскере, туртса илнӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет.
Куншӑн пӑшала, патронсене туртса илсе 50-100 пин тенкӗлӑх штрафлама е пӑшал илме, ӑна упрама виҫӗ ҫуллӑха чарма пултараҫҫӗ.
Ҫанталӑк ӑшӑтнӑ тата шалӑк сезонӗ уҫӑлнӑ май Чӑваш Енре типӗ курӑк ҫуннӑ тӗслӗх нумайланнӑ. Пӗр эрнере кӑна пушарнӑйсем ҫакнашкал ҫичӗ пушара сӳнтернӗ.
МЧСӑн Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 6,8 гектар ҫуннӑ. Телее, ҫулӑма ҫуртсем ҫине куҫма паман. Халӗ пашар кам айӑпӗпе тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.
Типӗ курӑка ҫунтарнӑшӑн штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ахаль ҫынсен – 2-3 пин, должноҫри ҫынсен – 6-15 пин, юридици сӑпачӗсен 150-200 пин тенкӗ кӑларса хума тивӗ.
Пушар ан тухтӑр тесе пушарнӑйсем профилактика ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ, рейдсене тухаҫҫӗ.
Шупашкарти ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче тӗрлӗ йышши чечек калчине саккуна пӑсса сутнине тупса палӑртнӑ. Суту-илӗве йӗркеленӗ ҫын административлӑ йӗркене пӑснине шута илсе тӗрӗслевҫӗсем протокол ҫырнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтерет.
Хулари Калинин район администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Эгер бульварӗнчи 32-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче саккуна пӑсса чечек калчи сутнине ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, асӑрханӑ. Ҫавна май сутуҫа ку ӗҫрен пӑрӑнмалли ҫинчен асӑрхаттарнӑ.
Каласа хӑвармалла, протокола Шупашкар хула администрацийӗ ҫумӗнчи ятарлӑ комисси пӑхса тухӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн ку ӗҫ-пуҫшӑн ахаль ҫынна — 1-2 пин тенкӗлӗх, должноҫри ҫынна — 3-7 пин тенкӗлӗх, юридици сӑпачӗсене 30-50 пин тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ.
Калининград облаҫӗнче Балти флочӗн матросӗпе пӗлӗшӗ судра явап тытнӑ. Вӗсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» ҫар карапӗ ҫинчен ҫур тонна ытла топливо вӑрлама тӑнӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ.
Ҫак хура ӗҫе пурнӑҫлама матроса пӗлӗшӗ пулӑшнӑ. Анчах иккӗшӗн те, Иван Пуховский аслӑ матросӑн тата унӑн пӗлӗшӗн Валентин Шкалевӑн, суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Вӗсене преступлени вырӑнӗнче полицейскисем тытса чарнӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче ҫак ҫамрӑк арҫынсем «Ҫӗнӗ Шупашкар» тральщик базинчен 590 килограмм топливо вӑрлама тӑнӑ. Пӗтӗмпе – 17 пин те 760 тенкӗлӗх. Балти гарнизон ҫар сучӗ Пуховские – 30 пин тенкӗлӗх, Шкалева 27 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Сӑмах май, БТ-212 тральщике «Ҫӗнӗ Шупашкар» ята пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче панӑ.
Чӑваш Енри «Мед-Клиник» центр республикӑра пурӑнакансем патне шӑнкӑравласа тӗрӗслев витӗр тӳлевсӗр тухма йыхравланӑ. Анчах ҫакӑ йӗркесӗрлӗх иккенне монополипе кӗрешекенсем ҫирӗплетнӗ — ара, ку Реклама ҫинчен калакан саккуна пӑсни пулать-ҫке.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарланӑ тӑрӑх, клиника ӗҫченӗсем интернетра пур телефон номерӗсемпе усӑ курса Чӑваш Енре пурӑнакансем патне шӑнкӑравланӑ, «Наци сывлӑхӗ – сывӑ наци» программӑпа килӗшӳллӗн организма тӗрӗслеме пымашкӑн йыхравланӑ. Анчах, ФАСӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӗпчесе ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хайхи абонентсем хӑйсем патне мӗн те пулин рекламӑласа шӑнкӑравлама ирӗк паман. Клиникӑн асӑрхаттарӑва ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗччен пурнӑҫламалла та уйӑхӑн 17-мӗшӗччен кун пирки монополипе кӗрешекенсене хут ҫырса пӗлтермелле.
Палӑртмалла, енчен те асӑрхаттарнине шута хумасан медицина центрне штрафлама пултараҫҫӗ. Унӑн виҫи вара должноҫри ҫынсемшӗн — 12-20 пин тенкӗпе, юридици сӑпачӗсемшӗн 300-500 пин тенкӗпе танлашать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |