Шӑматкун Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче «Раҫҫей чӑваш пики» конкурс иринӗ. Кӑҫал кам ҫӗнтернӗ-ха?Муркаш тӑрӑхӗнчи Дарья Дмитриева. Дарьйӑна тинӗс хӗрринче канмалли путевкӑпа чысланӑ.
Палӑртса хӑварар: кӑҫал илем конкурсне 16 чиперкке хутшӑннӑ. Вӗсем – Чӑваш Енри тӗрлӗ округран, Тутар Республикинчен, Чӗмпӗр, Пенза, Тюмень облаҫӗсенчен.
Чӑваш Енре пӗр-пӗр спектакле, концерта е курава хулана каймасан та курма пулать. Пирӗн тӑрӑхра кашни эрнере «Культурная среда» (чӑв. Культура хутлӑхӗ) проект пурнӑҫа кӗрет. Ҫавна май пултарулӑх коллективӗсем муниципалитетсене ҫитсе хӑйсен ӗҫӗсене кӑтартаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли хальхинче Вӑрнара ҫитнӗ. Унта артистсем «Вокальная карта Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен вокал карти) музыка проекчӗпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андрей Макаров, симфони капеллин хорӗн артисчӗсем Вера Иванова, Лия Александрова, Юрий Унегеров, Вячеслав Вахтеркин чӑваш композиторӗсен кӗвӗленӗ юрӑсене шӑрантарна. Оркестр артисчӗсем Илья Алексеев (аккордеонпа), Максим Нелюбин (сӗрме купӑспа) паллӑ кӗвӗ-ҫеммӗпе паллаштарнӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗн «Мерчен» музыка хӑна пӳлӗмӗнче Земфира Яковлеван «Тури чӑвашсен музыка фольклорӗ» чӑваш халӑх юррисен антологийӗн презентацийӗ иртнӗ.
Земфира Кузьминична — педагог, фольклорист, наци йӑла-йӗрке музыка культурине пухаканӗ тата тӗпчевҫи, Раҫҫей халӑх ҫутӗҫӗн отличникӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ тата тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.
Кӗнеке уявне республикӑри культурӑпа наукӑн тата вӗрентӗвӗн паллӑ ӗҫченесем, пултарулӑх интеллигенцийӗ, журналистсем пуҫтарӑннӑ.
«Тури чãвашсен юрри-кӗвви фольклор» – тури чӑвашсен чӑваш музыка фольклорӗн юрӑ антологийӗ. Кӑларӑма Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Элӗк, Муркаш, Красноармейски, Вӑрнар тӑрӑхӗсенчи этнографи экспедицийӗсем пынӑ вӑхӑтра пухса пына материалсем кӗнӗ.
Чӑваш Республикин ачасемпе ҫамрӑксен вулавӑшӗнче Дмитрий Моисеевӑн «Хуҫасӑр ҫуртри сехет сасси» ҫӗнӗ кӗнекине хӑтланӑ.
Автор халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «мероприятие вулавӑш ӗҫченӗсем ят-сумлӑ чӑвашсене йыхравланӑ. Вӗсен йышӗнче — Чӑваш халӑх поэчӗсем Юрий Сементер, Раиса Сарпи, кӗнекен редакторӗ Ольга Австрийская, ЧР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Арсений Тарасов, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Альбина Юрату, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗсем Николай Осипов, Ольга Скворцова...».
Унта ҫавӑн пекех ҫамрӑксем хутшӑннӑ.
Шупашкарти 33-мӗш шкулта 9 класра вӗренекен Максим Козлов Раҫҫей шайӗнчи конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ.
Талпӑнуллӑ ҫак яшӑн ертӳҫи – чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекен Ирина Диарова.
Ирина Алексеевна вӗренекенӗ «Венна пуканӗсем чӑваш ялӗнче»
хӑйӗн тӗпчев ӗҫӗпе жюри членӗсене ҫеҫ мар, итлекенсене те тӗлӗнтернӗ.
Сӑмах май каласан, Ирина Диаровӑпа унӑн вӗренекенӗсенчен пӗри, хастар Максим, ытти конкурсра та палӑрать.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Халӑх ӑс-хакӑлӗн ахах-мерченӗ. Жемчужины народной мудрости» кӑларӑм пичетленсе тухнӑ. Ку хыпара Кӗнеке издательствин ӗҫченӗ Ольга Иванова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ, чӑн та, пуян. Юрри-такмакӗпе, юмахӗ-халапӗпе, шӳтлевӗ-витлевӗпе, ваттисен сӑмахӗсемпе, тупмалли юмахӗсемпе.
Маларах асӑнса хӑварнӑ кӑларӑма кӗнӗ материалсем — Никита Романов (1905–1960) педагог пухса хатӗрленӗскерсем иккен. Кӗнеке редакторӗ – Владимир Степанов. Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тимленипе кун ҫути кӑтартнӑ. Унта 2500 ытла ваттисен сӑмахӗпе каларӑш тата 1700 ытла тупмалли юмах кӗнӗ.
Паян, раштавӑн 7-мӗшӗнче, «Хавал» ушкӑн И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче шкул ачисен «Хавал» ӑслӑлӑхпа практика 2-мӗш конференцине ирттернӗ. Кун пирки Алина Петрова вӗрентекен халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Конференци 4 секципе ӗҫленӗ.
«Тӑван тавралӑх» секцире Элӗк районӗнчи Анастасия Емельянова 9-11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче 1-мӗш вырӑн ҫӗнсе илме пултарнӑ.
Чӑваш ёлки Кировра иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ёлка фестивальне хутшӑнать.
Паян, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, «Киров – Новогодняя столица России» (чӑв. Киров – Раҫҫейри Ҫӗнӗ ҫулӑн тӗп хули) фестивале презентациленӗ. Ун вӑхӑтӗнче ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи 89 ёлкӑпа паллаштарӗҫ. Кашни ёлкӑна халӑх теттисемпе илемлетнӗ. Чӑваш ёлки те вӗсенчен ним те кая мар.
Фестиваль кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Тайгари ялта, Иркутск облаҫӗнчи Тайшет районӗнчи Джогино ятлӑ чӑваш ялӗнче, чӑваш культурин музейӗ уҫӑлнӑ. Вӑл пысӑках мар пулин те хӑтлӑ.
Музейра ӗлӗк чӑвашсем усӑ курнӑ хатӗр-хӗтӗре курма, пулать. Вӗсене ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫынсем парнеленӗ.
Музей уҫӑлнӑ хыҫҫӑн лармана пухӑннӑ. Унта ачасене наци кухнипе, йӑли-йӗркепе паллаштарнӑ, юрланӑ-ташланӑ.
Хальхи вӑхӑтра Джогино ялӗнче 600 яхӑн ҫын пурӑнать. Ӑна 1912 ҫулта Чӑваш Енрен куҫса кайнӑ ҫынсем пуҫарса янӑ.
Елчӗк округӗнче «Елчӗк ен пики» илем конкурсӗ иртнӗ. Унта 6 пике хутшӑннӑ.
«Елчӗк ен пики» ята Елчӗкри Елизавета Молодова ҫӗнсе илнӗ.
«Вице-Елчӗк пики» номинацире Виктория Романова мала тухнӑ. «Куракансем кӑмӑлланӑ пике» – Дарья Мулгачева,«Сӑпайлӑ пике» – Дарья Антонова, «Илӗртӳллӗ пике» – Юлиана Петрова, «Пултаруллӑ пике» Виктория Спиридонова пулса тӑнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |