Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.0 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Политика: Шупашкарта пенси реформине сӳтсе явӗҫ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 13.07.2018 20:21 | 499 хут пӑхнӑ
Политика

Утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пенси реформине хирӗҫ ҫӗршывӗпех тӗрлӗ акци ирттерме палӑртса хунӑ. Ҫакӑн пирки Раҫҫей Федерацийӗн коммунистсен партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи Валентин Шурчанов халӑх тетелӗсенчен пӗринчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.

Асӑннӑ партин Шупашкарти хула комитечӗ те ҫав кун митинг ирттерме шухӑшланӑ. Хула ертӳҫисем мероприятине Сосновкӑра пухӑнма ирӗк панӑ. Асӑннӑ поселок та Шупашкар территорийӗ шутланни паллӑ-ха, анчах Атӑлӑн леш енне халӑх йышлӑ пухӑнасси иккӗленӳллӗ. Ҫавна май РФ Патшалӑх Думин тата Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем утӑ уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти Чапаев скверӗнче 11 сехетре пуҫтарӑнӗҫ. Унта пенси реформипе ҫыхӑннӑ тата ытти пӗлтерӗшлӗ ыйтӑва тишкерӗҫ.

#политика, #саккунсем, #депутатсем, #парламент, #митингсем, #Шупашкар, #партисем, #Сосновка

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall334844389_508
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Суйлавҫӑсемпе кино ҫурчӗ умӗнче курнӑҫӗҫ
2018, 01, 28
Ирӗксӗр ӗҫлеттерме йышӑннишӗн тӳлемеллех
2018, 02, 13
Ректора депутата суйланӑ
2018, 06, 04
Чӑваш Енри коммунистсем пенси реформине хирӗҫ
2018, 07, 03
Пенси реформине майлӑ депутатсем паллӑ
2018, 07, 13

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org