Раштав уявӗнче, кӑрлач уйахӗн 7-мӗшӗнче, Тӗменри чӑвашсен культура центрӗнче ачасен «Шевле» уяв иртнӗ. Ӑна «Тӑван» ассоциаци йӗркеленӗ.
Пӗчӗкскерсем тӗрленӗ чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ. Илемлӗ тумланнӑскерсем конкурссемпе вӑйӑсене хутшӑннӑ, юрланӑ, ташланӑ, чӑвашла сӑвӑсем пӑхмасӑр каланӑ.
Ачасем ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле тӗрлӗ тетте хатӗрленӗ. Вӗсем уява тата илем кӳнӗ. Ачасене уявра савӑнтарма Сарпикепе Юрпике ҫитнӗ. Вӗсем пӗчӗкскерсене чӑваш вӑййисене выляттарнӑ, пылак ҫимӗҫпе хӑналанӑ. Хӗл Мучипе Юр Пике те ачасене кучченеҫпе савӑнтарнӑ.
Уяв хыҫҫӑн пурте Тӗменри пукане театрне спектакль курма кайнӑ.
Раштавӑн 16-мӗшӗнче Иркутск хулин мэрӗн «Вӑхӑт. Пулӑмсем. Ҫынсем» каҫӗ иртнӗ. Н.М.Загурский ячӗллӗ музыка театрӗнче 700 ытла ҫын пухӑннӑ. Вӗсем — Иркутска 2014 ҫулта ҫитӗнӳсем парнеленисем.
Мероприятире ҫулталӑка пӗтӗмлетнӗ. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, чи лайӑх наци культурин центрӗ йышне Иркутск облаҫӗнчи «Юлташ» чӑвашсен наци культурин автономийӗ кӗнӗ.
Ку ахальтен мар. 2014 ҫулта «Юлташа» ҫӑмӑл килмен. Автономие ҫамрӑк, ҫутӑ малашлӑхлӑ Вероника Тимофеева ертсе пырать. Вӑл хӑйӗн командипе пӗрле облаҫри районсенче, пысӑк хуласенче чӑваш халӑхӗн культурине сарас ӗҫе йӗркеленӗ.
Чӑваш культурине сыхласа хӑварас тӗллевпе проектсем хатӗрленӗ. Вӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ. Автономи пайташӗсем волонтер, ыркӑмӑллӑх ӗҫӗсемпе хастар ӗҫленӗ.
Раштавӑн 19-20-мӗшӗсенче Тольяттинчи «Олимп» спорт колмплексӗнче «Ылтӑн алӑсем» ярмӑрккӑ ӗҫленӗ. Унта декораципе прикладной пултарулӑхӗн тӗрлӗ енлӗ ӑстисем: тӑмран хатӗр ӑсталакансем, тӗрлекенсем, шӑратакансем, ҫыхакансем, упсма ҫине ӳкерекенсем тата ыттисем — пуҫтарӑннӑ.
Ярмӑрккӑна юрӑ-ташӑ ӑстисем те хутшӑннӑ. Вӗсен хушшинче — Тольяттинчи тӗслӗхлӗ «Телей» ҫемье ансамблӗ те. Ушкӑн культурӑпа массӑллӑ мероприятисене ытти чух та хастар хутшӑнать иккен. Самар тӑрӑхӗнчисемпе Раҫҫей шайӗнчисене те кӑна мар, 1998 ҫулта вӑл Тӗрӗк халӑхӗсен пӗтӗм тӗнчери фестивальне (вӑл Турцинчи Анкара хулинче иртнӗ) хутшӑннӑ. Чӑваш диаспори хушшинче те «Телей» ансамбль ятлӑ-сумлӑ-мӗн.
Красноярскри чӑвашсен наципе культура автономийӗ тата асӑннӑ тӑрӑхри Патшалӑхӑн универсаллӑ вулавӑшӗ Раҫҫей халӑх художникӗн, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗн Владимир Мешковӑн юлташӗсен тӗлпулӑвне ирттернӗ. Курнӑҫу раштавӑн 13-мӗшӗнче пулнӑ.
Художникӑн 95 ҫулхи юбилейне халалланӑ тӗлпулӑва унӑн живпопиҫне хаклакан 100 ытла ҫын пухӑннӑ. Унӑн хӗрӗсемпе мӑнукӗ те ун пек мероприятирен пӑрӑнман.
Экран ҫинче ӑстан ӳкерчӗкӗсене кӑтартнӑ, биографипе, фотоматериалсемпе паллаштарнӑ. Мешкова лайӑх пӗлнисем унпа ҫыхӑннӑ самантсене аса илнӗ. «Ҫеҫпӗл» тата «Юманлӑх» хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ушкӑнсем чӑваш халӑх юррисене шӑрантарнӑ, чӑваш ташшине кӑтартнӑ.
Чӑвашла чей ӗҫеҫҫӗ тени килӗшӳллӗнех янӑрамасть пулӗ те (ара, пирӗн халӑхӑмӑр кӑпӑклӑ сӑра вӗретессипе мӗн авалтан ӑста пулнӑ-ҫке), ҫапах та Питӗрте чӑвашла чей ӗҫнӗ. Кун пирки асӑннӑ хулари чӑвашсен ассоциацийӗ те, «Росбалт» информаци агентстви те хыпарлаҫҫӗ.
Проекта асӑннӑ информагентство йӗркелесе янӑ. «Питӗр сӑнӗсем» ят панӑскерӗн тӗллевӗ ҫамрӑксене ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр тӗп хулинче тата Раҫҫейре тӗрлӗ халӑх ҫынни пурӑннине кӑтартасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Проект девизне те шухӑшласа тупнӑ. Вӑл ҫапларах янӑрать: «Расна пулин те пӗрле пурӑнар».
Чей ӗҫме йӳтӗмпе пухӑнакан мероприятие кашни эрнере тӗрлӗ халӑх ҫыннисене йыхравлаҫҫӗ иккен. Иртнӗ уйӑхӑн 28-мӗшӗнче, ав, чӑвашсене чӗннӗ.
Санкт-Петербургри чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫипе Владимир Живовпа пырса ҫитнӗ чӑвашсем чей ӗҫме пухӑннӑ аслӑ классенчи шкул ачисемпе журналистсене тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе паллаштарнӑ. Сӗтел ҫинче чейпе пӗрлех хуплу пулнӑ.
Сӑнсем (2)
Хусанта вырнаҫнӑ «Сувар» хаҫата нумай пулмасть тутар мультипликаторӗсем пулӑшу ыйтма килнӗ-мӗн — вӗсем чӑвашла мультфильм кӑларма тӗв тунӑ. Сценарине те ҫырнӑ — хаҫат редакцийенчен ӑна чӑвашла куҫарса пама ыйтнӑ.
Хӑйсен ӗҫӗ валли «Татармультфильм» студи «Как крестьянский сын за Солнце работал» (чӑвашла оригиналӗн ятне тупайманни пирки вырӑслине илсе кӑтартатпӑр) чӑваш халӑх юмахне суйласа илнӗ. Вӑл 6 сериллӗ пулмалла, ячӗ — «Иван паттӑр». Мультфильма «Атӑл тӑрӑхӗнчи Улӑпсем» ярӑмра кӑлармалла. Вӑл чӑвашла, вырӑсла тата акӑлчанла пулӗ.
«Сувар» хаҫат редакторӗ Константин Малышев каласа панӑ тӑрӑх чӑвашсем тутарсенчен вӗсен мультфильмӗсене чӑвашла куҫарма ирӗк илнӗ иккен. Леш хайхи чӑвашла мультфильм хатӗрлеме пулӑшнӑшӑн.
Сӑмах май, «Татармультфильм» студийӗн ӗҫӗсемпе вӗсен сайтӗнче тӳллевсӗрех паллашма пулать.
Сценари страницисем (пайӗ кӑна!)
Хусанта паян Раҫҫей Федерацийӗн халӑхӗсен чӗлхисемпе шкул ачисен вулавӗ тата ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Ӑна Тутарстанӑн вӗренӳпе ӑслӑлӑх министерстви, Тутарстан халӑхӗсен ассамблейи, Тутарстанри халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗ йӗркеленӗ. Унта чӑваш ачисем те хутшӑнчӗҫ. Унта ҫичӗ чӗлхепе докладсем турӗҫ.
Чӑвашла пайра Тутарстанри чӑвашсемсӗр пуҫне Чӑваш Енрисем те килнӗ - Шупашкартан, Йӗпреҫ тата Патӑрьел районӗсенчен. Темӑсенче чӑваш чӗлхи пуласлӑхӗ, К. Ивановӑн пултарулӑхӗ тата ытти пулчӗ.
Мероприяти хӑнасене Хусан тӑрӑр экскурси ирттерсе паллаштарнӑ.
Мускаври чӑваш общественноҫӗ Чӑваш Ене ӑсчахсене тавӑрассипе ҫине тӑрасшӑн иккен. Нумаях пулмасть йӗркеленӗ Мускаври чӑвашсен ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ ҫак енпе ҫине тӑма пуҫласшӑн.
Пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Дмитрий Сорокин сӑмах Чӑваш Енрен хӑй вӑхӑтӗнче Мускава кайса унта пӗлӳ илнисем пирки пынине пӗлтернӗ. Ҫавсене Чӑваш Ене илӗртес тесен вӗсем валли грантсем пӑхса хӑвармалла. Ун валли, паллах, республикӑн влаҫӗсемпе Чӑваш Енӗн вӗренӳ учрежденийӗсем килӗштерсе ӗҫлени кирлӗ.
Ҫут ҫанталӑк ресурсӗсемпе пуян мар республикӑн пуянлӑхӗ — «пӗлӳ экономики» тесе шухӑшлать иккен маларах каланӑ пӗрлешӗвӗн ӑслӑлӑх енӗпе ӗҫлекен ертӳҫи Николай Белов.
ЧР Культура министерстви Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк культурин организацине (ТЮРКСОЙ) кӗресшӗн маррине пӗлтернӗ. Ҫакӑ ведомство «Ирӗклӗх» общество организацийӗ янӑ ҫырӑва хуравланинчен паллӑ. «Ирӗклӗх» ку ыйтӑва ведомствӑна унччен янӑ.
Хуравра акӑ мӗн палӑртнӑ: чӑвашсен пуян культури, унӑн чӗлхи, историйӗ, наци туйӑмӗ тӗрлӗ организацие кӗмесӗрех лайӑх аталанать-мӗн. Культура учрежденийӗсем, пултарулӑх союзӗсем, ӑсчахсем ытти тӗрӗк халӑхӗсемпе ҫыхӑнса ӗҫлеҫҫӗ, ТЮРКСОЙ йӗркеленӗ тӗрлӗ мероприятие, ҫав шутра уявсене те, хутшӑнаҫҫӗ.
Ведомствӑра палӑртнӑ тӑрӑх, ТЮРКСОЙ организацие кӗменни чӑваш культурине аталанмашкӑн ура хунине пӗлтермест. «Ирӗклӗх» ыйтнине хирӗҫлемелли урӑх салтавсене кӑтартман.
Палӑртмалла: паян Чӑваш Республики Раҫҫейре — тӗрӗк культурин организацине кӗмен пӗртен пӗр тӗрӗк республики. «Ирӗклӗх» министерствӑна янӑ ыйтура ТЮРКСОЙ организацине кӗни тӗрӗк ҫӗршывӗсемпе культура, ӗҫ тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнӑва анлӑлатма пулӑшнине палӑртнӑ.
«Ирӗклӗх» министерство хуравне мӑшкӑл вырӑнне йышӑнать. Общество председателӗ Дмитрий Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, культура министерстви республикӑри лару-тӑруран аякра, чиновниксемшӗн чӑваш культурин аталанӑвӗ пур пӗрех.
ВВС корреспонденчӗ Марк Страттон Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи республикӑсене ҫитсе унти вырӑс мар халӑхсем епле пурӑннипе кӑсӑкланнӑ. Кун пирки BBC News сайтӗнче хыпарланӑ.
«Раҫҫей сахалтан та 190 этнос ушкӑнӗ пурӑнакан ҫӗршыв», — тесе ҫырнӑ иккен Страттон. Наци сӗмӗллӗ ыйтӑва Мускав хурласа йышӑннине кура вак халӑхсен Раҫҫейре пурӑнма еплерех иккенне пӗлес тӗллев лартнӑ иккен BBC корреспонденчӗ.
Страттон Раҫҫей республикисенче хӑйсен парламенчӗ пур пулин те республика ертӳҫисене юлашки вӑхӑтра ҫӗршыв пуҫлӑхӗ лартнине палӑртса хӑварнӑ. Ҫапла туни, Страттон шучӗпе, наци ыйтӑвӗсене татса панӑ чух республикӑсене Мускава пӑхӑнтарасшӑннипе ҫыхӑннӑ имӗш.
BBC корреспондентне Чӑваш Енре акӑлчан чӗлхин преподавателӗ Тамара Воробьева ертсе ҫӳренӗ. Вӑл Раҫҫей Чӑваш Ене колоние илменнине, вӑл ӑна чӑваш культурине сыхласа хӑварма пулӑшнине палӑртнӑ. «Раҫҫей йышӗнче эпир телейлӗ, хамӑра хӗснине нихӑҫан та сисмен», — тенӗ Воробьева.
Страттонпа калаҫнӑ хӗрарӑм шучӗпе СССР саланнӑ хыҫҫӑн Чӑваш ен чӗрӗлме тытӑннӑ. Хӑй сӑмахне ҫирӗплетме вӑл чӑваш чӗлхине шкулта вырӑс чӗлхипе тан вӗрентнине, урамра вывескӑсене икӗ чӗлхепе ҫырнине илсе кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |