Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.9 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсем: штрафсем

Хулара
lekoboz.ru сайтри сӑн
lekoboz.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пӗр арҫын Хусанкай урамӗнче вырнаҫнӑ аптекӑра медицина маски пӗр упаковка туяннӑ, куншӑн 70 тенкӗ тӳленӗ. Унччен вара вӑл 24 тенкӗ те 40 пуспа сутӑннӑ.

Арҫын маскӑсем ытла та хаклӑ пулнӑран монополипе кӗрешекен службӑна ҫӑхав янӑ. Ӗнер ведомство сайтӗнче аптекӑна штрафлани пирки хыпар тухнӑ. Ӑна 50 пин тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ.

Аптека ертӳлӗхӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем патӗнче маскӑсем 24 тенкӗ те 40 пус тӑраҫҫӗ, анчах ҫав кун техника чӑхӑмланӑран клиента 70 тенкӗпе сутса янӑ. Ҫапла майпа аптекӑна маска хакӗсем пирки суя информаци панӑран штрафланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/65680
 

Раҫҫейре
belizv-b.rbsmi.ru сайтри сӑн
belizv-b.rbsmi.ru сайтри сӑн

Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче «7х7» кӑларӑма Роскомнадзор ыйтнипе Николай Удоратин блогер пичетленӗ виҫӗ материалшӑн 20 пин тенкӗлӗх штарфланӑ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Пӑлӑртмалла: авторӑн тексчӗсем вырӑсла та, коми чӗлхипе те пулнӑ — акӑлчанла икӗ спецпроекта куҫарнӑ.

Сыктывкарти хула сучӗ штрафа пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, МИХсен продукцие сармалли йӗркене пӑсни пирки ӗҫ производствине чарса лартнӑ. Сӑмах май, кӑларӑм регистрациленнӗ чухне вырӑсла пулнине палӑртнӑ.

Андрей Никулин юрист палӑртнӑ тӑрӑх, коми чӗлхипе пичетленнӗ публикацисем саккун хӳтӗлекен общество хутшӑнӑвӗсене нимӗнле сиен те кӳмен.

 

Республикӑра
vzglyad.info сайтри сӑн
vzglyad.info сайтри сӑн

Муркаш районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма халӑх тетелӗсенче кӑшӑлвирус пирки фейк сарнӑшӑн айӑпланӑ. Вӑл административлӑ майпа явап тытнӑ. Ӑна суд 15 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан суя хыпар сарнӑ. Прокуратура халӑх тетелӗсене мониторинг тунӑ. Пӗр ҫырура Чӑваш Енре лабораторисем, кӑшӑлвируса палӑртакан специалистсем ҫуккине пӗлтернӗ. Ҫавӑн пекех ялсенче эпидеми лару-тӑрӑвне тӗрӗслекенсем те ҫук имӗш.

Ҫак суя хыпара тупнӑ хыҫҫӑн ӑна халӑх тетелӗсенчен хуратнӑ. Хуҫине вара явап тыттарнӑ.

 

Хулара
orenburzhie.ru сайтри сӑн
orenburzhie.ru сайтри сӑн

Шупашкарта пурӑнакан 26 ҫулти хӗрарӑм тин кӑна паллашнӑ арҫынна ҫаратнӑ. Халӗ вӑл кӳнӗ тӑкака саплаштарнӑ ӗнтӗ.

Ҫак арҫын унпа паллашу сайтӗнче паллашнӑ. Хайхискер хӗрарӑма хӑнана чӗннӗ. Часах кил хуҫи ҫывӑрса кайнӑ. Ҫакӑнпа хӗрарӑм усӑ курнӑ та: 15 пин тенкӗ тӑракан телефонне йӑтса тухса кайнӑ. Арҫын кун пирки полицие пӗлтернӗ.

Оперативниксем ҫав хӗрарӑма лартса кайнӑ таксиста шыраса тупнӑ. Ун хыҫҫӑн хӑйне те тытса чарнӑ. Арҫынна кӳнӗ такакшӑн вӑл укҫа тӳленӗ ӗнтӗ.

Ҫак хӗрарӑм – нумай ачалӑ амӑшӗ, унччен судпа айӑпланман. Калинин районӗн сучӗ ӑна 5 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

 

Республикӑра
krdsnus.ru сайтри сӑн
krdsnus.ru сайтри сӑн

ЧР Патшалӑх Канашӗ ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутма чарассине ырланӑ. Ҫакна паян парламент сессийӗнче йышӑннӑ. Малашне 18 ҫул тултарманнисене ҫак япалана сутакансене штрафлӗҫ.

ЧР прокуратури никотинлӑ снюса ачасемпе ҫамрӑксене сутмалла маррине палӑртса саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Федераци саккунӗсенче ҫакна тума чаракан статьясем ҫук, ҫавна май снюса кирек хӑш ӳсӗмри ҫын туянма пултарнӑ.

Малашне Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксене снюс сутнӑшӑн граждансене – 3,5-5 пин, должноҫри ҫынсене – 10-50 пин, юридици сӑпачӗсене 50-100 пин тенкӗлӗх штрафлӗҫ.

 

Хулара
yandex.ua сайтри сӑн
yandex.ua сайтри сӑн

Пӗлтӗр нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкарти Водопровод урамӗнчи 15-мӗш ҫурт тӑрринчен ача ҫине юр ӳкнӗ. 14 ҫулти арҫын ачан пуҫӗ суранланнӑ. Ӑна Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине илсе ҫитернӗ.

Следстви тата Мускав районӗн сучӗ акӑ мӗн палӑртнӑ: «Управдом» управляющи компанийӗн 31 ҫулти участок мастерӗ карниза юртан вӑхӑтра тасатман. Ҫапла майпа мастер ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳнӗ тесе палӑртнӑ.

Суд постановленийӗпе килӗшӳллӗн, ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе чарса лартнӑ, ӑна 20 пин тенкӗ суд штрафӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Республикӑра
youtube.com сайтри сӑн
youtube.com сайтри сӑн

Прокуратура шкулсемпе ача пахчисене пӗрмаях тӗрӗслесе тӑрать. Яланах тенӗ пекех ведомство йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртать.

ЧР прокуратури хальхинче Красноармейски районӗнчи ача пахчисене тӗрӗсленӗ. Пӗр ача пахчинче пахалӑхне тата хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтермен рис тата хура тул кӗрпи тупнӑ. Пӗтӗмпе – 50 килограмм.

Тӗрӗслев хыҫҫӑн кӗрпесене тӗрӗс мар упранӑшӑн, туяннӑ чухне йӗркене пӑснӑшӑн должноҫри сӑпат тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна чи пӗчӗк ӗҫ укҫинчен 10-20 хут ытларах штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

 

Политика
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Пӗлтӗр «Чӑвашкредитпромбанк» вкладчикӗсемпе тӗл пулнӑ чухне ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин Патшалӑх Канашӗн депутатне Сергей Семенова «упырь» тесе каланӑ. Кун хыҫҫӑн Сергей Семенов Иван Моторин тӗлӗшпе заявлени ҫырнӑ.

Тӗрӗслев тата лингвистика экспертизи ирттернӗ хыҫҫӑн административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн Моторин тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна Шупашкарти Ленин районӗн 1-мӗш суд участокӗн миравай судйине пӑхса тухма ярса панӑ.

Палӑртмалла: ҫынна сӑмахпа кӳрентернӗшӗн должноҫри ҫынсене 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.

 

Республикӑра
kr-gazeta.ru сайтри сӑн
kr-gazeta.ru сайтри сӑн

Йӗпреҫ районӗнче пурӑнакан 47 ҫулти арҫынна 100 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Сӑлтавӗ пулнӑ – хайхискер Армени ҫыннине кивӗ пӳртре пропискӑна фиктивлӑ майпа тӑратнӑ.

Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑннипе вара ют ҫӗршыв ҫынни унта пурӑнман, ҫав ҫӗтӗк-ҫатӑк ҫуртра пурӑнма майӗ те пулман. Суя тӑрӑ шыв ҫине тухнах.

Куншӑн Йӗпреҫ районӗн арҫыннин Уголовлӑ кодексӑн 322-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тытма тивнӑ. Суд ӑна 100 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.

 

Республикӑра
myslo.ru сайтри сӑн
myslo.ru сайтри сӑн

ҪҪХПИ инспекторӗсем ҫул ҫинче пӗр машинӑна чарнӑ: водителӗ ӳсӗр, ҫумра докуменчӗсем ҫук. Арҫын нумай шутласа тӑман – инспекторсене сӗтев, 3 пин тенкӗ, сӗннӗ, лешсем ӑна ахалех ярасса шаннӑ. Анчах ӳсӗрскер хӑйӗн валли пӑтӑрмах ҫеҫ шыраса тупнӑ.

Ҫак арҫын Комсомольски районӗнчи Хирти Мӑрат ялӗнче пурӑнать. 41 ҫултискерӗн суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Ӑна 1,5 ҫуллӑха водитель прависӗр хӑварнӑ, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.

Ку кӑна мар, арҫыннӑн инспекторсене сӗтев пама тӑнӑшӑн та явап тытма тивнӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 35 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Ҫапла майпа пӗтӗмпе – 65 пин тенкӗ.

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7], 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, ... 25
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи