Ӗнер, юпан 27-мӗшӗнче, Шупашкарти Республика тӳремӗнче чӑваш халӑхӑн прависемшӗн халах пухӑвӗ иртнӗ. «Ирӗклӗ сӑмах» корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх темиҫе теҫетке ҫын пухӑннӑ.
Митингра икӗ ыйту пирки калаҫнӑ: «коррупципе кӗрешесси» тата «чӑваш халӑхӑн прависене хӳтӗлесси». Шӑп та лӑп вӗсем тавра ҫырать те ӗнтӗ митинга йӗркеленӗ «Сӗтев» хаҫат. Хаҫата эксремизмшӑн айӑпланипе килӗшмесӗр вӗсем ятарласа «Вырӑспа пӗртан пулма ыйтни — влаҫшӑн экстремизм!»баннер сарнӑччӗ.
Халӑх пухӑвне Илле Иванов сӑвӑҫ ертсе пычӗ. Чи малтанхи сӑмаха Муркаш районӗнчи фермер Владимир Ямангеев илчӗ — вӑл «вӑрӑ-хурахсене» (ҫав шутра Михаил Игнатьева та асанчӗ) влаҫ тытӑмӗнчен кӑларса ҫапма ыйтрӗ. Пухӑннӑ халӑх умӗнче Эдурад Мочалов («Сӗтев» хаҫатӑн тӗп редакторӗ), Наиль Набиуллин (тутар ҫамрӑкӗсен «Азытлык» юхӑмӗн ертӳҫи), чӑваш хастарӗ Илья Алексеев тата ыттисем те сӑмах тухса каларӗҫ.
Митинг пӗр пӑтӑрмахсӑр вӗҫленчӗ.
«Сӗтев» хаҫат журналисчӗсем юпан 27-мӗшӗнче (шӑматкун) Республика тӳремӗнче (Ленин палӑкӗ умӗнче) халӑх пухӑвне ирттерме палӑртнӑ — кун пирки Владимир Кожевниковӑн кун кӗнекинче пӗлтернӗ.
Митинга йӗркелекенсем ун валли виҫӗ тӗллев лартнӑ: коррупципе кӗрешесси, экстрамизма хирӗҫ тӑрасси тата чӑваш халӑхӑн прависене хӳтӗлесси. Халӑх пухӑвне 16:00-18:00 сехетсем хушшинче ирттересшӗн.
Ҫав кунах ЧНК йӗркеленӗренпе 20 ҫул ҫитнине те уявлӗҫ — мероприятисем юпан 26-27-мӗшӗсенче иртӗҫ.
Тӗмен тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсем хӑйсен обществӑлла пӗрлешӗвне — «Тӑван» ассоциацине туса хунӑранпа 20 ҫул ҫитрӗ. Ҫак ятпа хулари Наци культурисен «Строитель» керменӗнче пысӑк уяв пулчӗ. Вырӑнти чӑвашсем хӑнасене наци апачӗпе сӑйларӗҫ, хӑйсен аллипе ӑсталанӑ япаласен куравне йӗркелерӗҫ. Уява Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫавал» ансамблӗ те хутшӑнчӗ, курма килнисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарчӗ. Тӗмен облаҫӗн правительстви ячӗпе пухӑннисене национальнӑҫсен ӗҫӗсен комитечӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Виктор Хоменко саламларӗ. Чӑвашсем Раҫҫейре тата регионта чи йышлӑ халӑхсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ вӑл. Официаллӑ ститистика тӑрӑх, Тӗмен облаҫӗнче 13 пин чӑваш пурӑнать. Тӑван енрен аякра пулин те, вӗсем халӑх культурине упраса пыраҫҫӗ, тӗрлӗ наци ҫыннисем хушшинчи туслӑха ҫиреплетеҫҫӗ, — терӗ Виктор Хоменко.
Ӗнер, юпан 26-мӗшӗнче, Хусанта Тутарстанри чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн черетлӗ саккӑрмӗш отчетпа суйлав пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн тӗп пӗтӗмлетӗвӗ — ҫак наци автономие малашне ертсе пыма Константин Яковлевах хӑварчӗҫ.
Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн отчетпа суйлавпа пухӑвӗ икӗ ҫулта пӗрре иртет. Хальхинчи мероприятие пурӗ 225 делегат килсе ҫитнӗччӗ — республикӑн кашни районӗнчен, кашни кӗтесӗнчен.
Чи малтанах сӑмах министерствӑсенчен килнӗ ҫынсем илчӗҫ — Чӑвашран килнӗ Краснов Михаил Николаевич наципе культура автономийӗсем пирки кӗскен каласа пачӗ. Чӑваш енри культура ӗҫӗсен епле пыни пирки кӗскен чарӑнса тӑчӗ. Ун хыҫҫӑн тухса калаҫнӑ Владимиров Николай Михайлович (Тутарстан халӑхӗсен ассамблейин ӗҫтӑвком ертӳҫи) вара пирӗнпе кӳршӗллӗ республикӑра тӗрлӗ халӑхсен автономийӗсем епле ӗҫлени ҫинчен сӑмах хушрӗ. Тутарстанра 115 тӗрлӗ халӑх пурӑнать иккен. Наципе культура автономийӗсем те чылай. Вӗсенчен чӑвашсен ушкӑнӗ чи хастар ӗҫлекеннисен шутӗнче, ун ӗҫне ыттисем тӗслӗх пек кураҫҫӗ терӗ.
Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче Эстонири шкулсем валли «Чӑвашсем» пособи (эстонла) кӑларнӑ. Ӑна Ираида Захарова тата Ита Серман хатӗрленӗ.
Нумай ярӑмлӑ кӑларӑм Эстонире пурӑнакан тӗрлӗ халӑхпа, унӑн историйӗпе тата культурипе паллаштарать. Вӑл Эстони Республикин Вӗренӳ тата наука министерстви пулӑшнипе кун ҫути курнӑ.
Кӗнекере Чӑваш Ен ӑҫтарах вырнаҫни ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫавӑн пекех унӑн историйӗпе, обществӑпа политика тытӑмӗпе, тӑван чӗлхен, наци ҫи-пуҫӗн, апат-ҫимӗҫӗн, йӑла-йӗркин хӑйне евӗрлӗхӗпе паллаштарнӑ. Унсӑр пуҫне наукӑпа культура, вӗренӳ, чӑвашсен паллӑ ҫыннисем пирки кунти ятарлӑ уйрӑмра вуласа пӗлме пулать. Кӑларӑмра чӑваш диаспорипе Эстонири ентешӗмӗрсем ҫинчен те информаци пур.
Пособие Ираида Захаровӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗксемпе илемлетнӗ.
Раштавӑн 21-мӗшӗнче, ытларикун, Шупашкарти Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче „Чӑваш тата тутар халӑхӗсен кун-ҫулӗнчи атӑлҫи пӑлхарӗсен эткерлӗхӗ“ ятпа ӑслӑлӑхпа теори семинарӗ иртӗ. Пуҫламӑшӗ 15 сехетре. Семинар институтӑн вулав пӳлӗмӗнче пулӗ.
ЧПГӐИ адресӗ: Шупашкар, Мускав пр., 29, 1 корп. Кунта 3, 4, 7, 12, 19 троллейбуссемпе, 1,15, 22, 23 автобуссемпе ҫитме пулать.
Юпан 14-мӗшпе 25-мӗшӗсенче Раҫҫейре ҫырав иртет. Кашни гражданин 25 ыйту ҫине хуравлама тивӗҫ — хӑйӗн арлӑхне, ҫемьери статуса, ӑҫта тата хӑҫан ҫуралнине, хӑш халӑх ҫынни пулнине (7-мӗш ыйту), чӗлхесем пӗлнине, мӗнле пӗлӳ илнине, тата ытти пирки пӗлтермелле пулӗ. Ҫырава ирттерекенсем пӗлтернипе ҫырав — вӑхӑта сая ирттерни мар, унта пухӑнакан информацие ахаль майпа пуҫтарма май ҫук.
Чӑваш халӑхӗшӗн ку ҫыравра чи ҫивӗч ыйту — хӑйне хӑш халӑх шутне кӗртнине палӑртасси. 2002 ҫулхи ҫырав тӑрӑх пирӗн халӑх хӑйӗн йышӗпе Раҫҫейре 5-мӗш вырӑна чакса ларнӑччӗ, вӑл ҫырав пушкӑртсем пире хӑйсен шучӗпе иртсе кайнине кӑтартнӑччӗ. Чӑвашсен йышӗ маларах иртнӗ 1989 ҫулхи ҫыравпа танлаштарсан 130 пин чакнӑ. Ытларах — Чӑваш Ен тулашӗнчи чӑвашсем сахалланнине палӑртнӑ. Ҫак кӑтартусен тӗп сӑлтавӗ чӑвашсем хӑйсен халӑхне шанманнинче пулнӑ, вӗсем хӑйсене ытти халӑх шутне кӗртни никамшӑн та ҫӗнӗлӗх пулмӗ ӗнтӗ.
Хальхи ҫырав мӗнле пӗтемлетӳсемпе вӗҫленесси паллӑ мар.
2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Эстонири Чӑваш Культура пӗрлешевӗ 20 ҫул тултарчӗ.
Савӑнӑҫлӑ пуху пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Таллин хулинче пуҫтарӑнчӗ. Таллинри чӑвашсене нумай хӑнасем саламла килчӗҫ: Питӗрти чӑваш пӗрлешӗвӗн элчӗсем, Нарвӑри «Нарспи» чӑвашсен пӗрлешевӗ, культура министерсвинче ӗҫлекен Ольга Бурмакина, Эстонири халӑхсен пӗрлешевӗн пуҫлӑхӗ Тимур Сейфуллин, Эстнонинче пурӑнакан халӑхсен представителӗсем: белоруссем, украинсем, ҫармӑссем, мӑкшӑсем тата ыттисем.
Эстони чӑвашӗсем хӑнасем валли чӑваш юррисене юрласа пачӗҫ, чӑвашла тӑшласа кӑтарчӗҫ.
Чӗмпӗр облаҫӗнче тӗрлӗ нацисен хушшинче 1-мӗш хут «Эп — анне» конкурс иртнӗ. Унта сакӑр наци хӗрарӑмӗ хутшӑннӑ: чӑваш, тутар, еврей, мордва, вырӑс, вьетнам, эрмен, азербайджан. Кашни хӗрарӑм хӑй наци культурине туллинрех кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. Жюри ҫаплах халӑх юррисене шӑрантарнине, наци тумне тӑхӑннине хакланӑ.
Конкурсра чӑваш хӗрарӑмӗ — Чӗмпӗрте пурӑнакан Светлана Трубочникова (Караполова) ҫӗнтернӗ. Вӑл ача садӗнче воспитательте вӑй хурать. Конкурсра ӑна мӑшӑрӗ Александр тата 4 ҫул та тултарман хӗрӗ Виктория пулӑшнӑ, Светланӑпа пӗрле сцена ҫине тухнӑ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Чӗмпӗр облаҫӗнче тухакан «Канаш» хаҫат
Нарӑсӑн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ен президенчӗ Николай Фёдоров Ӗпхӳре пулчӗ, кунта вӑл, В.Путин чӗннипе, регионсен аталанӑвӗн ӗҫӗ-хӗлне пӑхса тухма пухӑннӑ Правительствӑн комисси ӗҫне хутшӑнма ҫитнӗччӗ.
Ҫак кунах Николай Васильевич Пушкӑртстан чӑвашӗсемпе тӗл пулчӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче Чӑваш Ен президенчӗ пушкӑртри чӑвашсем халӑх йӑли-йӗркине сухлассипе, аслисене сума сӑвассипе тӗслӗх кӑтартни пирки каларӗ.
Ҫавӑн пекех ку тӗлпулура К.В.Иванов ҫуралнӑранпа 120 ҫул ҫитнине уявлас ыйту ҫинче чарӑнса тӑчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |