Политика
![]() Юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн ларӑвӗ иртет. Унта хваттерсенче вырсарникун юсав ӗҫӗсем ирттерме чарас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Кайран ку ыйтӑва Патшалӑх Канашне пӑхса тухма парасшӑн. Ҫак улшӑнусене пӑхса тухсан, вӗсене ырласан ӗҫ кунӗсенче 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен тата 13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен, вырсарникун, уявсенче хваттерте юсав тунӑшӑн (шавланӑшӑн) ҫынсене 500-1000 тенкӗлӗх штрафлама пултараҫҫӗ. Должноҫри ҫынсен – 1000-1500, юридици сӑпачӗсен 2000-5000 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Шӑматкун, ӗҫ кунӗсенче 9-13 сехетсенче, 15-19 сехетсенче юсав тума ирӗк пур. Кунашкал сӗнӗве Антон Ковалев депутат пуҫарӑвӗпе пӑхса тухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |