Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.7 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: чӑвашлӑх

Чӑвашлӑх
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Зоя Игнатьева – чӑн-чӑн алӑ ӑсти. Вӑл ӑсталанӑ япаласем куҫа илӗртеҫҫӗ.

Зоя Ивановна 20 ҫул ӗнтӗ хӑйне евӗр сувенирсем ӑсталать: панно, ӳкернӗ турилккесем, шӑнкӑравсем, шӑхличсем, магнитсем... Ҫаксене йӑлтах вӑл чӑваш эрешӗпе илемлетет.

Унӑн ӗҫӗсене республикӑра пурӑнакансем кӑна мар, хӑнасем те кӑмӑллаҫҫӗ: туристсем сувенирсене туянса пӗрле илсе каяҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-194537172_24184
 

Чӑвашлӑх

Хусанти Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртӗнче чӑваш культурин кунӗсем иртеҫҫӗ. Унта килнӗ хӑнасем чӑваш тӗррипе паллашнӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем ӗлӗкхи йӑлана аса илсе улах ларнӑ. Унта фольклор коллективӗсем хутшӑннӑ.

Ку кӑна мар, чӑваш эстрада артисчӗсен концерчӗ те иртнӗ. Паян вара Раҫҫей тата Тутар Республикин халӑх художникӗн Владимир Акимовӑн куравӗ ӗҫлеме пуҫланӑ.

Ыран вара «Тутарстан чӑваш пикине палӑртӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Культура
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
chgign.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ кӗслепе паллаштаракан кӗнеке хатӗрлесе кӑларнӑ.

«Кӗсле – музыкальный инструмент чувашского народа в истории и современной культуре» кӑларӑм авторӗ — искусствоведени докторӗ Михаил Кондратьев.

Ҫӗнӗ кӑларӑма 500 экземплярпа кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене социаллӑ пӗлтерӗшлӗ литературӑна пичетлеме федераци хыснинчен паракан субсиди укҫипе Чӑваш кӗнеке издательствинче пичетленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://chgign.ru/a/news/6278.html
 

Культура

Чӑваш Енре чӑвашла ҫырнӑ пьесӑсен конкурсне пӗтӗмлетнӗ.

«Аслисем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Владислав Николаевӑн «730 калтапа 730 йӗпвӑрри» пьесине суйласа илнӗ.

«Ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫырнӑ чи лайӑх пьеса» номинацире Александр Степановӑн «Юрпике: хӗл юмахӗ» пьесине ҫитекен ӗҫ пулман.

Ҫӗнтерӳҫӗ авторсене 100-шер пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ.

 

Чӑвашлӑх

Аван уйӑхӗн 6-мӗшӗнче чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра, Тутарстанри Теччӗ районӗнчи Кӑнна Кушки ялӗнче, Чӳклеме ирттерӗҫ. Кун пирки Константин Малышев халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.

Хӑнасене 11 сехетре кӗтсе илӗҫ. Концерта халӑх ташшин «Сувар» ансамблӗ, халӑх ташшин «Суварята» ача-пӑча ансамблӗ хутшӑнӗҫ

Ҫавӑн пекех ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, чӑваш эстрада юрӑҫине Алексей Шадрикова чӗннӗ.

Кунсӑр пуҫне «Кӗр кӗреки», «Кӗр мӑнтӑрӗ» куравсем пулӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall147419332_8326
 

Чӑвашлӑх
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Дизайнер тата ҫӗвӗҫ Вероника Павлова чӑваш наци эрешӗсем тата пуҫ хатерӗсем ӑсталать.

Вӑл хӑйӗн ӗҫӗсенче йӑлана кӗнӗ эрешсемпе тата техникӑпа усӑ курма тӑрӑшать. Ҫапла ӑстаҫӑ йӑх-несӗлӗмӗрсен йӑлине кӑтартса ӑна упраса хӑварасшӑн.

Унӑн ӗҫӗсемпе паллашас килет-и? «Контактра» халӑх тетелӗнче унӑн страницине кӗрсе пӑхма пултаратӑр: https://vk.com/id89724295.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-26141624_59757
 

Чӑваш чӗлхи
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

«Ми-ми-Мишки» мультфильма чӑвашла малалла куҫарма укҫа ҫитмест иккен. Кун пирки ҫак йӗркесен авторӗ Шупашкарти шкулта чӑваш чӗлхи учителӗнче ӗҫлекен Александр Степанов халӑх тетелӗнче хыпарлани тӑрӑх пӗлчӗ.

Спонсорсен укҫи пӗтнӗ, ҫавна май ӗҫ чарӑнса ларнӑ-мӗн. Ку мультфильма кӑна мар, право хуҫисем ирӗк парсан «Фиксики» е «Машӑпа упа» та куҫарма пулать тесе пӗлтернӗ.

Мультфильма чӑвашла куҫарма ниме майӗпе укҫа пуҫтараҫҫӗ иккен. Пухаканӗ — Владимир Андреев.

Тепӗр 10 сери куҫарма 300 000 пин пухма ятарлӑ счёт уҫнӑ.

 

Культура
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ
Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫурчӗн сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкар районӗчи Кӳкеҫре фольклор уявӗ иртнӗ. Вӑл ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, пулнӑ.

Фольклор уявне Кӳкеҫ поселокӗн кунне палӑртнӑ май йӗркеленӗ. Унта Шупашкар тӑрӑхӗнчи фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнса пынӑ.

Иккассинчи халӑх пултарулӑх ҫуртӗнчи «Шупуҫ» фольклор коллективӗ те хутшӑннӑ. Коллектив ертӳҫи — Иван Васильев.

 

Чӑваш чӗлхи
Анна Егорова старницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Анна Егорова старницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтне чӑваш чӗлхи вӗрентекенсем пуҫтарӑннӑ.

Институт ӗҫченӗ Анна Егорова халӑх тетелӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, пуҫтарӑннисем «Тӑван чӗлхесене хальхи вӑхӑтра вӗрентессин ҫивӗч ыйтӑвӗсем: педагогӑн професси ӳсӗмӗн ориентирӗсем» секци ларӑвӗнче актуаллӑ темӑна сӳтсе явнӑ.

 

Чӑвашлӑх
Альбина Юрату архивӗнчи сӑн
Альбина Юрату архивӗнчи сӑн

«Чунташсем» черетлӗ «Чунҫӳреве» кайма тухнӑ. Кун пирки Альбина Юрату сӑвӑҫ «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче пӗлтернӗ.

Вӗсем паян ирхине ҫула тухнӑ. Карачай-Черкессине ҫитиччен Шӑмӑршӑра, Домбайра,Волгоградра, Элистӑра, Карачайра чарӑнӗҫ.

«Пирӗн йӑх-несӗлсен ҫӗрӗ тӑрӑх утӑпӑр, хамӑрӑн авалхи пӑлхар историне аса илӗпӗр», – тесе ҫырнӑ Альбина Юрату.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall48754385_25212
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, ... 246
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ҫӗртме, 22

1991
35
Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та