Виҫӗмкун, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне палӑртрӗ. Пирӗн тӳре-шара ку кун пирки ытлашшиех пӗлменнипех пулӗ унпа ҫыхӑннӑ мероприятисем сахалтарах иртеҫҫӗ. Ҫавах та пушшех те маннӑ теме май ҫук — хӑш-пӗр халӑх пӗрлӗхӗсем ӑна палӑртаҫҫех.
Ак ӗнер те, нарӑсӑн 22-мӗшӗнче, ҫак уява халалласа «Хавал» пӗрлӗх конференци ирттерчӗ. Вӑл 10 сехетре Чӑваш наци вулавӑшӗн халӑхсен туслӑхӗн пӳлӗмӗнче пуҫланчӗ.
Чи малтанах пӗрлӗх ертӳҫи Александр Блинов «Хавалӑн» тӗллевӗсемпе паллаштарчӗ, вӗсене мӗн ҫине таянса пурнӑҫласси пирки пӗлтерчӗ. Тӗллевӗсене илес пулсан — вӗсем ҫакнашкал: чӑваш халӑхне хӑйӗн культурипе тата чӗлхипе мӑнаҫланма хӑнӑхтарасси, ҫывӑракан чӑвашлӑх туйӑмне вӑратасси тата ытти те. Ку ӗҫе «Хавал» ытти халӑхсене, культурӑсене тата тӗрлӗ тӗнсемпе харпӑр ҫын шухӑшӗсене хисеплесе ӗҫлеме шантарать.
Конференцире «Хавалӑн» проекчӗсене пӑхса тухрӗҫ — вӗсене мӗнле шая туса ҫитернӗ, мӗн чӑрмантарать. Сӑмахран, Forvo проектра чӑвашла сасланӑ сӑмахсене ытти проектрисем хуратнине пӗлтерчӗҫ. Ҫавӑн пекех хавалҫӑсем чи анлӑ сарӑлнӑ чӑваш ячӗсен кӗнекине хатӗрлессипе, чӑваш чӗлхипе усӑ курман предприятисене ҫыру ҫырассипе, чӑваш чӗлхипе усӑ куракан хуҫалӑхсене тав туса ҫыру ярассипе, тӗрлӗ пӗчӗк видеороликсем тӑвассипе ӗҫлеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ҫул умӗн Таллинн хулинчи (Эстони) наци культура обществисен «Лира» пӗрлешӗвӗ «Полет Синей птицы» (чӑв. Телей кайӑк ҫулӗпе) ҫамрӑк талантсен ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Вӑл кӑҫалхипе Эстоние 21-мӗш хут пухӑннӑ — конкурс ҫулсеренех иртет.
Хальхинче унта Раҫҫейрен, Беларуҫран, Латвирен тата Эстонин тӗрлӗ хулинчен килнӗ конкурсантсем ӑмӑртнӑ. Нарвӑри «Нарспи» чӑваш обществинчен Алина Кузнецова хутшӑннӑ — ҫӗнтерупе таврӑннӑ. Анне ҫинчен чӑвашла юрӑ жюрине те килӗшнӗ, куракансене кӑмӑлне те кайнӑ. Ҫапла май вӑл «Наци культурине упранишӗн» диплома тивӗҫнӗ.
Самар облаҫӗнче чӑвашсем ача йышлӑ ҫуратакан урӑх халӑх ҫук та иккен. Статистсем хӑш халӑх ҫемйинче мӗн чухлӗ ача пулнине тишкернӗ те ҫакӑн пек пӗтӗмлетӳ тунӑ. Ку кӑтарту паянхи лару-тӑрӑва уҫӑмлатакан цифра мар-ха. Виҫӗ ҫул каяллахиех. Тупнӑ хӑҫанхи пирки калаҫмалли тейӗҫ, тен, теприсем. Ҫапла та пулӗ-ха. Ҫапах та вӑл цифрӑна Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырав тӑрӑх илсе кӑтартнине палӑртмалла — унтанпа халӑх йышне ҫавӑн пек калӑпӑшлӑн шутламан-ҫке.
Самар облаҫӗнче пурӑнакан пин хӗрарӑм пуҫне ике пине яхӑн ача тивет иккен. Ирҫесен ку кӑтрату 1878-па танлашнӑ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — 1787 ачаллӑ казахсем, тӑваттӑмӗшӗнче — 1754-ллӑ узбексем. Вырӑс хӗрарӑмӗсем вара сахал ҫуратаҫҫӗ: пин хӗрарӑм пуҫне пӗтӗмпе те 1410 пепке лекнӗ.
Пушкӑрт Республикинчи Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче нумаях пулмасть обществӑлла ҫӗнӗ организаци йӗркеленнӗ. «Пушкӑртстан Республикинчи Стерлитамак хулин чӑваш наципе культура автономийӗ» ят панӑскерӗн тӗллевӗ шутне культурӑна упрассине тата аталантарассине кӗртнӗ, ҫутӗҫ тата культура учрежденийӗсем йӗркелессине кӗртнӗ. Общество организацине Федор Кузьмин ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулса Геннадий Тимофеев (Челпир) тӑрӑшӗ.
Автономи чӑвашла теле- тата радиокӑларӑмсем йӗркелеме палӑртать. Культурӑпа массӑллӑ информацисем ирттерессипе те ҫине тӑрӗ.
Килӗштерсе ӗҫлес ыйтусемпе тата сӗнӳсемпе Стерлӗ хулинчи Днепроски урамри 7-мӗш ҫуртра выранаҫнӑ 1-мӗш офиса пыма ыйтаҫҫӗ. Вырсарникун автономи канать иккен. Телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: 8-917-042-41-99 е 8-917-481-26-55.
И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ В.А. Васильев Хӗвеланӑҫ Ҫӗпӗре тухса кайнӑ чӑвашсем пирки тӗпчесе пӗлнӗ иккен.
Вӑл Тӗмен облаҫӗнчи Нижнетавдински районӗнчи виҫӗ ялти — Пӗчӗк Хуторти, Пысӑк Хуторти тата Канашри — чӑвашсемпе кӑсӑкланнӑ. Ӑна Тӗмен тӑрӑхӗнчи О.Н. Тангаев журналист тата облаҫри чӑвашсен «Тӑван» общество организацийӗн вице-президенчӗ В.П. Тимофеев нумай пулӑшнӑ-мӗн.
Чӑваш Енрен Ҫӗпӗр тӑрӑхне ҫынсем Атӑлҫи тӑрӑхне 1921 ҫулта пырса ҫапнӑ выҫлӑх вӑхӑтӗнче тухса кайнӑ иккен. Унта кайнисенчен ытларахӑшӗ — хальхи Элӗк, Вӑрнар тата Красноармейски районӗн территорийӗнче пурӑннӑ чӑвашсем-мӗн. Йышлӑ куҫса кайнӑ тапхӑр вара ял хуҫалӑхне коллективизациленӗ вӑхӑта лекнӗ. Чӑваш Енри техникумсене тата аслӑ шкулсене пӗтернӗ яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа унта ӗҫлеме янипе те Ҫӗпӗр тӑрӑхне пирӗн партисем лекнӗ.
Тӑван халӑхӗн культура эткерлӗхне упраса хӑварассишӗн Ҫӗпӗр тӑрӑхӗнчи «Тантӑш» фольклор коллективӗ те нумай ӗҫ туса ирттерет иккен. Ӑна йӗркелесе яни ҫитес ҫулхи ҫу уйӑхӗнче чӗрӗк ӗмӗр ҫитет.
«Хӗрлӗ парӑс» уйлӑха ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчи тата чикӗ леш енчи чӑваш диаспорин ачисене ҫулсеренех канма пухаҫҫӗ. Кӑҫал вӗсен кану тапхӑрӗ ҫак уйӑхӑн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, смена утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Канма Пушкӑрт тата Тутар, Мари Эл, Беларуҫ республикисенчен, Ӑренпур, Пенза, Самар, Сарту, Чӗмпӗр облаҫӗсенчен тата Мускав хулинчен 46 ача килсе ҫитнӗ. «Хӗрлӗ парӑса» лекиччен вӗсен хӑйсен пултарулӑхне тӗрлӗ енпе кӑтартма тивнӗ. Мӗншӗн тесен уйлӑха килмелли путевкӑсемпе вӗсене пултарулӑх конкурсӗсенче палӑрнӑшӑн хавхалантарнӑ.
Вӗсемпе республикӑн культура министрӗ Вадим Ефимов тӗл пулнӑ.
«Сывлӑх сунатпӑр», — тесе кӗтсе илнӗ вӗсем министра. Пысӑк хӑнана вӗсем туслӑх сулли парнеленӗ. Уйлӑхра канакансене Вадим Петрович республикӑн культура пурнӑҫӗ, Чӑваш Енӗн паллӑ вырӑнӗсемпе ҫыннисем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
Уйлӑхра вӑхӑта ирттернӗ вӑхӑтра ачасем республикӑри пултаруллӑ чӑвашсемпе тӗл пулӗҫ, ҫӗннине-кӑсӑклине самай пӗлӗҫ.
Сӑнсем (10)
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян, акан 18-мӗшӗнче, «Чӑваш халӑхӗпе чӗлхемӗре упраса хӑварас тесен мӗн тумалла?» ҫавра сӗтел иртрӗ. Унта институтра вӑй хуракан ӑсчахсемсӗр пуҫне МИХ ӗҫченӗсем, ытти хастар ҫынсем хутшӑнчӗҫ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Алос и Фонт Эктор, Александр Васильевич Блинов, Геннадий Анатольевич Дегтярёв, Александр Валерьянович Кузнецов, Николай Иванович Егоров пулчӗҫ.
Калаҫӑва пӗтӗмлетнӗ май ҫак сӗнӳсене палӑртас килет:
◇ чӑваш чӗлхине аталантарма чӗлхеҫӗсене кӑна мар, ытти отрасльсенче ӗҫлекенсене те явӑҫтармалла;
◇ патшалӑх тытӑмӗнче чӗлхе политикипе ӗҫлекен пай йӗркелемелле;
◇ чӗлхене хӳтӗлес тӗлӗшпе граждан обществине ӗҫлеттерме тӑрӑшмалла, унпа тӑтӑш ҫыхӑну тытмалла;
◇ чӗлхеҫӗсене хатӗрленӗ ӗҫре паянхи студентсене ытти аслӑ вӗренӳ заведенийӗсене те унти опытпа паллашма яма тӑрӑшмалла;
◇ ачана чӑвашла вӗрентесси кашнин тивӗҫӗ пулмалла («ӑнланать» тенипе ҫырлахмалла мар);
◇ чӑваш чӗлхине документлас ӗҫе хутшӑнтармалла;
◇ чӑваш чӗлхине хӳтӗлес тӗлӗшпе ирттерекен ҫавра сӗтелсене ҫулталӑкне пӗрре мар, сахалтан та тӑватӑ хут йӗркелемелле;
◇ тата ытти тӗрлӗ сӗнӳсем.
Тетелти «Ирӗклӗ сӑмах» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх Раҫҫейри киосксенче чӑваш тумӗпе паллаштаракан журнал сутӑнма пуҫланӑ. Ӑна De Agostini издательство ҫурчӗ (Итали) кӑларнӑ иккен. Журналпа пӗрле туянакана фарфортан тунӑ пукане те лекет.
Ку кӑларӑмра (шучӗпе 27-мӗш) вулакан чӑваш тумӗпе ҫеҫ мар, пирӗн халӑх йӑли-йӗркипе те паллашма пултарать — тӗн, вӑйӑсем, тӗпелӗ пирки ҫырса кӑтартнӑ. Журнал чӑвашсен кун-ҫулне ҫутатса панипе уҫӑлать.
De Agostini издательство ҫуртне 1901 ҫулта никӗсленӗ, Раҫҫейре вӗсем 2004 ҫултанпа ӗҫлеҫҫӗ. «Куклы в народных костюмах» (чӑв. «Халӑх тумне тӑхӑннӑ пуканесем») журнала Раҫҫейсӗр пуҫне Ураинӑра, Белоруссинче тата Казахстанра сутаҫҫӗ.
Чӑваш наци телекуравӗ чӑвашла кӑларӑм йышне ӳстерсе-хушӑнтарсах пырать. «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ку эрнере «Ҫапла пултӑр!» ток-шоу эфира пӗрремӗш хут тухать. Калаҫу теми — «Чӑваш наци политики малашне мӗнле пулмалла?» Ӑна сӳтсе явма сумлӑ экспертсем — Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Г.Архипов, «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ, ЧНК вице-президенчӗ А.Леонтьев, «Сӑвар» фонд вице-президенчӗ В.Тяпкин, Тӗрӗк халӑхӗсен конгресӗн вице-президенчӗ О.Цыпленков, Н.Лукианов юрист, В.Станьял ӑсчах — хутшӑнаҫҫӗ.
Кӑларӑма Т.Ильинапа Г.Максимов ертсе пыраҫҫӗ.
«Ҫапла пултӑр!» кӑларӑм чӳкӗн 23-мӗшӗнче 18 сехет те 45 минутра эфира тухать.
Самарти Атӑлҫи патшалӑх социаллӑ-гуманитари академийӗ нумай пулмасть «Ейӗкпе Атӑлҫи хушшинчи халӑхсем: этнос кун-ҫулӗ тата культури» ятлӑ электронлӑ информаципе тӗпчев хатӗрне туса ҫитернӗ. Унти хӑш-пӗр пайпа халь nup.pgsa.ru сайтра паллашма пулать.
Пӗлӳ пухмачӑн тӗп пайне Екатерина Ягафовӑн материалӗсем йышӑнаҫҫӗ — 1993-2008 ҫулсенче вӑл Чӑваш Енри, Тутарстанри, Пушкӑртстанри, Удмуртири, ҫавӑн пекех Киров, Пенза, Самар, Ӗремпур, Чӗмпӗр, Сарӑту облаҫӗсенчи ялсенче тӗпчев ҫулҫӳревӗнче ҫӳренӗ, чӑваш, ҫармӑс, ирҫепе макшӑ, удмурт, тутар, вырӑс халӑхӗсен йӑлисене тишкерсе чылай материал пухнӑ.
Пӗлӳ пухмачне пурӗ 20 сехет ытла сасӑ материалӗ, 10 сехет ытла курӑмҫыру, 1 300 сӑнӳкерчӗк кӗнӗ, вӗсенче халӑхсен историйӗ, йӑли-йӗрки, паянхи пурнӑҫ сӑнланса юлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |