Ҫулсерен «Ҫамрӑксен хули» ҫамрӑксен канашлӑвне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кӑҫал хӑҫан йӗркелесси пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков хушу алӑ пуснӑ.
«Ҫамрӑксен хули» ҫамрӑксен канашлӑвӗ каллех ҫӗртме уйӑхӗнче иртӗ. Аса илтерер: пӗр ҫулхине ӑна кӗркунне ирттернӗччӗ.
Кӑҫал канашлу ҫамрӑксене ҫӗртме уйӑхӗн 5-10-мӗшӗсенче кӗтет. Хальхинче те, унчченхи пекех, вӑл Атӑлӑн сулахай енче «Буревестник» кану базинчи пляжра иртӗ.
Сӑмах май, икӗ ҫул каялла «Ҫамрӑксен хули» ҫамрӑксен канашлӑвне 5 кун чакарма йышӑннӑ. Ҫапах кӑҫал мероприяти унчченхи форматах таврӑнӗ, ултӑ куна тӑсӑлӗ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, «Чӑвашавтотрансӑн» генеральнӑй директорне Сергей Фомичева должноҫран кӑларнӑ. Ҫак хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Паян вара Сергей Фомичев каллех «Чӑвашавтотранс» ертӳҫи пулса тӑнӑ. Иван Моторин каллех хушу алӑ пуснӑ. Хальхинче вӑл Сергей Фомичева «Чӑвашавтотрансӑн» генеральнӑй директорӗн тивӗҫӗсене парасси ҫинчен пулнӑ.
Аса илтерер: 2002 ҫултан пуҫласа 2016 ҫулччен Сергей Фомичев Ханты-Манси автономи округӗнче «Березовнефтепродукт» АУ-ра ӗҫленӗ. Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче вӑл конкурсра ҫӗнтерсе «Чӑвашавтотранс» ертӳҫине ларнӑ. Палӑртмалла: ун чухне предприятире лару-тӑру лайӑхах пулман.
Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене 30-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ. Ку хушӑвӑн проектне ЧР Ӗҫлев министерстви хатӗрленӗ.
Раҫҫей Геройӗсем валли социаллӑ гарантисене тӳлеме федераци хыснинчен уйӑраҫҫӗ, анчах субъектсен хӑйсен те хушма ҫӑмӑллӑхсем пама ирӗк пур. Чӑваш Енри Раҫҫей Геройӗсене Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 73 ҫул ҫитнине халалласа 30 пин тенкӗ парӗҫ. Халӗ пирӗн респубикӑра унашкал виҫӗ ҫын пур: Николай Бударин, Евгений Борисов, Николай Гаврилов.
Николай Бударин ҫак ята 1995 ҫулта «Мир» комплекспа космосра нумай вӑхӑт вӗҫнӗшӗн тивӗҫнӗ. Николай Гаврилов 2002 ҫулта ятарлӑ задание пурнӑҫланӑшӑн Раҫҫей Геройӗ пулса тӑнӑ. Евгений Борисов 2000 ҫулта Ҫурҫӗр Кавказра паттӑрлӑхпа хӑюлӑхшӑн сумлӑ ята илнӗ.
Шупашкарта малашне ҫӗнӗ тупӑ курма май пулӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Т-12 танка хулан муниципалитет харпӑрлӑхне панӑ.
Демилитаризаци процедури хыҫҫӑн 100 миллиметрлӑ тупӑ республика харпӑрлӑхӗнчен хуланне куҫӗ. Ку хушӑва ЧР Министрсен Кабинетӗнче алӑ пуснӑ. Ҫар техникине ӑҫта илсе килесси хальлӗхе паллӑ мар.
Ку тупӑна федераци хыснинчен укҫасӑрах панӑ. Ку хушӑва пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ЧР хӳтӗлев министрӗн ҫумӗ алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Енӗн Общество палатин аппарачӗн ертӳҫине Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче пичетленӗ.
«Правда ПФО» (чӑв. «Федерацин Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи Тӗрӗслӗх») интернет-кӑларӑм пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Николаенкӑна ӗҫрен ярасси пирки Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин хушӑва паян, ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Аса илтерни вырӑнлӑ пулмалла, Татьяна Владимировна Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. 1999 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн хими факультетӗнчен хӗрлӗ дипломпа вӗренсе тухнӑ, 2010 ҫулта вара Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университечӗн юридици факультетне пӗтернӗ. Ку должноҫе вӑл 2015 ҫулта йышӑннӑ. Ун чухне унпа ӗҫ килӗшӗвне 5 ҫуллӑха тунӑ.
Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк министерствин Экологипе ҫутҫанталӑкпа усӑ куракан ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн пуҫлӑхне ӗҫрен кӑларнӑ. Кун пирки Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Светлана Енилина хушу алӑ пуснӑ.
«Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Барсуков ку должноҫе 2011 ҫулта, «НИИ Экологии» йӗркеленсен, йышӑннӑ. Ун чухне вӑл 23 ҫулта кӑна пулнӑ. Пӗлтерхи кӑрлач уйӑхӗнче Владимир Барсукова ӗҫрен кӑларнӑччӗ, анчах темиҫе уйӑхранах каялла лартнӑччӗ.
Палӑртса хӑвармалла, ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн пуҫлӑхӗн пуканне йышӑниччен вӑл «ЕТЕК» пӗрлӗхӗн тӗп директорӗнче ӗҫленӗ, 2010-2011 ҫулсенче «Коммуналлӑ технологисем» пӗрлешӳре специалистра вӑй хунӑ.
Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче ӗҫленӗ прокурора Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ генпрокурорӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ ҫак должноҫ. Чӑваш Енӗн надзор органӗнчи самай ҫӳллӗ пукан тивӗҫлӗ канури Виталий Щетинкин ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Малашне пирӗн республикӑри прокурор ҫумӗ пулса Александр Евграфов тӑрӑшӗ. Александр Евграфов 1966 ҫулта Тутарстанри Аксу районӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче «юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине Тутарстанри прокуратура тытӑмӗнче пуҫланӑ. Тӗпчевҫӗрен пуҫласа прокурора ҫитнӗ. 2006—2008 ҫулсенче вӑл Архангельск облаҫӗнче прркурор ҫумӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Ҫыранҫи Чуллӑ прокурорӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 10 ҫул тӑрӑшнӑ.
Красноармейски районӗнчи Пайсупин ялӗнче пурӑнакан пенсионер «Вилекенсене ҫӑлнишӗн» медале тивӗҫнӗ. Указа РФ Президенчӗ ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Инкек 2015 ҫулхи ҫулла пулнӑ. Ялти пӗр хӗрарӑм пӗве хӗрне килти кӑвакалсене хӑвалама кайнӑ. Асӑрханмасӑр вӑл шыва кӗрсе ӳкнӗ. Пӑтӑрмаха Елизавета Сергеева чӳречерен асӑрханӑ. Хӗрарӑм часрах вырӑна чупса ҫитнӗ. Пӗр шухӑшласа тӑмасӑр шыва чӑмнӑ, кӑвакал хуҫине ҫӳҫрен ярса илнӗ те ҫыран хӗрне туртса кӑларнӑ. Ишме пӗлмен хӗрарӑма унтан вӑл чӗркуҫҫи ҫине хырӑмпа хунӑ та ҫурӑмӗнчен аллипе пусса реанимацилеме тытӑннӑ.
Елизавета Сергеева хӑй вӑхӑтӗнче ҫыхӑну техникумӗнче вӗреннӗ. Телеграф тата хулапа хула хушшинчи ҫыхӑну енӗпе электромеханик пулса тӑрӑшнӑ. Ҫыхӑну ӗҫченӗсен кунне халалланӑ ӑмӑртусенче пӑшалтан тӗл лектерессипе тата шашкӑпа малти вырӑнсене тӑтӑшах йышӑннӑ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн харӑсах икӗ артисчӗ пысӑк чыслава тивӗҫнӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер кӑларнӑ указпа тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене тӗрлӗ майпа наградӑлама йышӑннӑ. Эпир асӑннӑ театр ӗҫченӗсенчен пӗрне, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артистне, Чӑваш Республикин халӑх артистне Василий Павлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистне Александр Степанова (Пӑрттана) вара «Чӑваш халӑх артисчӗ» ят пама йышӑннӑ. Аса илтерер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑл 55 ҫул тултарчӗ. Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑ, Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ Александр Пӑртта «Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ята 2003 ҫулта тивӗҫнӗ.
Шупашкарти Ҫӗнӗ хула текен микрорайонти урамсенчен пӗрне Чӑваш Енри патшалӑхӑн, политикӑн тата обществӑн паллӑ ӗҫченӗн Илья Прокопьевӑн ятне пама йышӑннӑ. Ӗслӗ хута республикӑн тӗп хулин администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.
Илья Прокопьев пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑччӗ. Вӑл ун чухне 91 ҫула кайнӑччӗ. «Пысӑк чун-чӗреллӗ, пултаруллӑ ертӳҫӗн, ячӗ Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн историйӗнче ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑннӑ ҫын», — тесе ҫырнӑччӗ некрологра.
Шӑп та лӑп тепӗр ҫулталӑкран Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Илья Прокпьевӑн ятне асра тытасси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑччӗ. Ҫав хута ӑнлантарнинче Шупашкарти урамсенчен пӗрне Илья Прокопьев ятне парасси пирки те каланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |