Красноармейски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑма сӑмакун сутнӑшӑн айӑпланӑ. Юрать-ха, штрафпа хӑтӑлнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 30 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак хӗрарӑм чӳк уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче, 1,5 литр сӑмакуна 200 тенкӗпе сутнӑ. Унӑн хаярлӑхӗ 38,1 процент пулнӑ. Ахӑртнех, вӑл ҫынсен килте туса кӑларнӑ эрехе сутма юраманни пирки пӗлнӗ.
Судра хӗрарӑм хайӗн ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ. Ҫапах ку яваплӑхран хӑтарман, ӑна штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Шупашкарта транспортра медицина маски тӑхӑнман тепӗр 30 ҫын административлӑ майпа явап тытнӑ. Тӳре-шара черетлӗ рейд ирттернӗ.
Кӑрлач уйӑхӗн 16-17-мӗшӗсенче Шупашкарти 120 объекта тӗрӗсленӗ: суту-илӳ точкисене, парикмахерскисене, кафе-ресторана… Хӑш-пӗр лавккара маска тӑхӑнман ҫынсене те тавар сутни палӑрнӑ.
Общество транспорчӗн чарӑнӑвӗсенче те тӗрӗслев иртнӗ. Автобус-троллейбусран тухнӑ ҫынсене, маска тӑхӑнманнисене, явап тыттарнӑ. Унашкаллисем 30-ӑн пулнӑ. Палӑртмалла: маска тӑхӑнманшӑн ахаль ҫынсене 1-30 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем иккӗленӳ ҫуратакан машинӑна курнӑ та ӑна чарнӑ. Вӗсем йӑнӑшман – водитель ӳсӗр пулнӑ.
Инспекторсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлнӑ тесен те йӑнӑш маар. Хайхискер вӗсене вӑхӑтра чарнӑшӑн тав та тунӑ. Арҫын арӑмӗпе хирӗҫнӗ хыҫҫӑн руль умне ӳсӗрлех ларнӑ-мӗн, фура ҫине пырса кӗрсе вилме шутланӑ имӗш. Инспекторсем ӑна май килнӗ таран лӑплантарнӑ.
Ҫапах арҫын яваплӑхран хӑтӑлайман. Ӑна руль умне ӳсӗр ларнӑшӑн правасӑр хӑварма, 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттеме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви транспортра кӑшӑлвирусран асӑрханас енӗпе хӑрушсӑрлӑх йӗркине епле пӑхӑннине мобильлӗ укшӑнсем пӗрмай тӗрӗсленине пӗлтерет. Пассажирсене турттаракансене мобильлӗ ушкӑнсем 60 протокол ҫырса панӑ. Инкеклӗ лару-тӑру сиксе тухас лару-тӑрура хӑрушсӑрлӑх йӗркине пӑхӑнманнисен тӗлӗшпе шӑрҫаланӑ протоколсене суда ярса параҫҫӗ.
Аса илтерер: уйрӑм ҫынсене 1 пинрен пуҫласа 3 пин тенкӗ таран штрафлама юрать, должноҫри ҫынсене — 10 пинрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран, предпринимательсене — 30 пинрен 50 пин тенкӗ таран, предприятисене — 100 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.
Красноармейски районӗнче пурӑнакан арҫын кӳрши тӗлӗшпе ҫӑхавланӑ. Ку кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ.
Ҫак арҫын кӳршине кӳреннӗ. Лешӗ виҫӗ ҫул каялла рабочисем татнӑ вутта хӑйӗн валли илнӗ. Ку вара вӑл ӑна хӗненӗ тесе полицие ҫӑхав ҫырнӑ. Хайхискер участковӑя пӗлтернӗ тӑрӑх, кӳрши ҫапнӑран унӑн шӑмми хуҫӑлнӑ. Чӑннипе вара вӑл хӑй ӳксе суранланнӑ.
Следстви вӑхӑтӗнче арҫын айӑпне йышӑнса веҫӗх ӑнлантарнӑ: вӑл ӑна кӳреннӗрен ҫӑхавланӑ-мӗн. Кун хыҫҫӑн хӑйӗн тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Суд ӗҫе пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн ӑна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын кӑшӑлвирус пуррипе ҫуккине тӗрӗслемешкӗн тест паманшӑн штраф тӳлӗ. Вӑл Турцирен канса килнӗ хыҫҫӑн йӗркене пӑснӑ: ют ҫӗршыва вӗҫиччен Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче анкета ҫырман.
Раҫҫее ют ҫӗршывран килсен виҫӗ кунра ПЦР мелӗпе тест памалла: кӑшӑлвирус пур-и е ҫук-и? Анчах ҫак арҫын ку йӗркене пӑснӑ, тест туман.
Куншӑн Шурашкарти Мускав районӗн сучӗ арҫынна 15 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Вӑл ҫӗршыври санитари-эпидемиологи саккунне пӑснӑшӑн явап тытнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗнчи вӑрманта пӑшалтан пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Ун хыҫҫӑн полицейскисемпе пӗрле охотоведсем вырӑна тӗрӗслеме тухнӑ. Вӗсем тин кӑна персе вӗлернӗ пӑшие асӑрханӑ. Ку ӗҫе кам тунӑ? Ҫав ҫынна шырама тытӑннӑ.
Пӑшие персе вӗлернӗ вырӑнтан инҫех мар ку ӗҫе тума пултарнӑ браконьера тытнӑ. Вӑрнар районӗнче пурӑнакан 52 ҫулти арҫыннӑн хӑйӗн ҫумӗнче сунар пӑшалӗ, патронсем пулнӑ, тумтирӗ юнпа вараланса пӗтнӗ. Унӑн пысӑк чӗрчуна персе вӗлерме ирӗк пулман. Анчах вӑл, хӑй каланӑ тӑрӑх, чӑтса тӑрайман – пӑшие курсан персе вӗлернӗ.
Арҫынна куншӑн ҫур миллион тенкӗ таран штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ.
Турцинчен таврӑннӑ Шупашкар хӗрарӑмне анализшӑн штрафланӑ. Тӗрӗсрех каласан, тӗрӗс мар анализшӑн явап тыттарнӑ.
Ют ҫӗршывран килекенсен кӑшӑлвирусран виҫӗ кун хушшинче тӗрӗсленсе ӗлкӗрмелле, ҫавӑн пирки патшалӑх пулӑшӑвӗн порталӗнче пӗлтермелле.
Турцинчен килнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ ҫӳлтисем хушнине итленӗ-ха, пульницӑна кайнӑ. Анчах вӑл ИФА меслечӗпе тӗрӗсленнӗ. Ку мел организмра кӑшӑлвируса хирӗҫ ятарлӑ белок (вырӑсла ӑна антитела теҫҫӗ) пуррине палӑртма май парать. Хӗрарӑмӑн ПЦР мелӗпе тӗрӗсленмелле пулнӑ. Вӑл анализ ҫын чирленипе чирлеменнине кӑтартать.
Йӗркене административлӑ майпа пӑснӑ тесе хӗрарӑма суд 15 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Шупашкарта общество транспорчӗсенче рейдсем иртеҫҫӗ. Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ май пассажирсем маска тӑхӑннипе тӑхӑнманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Пӗтӗмпе 11 мобильлӗ ушкӑн ӗҫлет.
Мобильлӗ ушкӑн маска тӑхӑнман икӗ пассажир тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Вӗсем куншӑн 1-30 пин тенкӗ штраф тӳлеме пултарӗҫ. Энтузиастсен урамӗнче вырнаҫнӑ «Из рук в руки» лавкка хуҫи тӗлӗшпе те протокол хатӗрленӗ.
Кальян туртмалли вырӑнсене те тӗрӗсленӗ. Вӗсенче те маска тӑхӑнмалли режима пӑхӑнманни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Ҫитменнине, хӑш-пӗр вырӑнта кальян туртма чарнӑ чӗркене пӑхӑнман. Усламҫӑсен йӗркене пӑснӑшӑн 30-50 пин тенкӗ штраф тӳлеме тивӗ.
Элӗк районӗнче Прокопьев усламҫа контракта вӑхӑтра пурнӑҫламаншӑн штрафланӑ. Республика прокуратури ӑна 214,4 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, Прокопьев усламҫӑ виҫӗ урамри ҫула (вӗсем виҫӗ ялта вырнаҫнӑ) юсама контракт илнӗ, анчах палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне объектсене туса ҫитереймен. Юсамалли урамсем Элӗк районӗнчи Шӗмшеш ял тӑрӑхӗнче пулнӑ.
Предпринимателӗн ҫулсене ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗччен юсаса пӗтермелле пулнӑ. Ҫурлан 14-мӗшӗнче прокуратура ӗҫченӗсем объектсене тӗрӗслеме персе ҫитнӗ, анчах ӗҫе вӗҫличчен чылай юлнине асӑрханӑ. Ҫапла май усламҫа РФ КоАПӗн 7.32-мӗш статьян 7-мӗш пайӗпе айӑпланӑ, урӑхла каласан, контрактпа палӑртнӑ ӗҫе пурнӑҫлама пултарайманшӑн. Ку вара юлашкинчен контракт хакӗн 5 проценчӗпе танлашакан штрафпа ҫаврӑннӑ.
Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен ӗҫченӗсем объектсенче килсе кайнӑ хыҫҫӑн унти ӗҫ хӑвӑртланнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |