Суд «Чӑвашбройлер» хапрӑка штрафлама йышӑннӑ. Шупашкар районӗн судӗнче юпан 17-мӗшӗнче лару пулнӑ, унта ҫак ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Суд палӑртнӑ тӑрӑх, хапрӑк ҫӗре тасамарлатнӑ. «Чӑвашбройлерӗ» Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи икӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине кайӑк-кӗшӗк каяшӗ тӑкнӑ. Кайран ҫав вырӑнсенче ҫум курӑк шӑтса ашкӑрнӑ. Ҫавна май тӑпран пулӑхлӑ сийӗ пӗтме пуҫланӑ. Ҫитменнине, каяш ҫынсен сывлӑхӗшӗн тата тавралӑхшӑн сиенлӗ.
Релизра суд палӑртнӑ штраф виҫине кӑтартман. Ҫапах кунашкал йӗркесӗрлӗхшӗн 40-90 пин тенкӗ тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Е юридици сӑпачӗн ӗҫӗ-хӗлне 90 талӑклӑха чарса лартма ирӗк пур.