Чӑваш парламенчӗн депутатне Сергей Семенова кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнишӗн саплаштармалла тунӑ. Укҫана Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн тӳлемелле. Ҫапла йышӑнӑва ЧР Аслӑ сучӗ кӑларнӑ. Хыпара Игорь Михайлов юрист Фейсбукра пӗлтернӗ.
Аса илтерер, пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче Шупашкар хулин Ленин район судӗнче чӑваш парламенчӗн депутачӗн Сергей Семеновӑн тавӑҫне пӑхса тухнӑччӗ. «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти пайташӗ ЧР Патшалӑх Канашӗпе судлашни ӑна парламентри тӳлевлӗ вырӑна хӑйӗнчен ыйтмасӑр лартнипе ҫыхӑннӑччӗ. Пӑтӑрмахӗ асӑннӑ партин парламентри фракцин ертӳҫине Игорь Молякова ЧР Патшалӑх Канашӗнче ӗҫ вырӑнӗпе тивӗҫтерес теменнипе ҫыхӑннӑччӗ. Анчах Сергей Семенов укҫаллӑ вырӑна кӗрсе ларма килӗшмерӗ, ку йышӑну саккуна пӑсни пулать тесе суда ҫитрӗ.
Сергей Семенов саккунсӑр йышӑнупа хӑйне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ тесе 200 пин ыйтнӑччӗ. Суд депутатӑн ыйтӑвне тивӗҫтернӗ. Анчах укҫа виҫине палӑрмаллах чакарса 10 пин тенкӗ хӑварнӑччӗ.
Енсенчен пӗри малтанхи суд йышӑнӑвӗпе килӗшмесӗр ЧР Аслӑ судне аппеляци ҫӑхавӗпе тухнӑ. Унтисем те Шупашкарти Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗпе килӗшнӗ.