Чӑваш Енре ҫуралнӑ ҫамрӑк ӳнерҫӗ Асамат Балтаев, халӗ Чехире пурӑнаканскер, Фаберже династине пуҫараканӗ 200 ҫул ҫитнине халалланӑ коллекци авторӗ пулса тӑнӑ.
Асамат 23 ҫулта. Чехире 8 ҫул пурӑнать. Унта вӑл Яблонец-нал-Нисой хулинчи ӳнерпе промышленноҫ колледжӗнче вӗренет. Хӑйӗн пирвайхи ӗҫне Асамат 3-мӗш курсра хатӗрленӗ. Асаматӑн эскизӗсем тимӗр укҫа шӑратас енӗпе иртекен конкурссенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ. Халӗ вӑл Чехири укҫа ҫапакан ҫуртпа килӗштерсе ӗҫлет.
Асамат Балтаев Фаберже ҫурчӗ валли хатӗрленӗ эскиз тӑрӑх шӑратнӑ ылтӑн медале Александр Белов ювелирпа пӗрле тунӑ. Унӑн хакӗ 37,5 кронпа танлашнӑ.
Медалӗн пӗр енче — Густав Фабержен портречӗ. Ку Асаматӑн пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗсенчен пӗри. Медале ҫӑмарта ӑшне вырнаҫтарӗҫ. Асамат Балтаев каланӑ тӑрӑх, кунашкаллине хальлӗхе никам та туман.