Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Канаш округӗнче пурӑнакан Алексеевсем ылтӑн туйне хӑйне евӗр паллӑ тума шухӑшланӑ. Вӗсем ЗАГСа юбилярсен Хисеп кӗнекине алӑ пусма чӑваш тумӗ тӑхӑнса пынӑ.
Вӗсен шухӑшне ҫывӑх ҫыннисемпе тӑванӗсем те ырланӑ – хӑшӗ-пӗри ЗАГС чӑваш тумӗпе пынӑ.
Владимир Ивановичпа Зоя Степановна виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ: Сергей, Марина тата Татьяна. Халӗ вӗсем 6 мӑнукпа савӑнса пурӑнаҫҫӗ.
Сергей Иванович ПМК-541 предпряитире ӗҫленӗ. Зоя Степановна вара Горький чукун ҫулӗ ҫумӗнчи ОРСра поварта тӑрӑшнӑ. Пӗр-пӗрне ӑнланса пурӑнаҫҫӗ вӗсем.
