Нумаях пулмасть пирӗн республикӑри хастарсем Тӗмен тӑрӑхӗнчи йӑхташӑмӑрсем патне ҫитсе килнӗ. Курса калаҫма кӑна мар, вӗсен пурнӑҫӗ пикри документлӑ фильм ӳкерме те.
Инҫе ҫула Чӑваш наци конгресӗн пресс-службин ертӳҫи Зоя Яковлева тата Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ Владимир Васильев тухнӑ. Вӗсем Сургут, Нефтеюганск, Тобольск тата Тӗмен хулисене, вӑл тӑрӑхри Пӗчӗк Хутор, Канаш, Анат Тавда ялӗсене ҫитсе курнӑ.
Тӗмен тӑрӑхӗнчи маттур чӑвашсем ҫинчен вӗсем самай фото- тата видеоматериал пуҫтарнӑ.
Ҫӗпӗр чӑвашӗсен пурнӑҫне, вӗсен кулленхи ӗҫне-хӗлне Раҫҫей журналисчӗсен союзӗн пайташӗсем Владимир Васильевпа Зоя Яковлева фильмра кӑна мар, хаҫатсенче те, радиокӑларӑмсенче те ҫутатасшӑн.
«Йӑлана кӗнӗ йӗркепе кӑҫал та хӑйсен авалхи аслашшӗсен ҫӗрӗнче тулай чӑвашӗсен 39 ачи канӗ», — тесе пӗлтерет Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви хӑйӗн сайтӗнче.
Тулай чӑвашсен ачисем ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен канӗҫ.
Министрество пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку ачасем — чӑваш чӗлхипе литератури олимпиадисемпе конкурсӗсен ҫӗнтерӳҫисем, чӑваш чӗлхи вӗрентекен шкулсен чи лайӑх ачисем тата чӑваш чӗлхипе, йӑли-йӗркипе, культурипе интересленекенсем».
Вӗсем пирӗн пата Тутар, Пушкӑрт Республикисенчен, Чӗмпӗр, Сарту, Ӗрӗнпур, Тӗмен облаҫӗсенчен тата Мускавран ӗнер килсе ҫитнӗ.
2005 ҫултах пуҫланнӑ йӑлапа килӗшӳллӗн «Эткер» уйлӑх ятарлӑ программа хатӗрленӗ. Унӑн тӗллевӗ — ачасене чӑваш халӑхӗн культурине, йӑли-йӗркине явӑҫтарасси. Ку тӗллеве пурнӑҫлама Вӗренӳ, Культура, Сывлӑх министерствисем тата Чӑваш наци конгресӗ хутшӑнаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть Мускавра йӑлана кӗнӗ «Мускав халӑхӗсем» культура фестивалӗ иртнӗ. Ӑна «Каҫхи Мускав» хаҫат йӗркеленӗ. Фестивале Мускавра пурӑнакан халӑхсен культурисемпе паллаштарас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ.
Унта тӗрлӗ халӑх ҫынни хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарнӑ. Тутарсен «Мирас» ансамблӗ, «Казачий дюк» ансамбль, Сербири «Коло» юрӑпа ташӑ ансамблӗ тата ыттисем пулнӑ. Чӑваш халӑхӗ те сцена ҫине тухса тӗлӗнтернӗ. Вӗсене халӑх ӑшшӑн йышӑннӑ.
Концертра Мускаври «Атӑл» халӑх хорӗ те пулнӑ. Вӗсем «Мачу-Пусси» тата «Савнӑ Шупашкарӑм» вальс юрланӑ. Хорӑн наци тумӗ пурне те илемӗпе илӗртнӗ.
Тепӗр кун «Каҫхи Мускав», 1 миллион та 300 экземплярпа тухаканскер, пӗрремӗш страницӑра фестивале ҫутатнӑ. Унта «Атӑл» хора палӑртнӑ.
Фестиваль сцени ҫине наци ушкӑнӗсем кӑна мар, республикӑсен официаллӑ элчисем, ертӳҫисем, диаспорӑсен элчисем тухнӑ. Юлашкинчен фестивале хутшӑннӑ мӗнпур ушкӑн тухнӑ. Вӗсем тӳпене Раҫҫей ялавӗ тӗслӗ сывлӑш хӑмписем вӗҫтернӗ.
Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем финн вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ, Ленинград тӑрӑхӗнче тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑнра Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Золотов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Кошкин, «Парне» чӑваш ансамблӗн ертӳҫи Татьяна Ильина, малтан чӑваш центрӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юлий Леонтьев, Шалти ӗҫсен министерствин полковникӗ Николай Парфенов, Святослав Ларионов юрист, чӑваш ентешлӗх хастарӗсем Николай Васильевпа Валерий Филиппов тата наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Живов хӑйӗн улттӑри Михаил мӑнукӗпе пулнӑ.
Чӑваш пайташӗсене Ленинград облаҫӗнчи Красноозер тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Заремский кӗтсе илнӗ. Вӑл унти вырӑнпа паллаштарнӑ тата ҫавӑнта пытарнӑ паттӑрсен вилтӑприйӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӗсен хушшинче чи малтисен шутӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Сергей Бутяков та пулнине палӑртнӑ. Тӑванла масар ҫинчи хурлӑхлӑ митинга Приозерск тӑрӑхӗнче пурӑнакан ветерансем, шкул ачисем, ахаль ҫынсем, nypӗ ukҫӗpe яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче.
Иртнӗ уйӑхӑн вӗҫӗнче Красноярск енӗнчи чӑвашсем регионти конференцие пухӑннӑ. Хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем Ачинск, Бородино, Дивногорск, Железногорск, Зеленогорск, Канск, Красноярск, Лесосибирск, Назарово, Сосновоборск тата ытти хулари, Кедр поселокӗнчи тата районсенчи 300 хӑнапа конференцие кайма суйланӑ ҫынсене чӑваш юррипе кӗтсе илнӗ.
Ятарласа капӑрлатнӑ залра Красноярск енӗнчи чӑвашсен пурнӑҫӗпе паллаштаракан фото- тата видеоматериалсем вырӑн тупнӑ. Унтах Раҫҫейӗн, Красноярск енӗн тата Чӑваш Республикин ялавӗсене вырнаҫтарнӑ. Мероприятие Раҫҫей тата Чӑваш Республикин гимнӗсенчен пуҫланӑ. Унтан вӑл тӑрӑхри чӑвашсен автономийӗн благочиннӑйӗ Иоанн протоирей Пантелеймон владыка Красноярск чӑвашӗсене саламласа вӗсене ырӑ ӗҫсем тума ырӑ суннине пӗлтернӗ.
Красноярск чӑвашӗсене саламлама крайри Саккун кӑларакан Пухӑвӑн депутачӗ Николай Фокин, кӗпӗрнаттӑр администрацийӗнче тӑрӑшакан Наталья Янушкевич, Казачински район пуҫлӑхӗ Юрий Озерских пырса ҫитнӗ.
Конференцинче чӑвашсем хӑйсен тӑрӑхӗнче чӑваш чӗлхине тата культурине упраса хӑварас тата ытти ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Мускавра кӗҫех чӑваш культурипе информаци центрӗ уҫӑласси пирки пӗлтернӗччӗ. Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче уҫӑлнӑ ӗнтӗ вӑл. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче Тимӗр Акташ хыпарлать.
Мероприятие Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи Леонид Волков уҫнӑ.
— Эпир кунта паян ырӑ сӑлтавпа пухӑннӑ. Паян Чӑваш культурипе информаци центрӗ уҫӑлчӗ. Ку Чӑваш чӗлхипе чӑваш ҫырулӑхӗн уявӗ умӗн пулчӗ, — тенӗ Леонид Волков.
Тӗрӗссипе, хӑйне хисеплекен кашни халӑхӑн культурӑна аталантаракан тӗрлӗ институт пур. Ҫак центра та Мускавра чӑваш культурине аталантармашкӑн, шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентмешкӗн (вӑл 2 ҫул ӗҫлет ӗнтӗ) тунӑ. Уроксене Евгений Степанов ертсе пырать. Занятисем шӑматкунсерен 12-14 сехетсенче иртеҫҫӗ. Чӗлхене иккӗмӗш ҫул вӗренекенсен урокӗ 14-16 сехетсенче пырать.
Хыпара пӗлтерекен Тимӗр Акташ каласа панӑ тӑрӑх Леонид Волков унта вӗренекенсен ҫитӗнӗвӗсемпе кӑсӑклансах тӑрать. Ҫавӑн пекех скайп урлӑ дистанци мелӗпе те чӗлхене ӑса хывма пулать-мӗн.
Юлашки ҫулта центрта кӗнекесем пухса вулавӑш тунӑ. Унта Чӑваш Енри мӗнпур районти энциклопедисем кӗнӗ.
Пуш уйӑхӗн 23–26-мӗшӗсенче Мурманскри педагогика колледжӗнче наци культурисен фестивалӗ иртнӗ. Ӑна студентсем, диоспорӑсем, колледж хӑнисем ҫулсеренех ирттереҫҫӗ, ку йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
Фестивальти кашни кун тӗрлӗ халӑх пирки каласа кӑтартнӑ. Пӗрремӗш кунхине студентсене вырӑссем, украинсем, беларуҫсем пирки каласа кӑтартнӑ. Ун чухне «Мурманск облаҫӗнчи украинсем» наци культурин автономийӗ» общество организацийӗн пултарулӑх ушкӑнӗсем сцена ҫине тухнӑ.
Иккӗмӗш кунхине «Чӑваш тӗнчи» чӑваш культурин обществин элчисем эстафетӑна йышӑннӑ. Вӗсем Чӑваш культурин кунне йӗркеленӗ. «Акатуй» ансамбль солистки Дина Агеева чӑваш халӑхӗ мӗнле пулса кайни, вӗсен наци тумӗн уйрӑмлӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Чӑваш Ене ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин ташӑ, ҫӗр пин тӗрӗ тӗнчи тесе ахальтен каламаҫҫӗ. Ирина Федорова чӑваш тӗррине кӑтартнӑ, унти эрешсем, тӗссем мӗне пӗлтернине ҫутатнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл ӗлӗкхи чӑваш хӗрарӑмӗсен тумне кӑтартнӑ. Вӑл ӑна хунямӑшӗнчен лекнӗ. «Акатуй» вокал ансамблӗ чӑваш юррисене шӑрантарнӑ. Чӑваш такмакӗсемсӗр те иртмен уяв.
Красноярск енӗнчи чӑвашсен автономийӗн канашӗ вӑл тӑрӑхрисем чӑваш чӗлхи кунне ирттерме хатӗррине пӗлтерет.
Ҫак уйӑхӑн 4-мӗшӗнче унти хастарсем ҫак мероприятие епле йӗркелесе ирттерессине палӑртма черетлӗ хутчен пуҫтарӑннӑ. Чӑваш чӗлхи кунне инҫетри йӑхташӑмӑрсем ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче уявлӗҫ. Аса илтеретпӗр, ҫав кун тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑлараканӑмӑр, мухтавлӑран та мухтавлӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне ирттернипе пӗрлех Красноярск чӑвашӗсем конференци те пухӗҫ. Анлӑ мероприятисен йышӗнче чӑваш чӗлхи урокӗпе Чӑваш Енри эстрада артисчӗсен пысӑк концертне те палӑртнӑ. Конференцире вара тӑван чӗлхепе халӑхӑмӑр культурине упраса хӑварас тесе крайра туса ирттерекен ӗҫсене тишкерӗҫ. Ҫак тӗлӗшпе мӗн туса ҫитерейменнине сӳтсе явнӑ май малашлӑх плансене те палӑртӗҫ.
Крайри чӑвашсен автономине йӗркеленӗренпе чӗрӗк ӗмӗр ҫитнӗ май килес ҫул виҫҫӗмӗш съезд ирттерес ыйтупа та калаҫма шухӑшлаҫҫӗ.
Конференци тата чӑваш чӗлхи кунӗ Красноярск хулинчи Металлургсен проспектӗнчи 22-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ Культура керменӗнче ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 12 сехетре пуҫланмалла.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине халалласа ҫуркуннен пӗрремӗш кунӗнче Ӗпхӳ хулин Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулӗ хула шайӗнчи спорт ӑмӑртӑвӗсене ирттерчӗ тесе пӗлтерет Ӗпхӳ хулинчи Леонид Михайлов. Асӑннӑ шкулта вӗренекенсем йӗлтӗрпе чупас, баскетбол, шашка, шахмат вӑййисене выляс енӗпе ӑмӑртнӑ. Мероприятие Ӗпхӳри наципе культура автономийӗн хастарӗсене те чӗннӗ иккен.
Ӑмӑрту пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх йӗлтӗр эстафетинче Ӗпхӳ хулин Октябрь районӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлу паракан 159-мӗш шкул ҫӗнтернӗ. Баскетбол выляссипе те асӑннӑ шкулӑн хӗрачисене ҫитекен пулман — вӗсем пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ. Арҫын ачасем хушшинче чӑваш вырсарни шкулӗн команди ҫӗнтерчӗ. Шашка тата шахмат вӑййисенче те малти вырӑнсене 159-мӗш тата чӑваш вырсарни шкулӗн ачисем пайланӑ. Хула ӑмӑртӑвӗсен ҫӗнтерӳҫӗ кубокне 159-мӗш шкул ушкӑнне, II вырӑн кубокне Калинин районӗнчи чӑваш вырсарни шкулне панӑ.
Вырсарни шкулӗн ертӳҫи Наталья Асхабудинова ӑмӑртӑва хутшӑннӑшӑн пур спортсмена та тав тунӑ.
Уйрӑмшар ӑмӑртнӑ спортсменсем Пушкӑртстанри чӑвашсен наципе культура ертӳҫин пӗрремӗш ҫумӗнчен Юрий Михайловран тӗрлӗ дипломпа парнене тивӗҫнӗ.
Нумай пулмасть ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев делегаципе Крым Республикинче ӗҫпе пулнӑ. Михаил Васильевич ӗҫлӗ ҫулҫӳревре Крымри йӑхташӑмӑрсемпе тӗл пулма май тупнӑ.
Чӑваш наци конгресӗн президенчӗн пӗрремӗш ҫумӗ Валерий Клементьев делегаци йышӗнче пулнӑ. Чӑваш делегацийӗ Крымри йӑхташӑмӑрсемпе ҫывӑхрах паллашнӑ.
Крым Раҫҫейпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн чӑваш наципе культура автономине туса хурас ыйту татах ҫивӗчленнӗ. Севастопольте вӑл пур-ха, анчах Крымра чӑваш автономийӗсене пӗрлештерекен организаци ҫук.
Калаҫу чӑваш наципе культура автонмине кӑҫал йӗркелесси пирки пулнӑ. Унта Валерий Клементьев та хутшӑннӑ. Крым чӑвашӗсем тӑван чӗлхешӗн питӗ тунсӑхланине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |