Чӑваш Енре пурӑнакан арҫын терроризма укҫан пулӑшнӑшӑн суд умӗнче явап тытнӑ.
ФСБ палӑртнӑ тӑрӑх, 36 ҫулти арҫын сирпӗнекен япаласем хатӗрлесе сутнӑ. Куншӑн ӑна колоние 3 ҫул та 2 уйӑхлӑха ӑсатнӑ.
Анчах ку кӑна мар иккен. Каярахпа вӑл 2010 ҫулта пӗр сайтра Раҫҫейре йӗркелеме чарнӑ экстремизмла организаципе ҫырӑннине, ӑна укҫан пулӑшма сӗннине тупса палӑртнӑ. Унтан арҫын ют ҫӗршыв арҫыннине 10 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Суд куншӑн ӑна 6 ҫуллӑха ирӗксӗр хӑварнӑ. Кунсӑр пуҫне 170 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ.
Чӑваш Енре ҫывӑх вӑхӑтра тӳлевсӗр ҫул ҫӳреме хакла ларӗ. Республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр министерстви нумаях пулмасть саккун проекчӗ хатӗрленӗ. Унта республикӑн Административлӑ йӗрке пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртесшӗн. Сӑмах май, юлашки икӗ ҫул ҫурӑра транспортра билетсӑр ҫӳренине республикӑра пачах та тӗрӗслемен, никама та штрафламан. Ку хыпара транспорт министрӗ Владимир Иванов саккун проектне ӑнлантарса ҫырнинче пӗлтернӗ.
Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен калакан саккуна улшӑну кӗртсен штраф виҫи хальхи 100 тенкӗ вырӑнне 1000 тенкӗпе танлашӗ. Багажшӑн укҫа тӳлеменнисен штрафӗ 500 тенке ҫитсе ларӗ. Штраф виҫи хӑпарнине кура тӗрӗслев ирттерме пуҫласса шанма пулать.
РФ Патшалӑх Думине саккун проектне пӑхса тухма тӑратнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫемьере усал сӑмахпа вӑрҫнӑшӑн айӑпласшӑн.
Саккун проекчӗ урамра общество йӗркине пӑснӑшӑн кӑна мар, хваттерте пуҫтахланнӑшӑн та явап тыттарасшӑн. Тӗплӗнрех каласан, ҫемьере харкашнӑшӑн, пӗр-пӗрне усал сӑмахпа кӳрентернӗшӗн штраф тӳлеттересшӗн..
Саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн: 1-2 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн. Халӗ вара ку штраф 500 тенкӗрен пуҫласа 1 пин тенкӗ таран танлашать. Е 40 сехет ӗҫлеттересшӗн. Кунашкал айӑплав вара халӗ ҫук.
Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра Чӑваш Енре антитабак саккунне пӑснӑшӑн 35 постановлени ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак саккун йӗркине пӑснӑшӑн 300 пине яхӑн тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Кӑҫал 6 юридици сӑпатне, должноҫри 12 ҫынна, 6 харпӑр усламҫа тата 11 ҫынна ку тӗлӗшпе явап тыттарнӑ. Вӗсем, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пируспа ҫыхӑннӑ саккун йӗркине пӑснӑ.
Икӗ ҫын юраман ҫӗрте пирус туртнӑ. Тепӗр тӑххӑрӑшӗ пирус туртса чаракан саккун йӗркине пӑхӑнман. Суту-илӳ тытӑмӗнче саккуна пӑхӑнманшӑн 18 ҫынна явап тыттарнӑ. Тӑхӑр штраф виҫи 51 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Республикӑмӑрӑн тӗп хулинчи 32-мӗш тата 41-мӗш маршрутсене тытса тӑракан Шупашкарти 2-мӗш пассажирсене турттаракан автотранспорт предприятийӗ ҫур миллионлӑ штраф тӳлӗ. Сӑлтавӗ — ҫул хакне йӳнӗрех тунипе — 22 тенкӗ вырӑнне пассажирсенчен 20 тенкӗ ыйтнипе — ҫыхӑннӑ.
Ку улшӑнусене предприяти ПТК (выр. ЕТК) карточкӑсемпе ӗҫленӗ май йывӑрлӑхсем сиксе тухнӑ хыҫҫӑн тунӑччӗ. 49-мӗшпе 51-мӗш маршрутсем хыҫҫӑн кайса вӗсем пӗтӗмӗшле транспорт карточкисемпе усӑ курма пӑрахнӑччӗ, ҫул хакне 20 тенкӗ таран чакарнӑччӗ. Хула тӳре-шари ҫакна хӑйне май хакларӗ — тӗрӗслевсем ирттерме пуҫларӗ. Ҫапла май предприяти тӗлӗшпе пилӗк административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, кашни тӗлӗшпе 100 пиншар штраф ҫырса панӑ.
Аса илтеретпӗр, чи малтанах ПТК карточкисемпе ҫапӑҫма 49-мӗшпе 51-мӗш маршрутсем пуҫларӗҫ. Ҫакӑншӑн хула влаҫӗсем вӗсемпе килӗшӗве татрӗ. Ку маршрутсем тӑрӑх автобуссем паян та ҫӳреҫҫӗ пулин те вӗсен шӑпи аванах мар. Сӑмахран, 49-мӗш маршрута хупма йышӑннӑ, ун вырӑнне ҫӗнӗ троллейбус маршрутне ярас шутлӑ. Вӑл 22-мӗш номерпа ҫӳрӗ.
Чӑваш Енре каллех ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем миграци саккуне пӑснӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисене Улатӑр хулинче тытса чарнӑ. Вӗсем Казахстан еннелле ҫул тытнӑ пулнӑ. Автобусра ют ҫӗршыври 9 ҫын пулнӑ.
Тытса чарнӑ ҫынсем тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Миграци саккуне пӑснӑскерсене штраф тӳлеттернӗ: кашнине 2 пин тенкӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене Раҫҫейрен тӑван тӑрӑхне ӑсатмалла тунӑ.
Водитель те ют ҫӗршыв ҫынни пулнӑ. Ӑна та 2 пин тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химпрома» Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура 3 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Мӗншӗн? Сывлӑша вараланӑшӑн.
Инвентаризаци вӑхӑтӗнче производство лапамӗсенче сывлӑша варалакан 1 пин ытла ҫӑлкуҫ пуррине тупса палӑртнӑ. Ытларахӑшӗ – кремниорганика, водород перекиҫӗн тата ҫурмапродуктсен органика продукчӗсен цехӗсенче.
Ку йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакӑншӑн «Химпром» предприятие 3 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ.
Чӑваш Енре пушар тухас хӑрушлӑх пур, ҫавна май республикӑра ятарлӑ режим пулнине йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫӗсен официаллӑ сайчӗ пӗлтерет.
Кунашкал режим ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Ку хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Мотрин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Ятарлӑ режим вӑхӑтӗнче йӗркене пӑхӑмналла. Вӑрманта кӑвайт чӗртме, шашлӑк ӑшалама, вӑрман ҫывӑхӗнечи типӗ курӑка ҫунтарма юрамасть. Йӗркене пӑхӑнмасан явап тыттарӗҫ. Тӗплӗнрех каласан, штраф тӳлеттерӗҫ. Граждансен 2-4 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Должноҫри ҫынсен – 15-30 пин тенкӗ, юридици сӑпачӗсен 400-500 пин тенкӗ кӑларса хумалла.
И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра студентсене вӗрентнӗ Андрей П. ЧР Аслӑ судне тӗрӗслӗхе тӑрӑ шыв ҫине кӑларма ҫитнӗ. Анчах Аслӑ суд та ун майлӑ пулман.
ЧР прокуратури пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче экс-преподавателе — 2,7 миллион тенкӗлӗх, унӑн шӑллӗне 1,7 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Мӗншӗн? 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӗрентекенӗн шӑллӗ медицина факультетӗнче ӑс пухакан студентсенчен 43,5 пин тенкӗ илнӗ. Куншӑн асли зачет лартса пама шантарнӑ.
Анчах ку укҫа та вӗсемшӗн сахал пек туйӑннӑ. Вӗсем студентсенчен тепӗр 25,5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Пӗртӑвансем хӑйсен айӑпне йышӑннӑ, анчах штраф виҫипе килӗшмен. Ҫавӑнпа вӗсем ЧР Аслӑ судне ҫитнӗ те.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Ҫӗмӗрле районӗнчи Анат Кӑмаша ял тӑрӑхӗн депутачӗ судра явап тытнӑ. Судья ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Депутата патшалӑхшӑн 160 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне 2 ҫул ларма юрамӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл руль умӗнче ӳсӗр пулнӑ. Ун чухне ӑна 30 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн руль умне 1 ҫул 8 уйӑх ларма юраман.
Хальхинче те депутат руль умне ӳсӗрле ларнӑ. Ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тытса чарнӑ. Вӑл каллех суд тенкелӗ ҫине ларнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 27 - 29 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |