
Чӑваш Енӗн промышленность тата энергетика министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна шаннӑ. Ку тилхепене Александр Доманина тыттарнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Паянах Олег Николаев тепӗр хушу та кӑларнӑ. Унпа килӗшӳллӗн вӑл Игорь Воропаева тивӗҫрен хӑтарнӑ. Ӗҫлӗ хутра каланӑ тӑрӑх, Игорь Воропаев урӑх ӗҫе куҫнӑ.
Александр Доманин — 57 ҫулта. Вӑл Шупашкарта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика факультетӗнче вӗреннӗ. Тӗрлӗ ҫулта вӑл лавкка пуҫлӑхӗнче, Шупашкарти электроаппаратура савутӗнче финанс тата экономика енӗпе ӗҫлекен пуҫлӑхӗ, ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗн ҫумӗ, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министрӗ, «Чувашкредитпромбанкӑн» президенчӗ пулнӑ.

Чӑваш Енре Аслӑ экономика канашӗ ӗҫлеме тытӑнӗ. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Фейсбукра пӗлтернӗ. Хушӑва вӑл ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«Сӑмахран ӗҫ патне: паян Аслӑ экономика канашне йӗркелесси ҫинчен калакан хушу алӑ пусрӑм. Аса илтеретӗп, унӑн тӗллевӗ — хисеплӗ экспертсемпе Чӑваш Ен экономика аталанӑвӗн стратегине хатӗрлемелле тата пурнӑҫа кӗртмелле. Кӗҫех канаш йышӗ паллӑ пулӗ тата унӑн пӗрремӗш ларӑвӗ иртӗ. Кайран ӗҫе пуҫӑнмалла тата тӑван республикӑра пурӑнакансен интересӗсене тӗпе хуракан результатсем пулмалла»

Чӑваш Ен Правительствинче кадр улшӑнӑвӗсем малалла пулса иртеҫҫӗ. Министр тивӗҫне пурнӑҫланисене унччен пӗр вӑхӑт ҫине-ҫинех ылмаштарнӑ хыҫҫӑн пӗр вӑхӑт никама та тӗкӗнменччӗ. Ҫавна кура ытти министр хӑй пуканне ҫухатмӗ тесе шухӑшлакансем те пулчӗҫ.
Ӗнер, нарӑсӑн 20-мӗшӗнче, черетлӗ йышӑну тунӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ Сергей Кудряшова ӗҫрен кӑларнӑ. Министр тивӗҫне пурнӑҫлама Сергей Яковлева шаннӑ.
Famous-scientists.ru сайтра Сергей Яковлев ятлӑ ҫын тупӑнчӗ. Вӑл — юридици ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. 1977 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх экономика университечӗн Шупашкарти филиалӗн директорӗнче ӗҫлет тесе ҫырнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра Сергей Яковлев юлашки ҫулсенче Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн проректорӗ пулнине асӑннӑ.

Элӗк районӗнчи Кармал ялӗнче чӗрчунсен урнӑ чирне тупса палӑртнӑ. Ҫавна май ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паянтан унта карантин пулнине палӑртакан хушӑва алӑ пуснӑ.
Карантин юлашки чирленӗ чӗрчун сывалсан 2 уйӑхран вӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта Кармалта йытӑсемпе кушаксен куравне йӗркелеме, чӗрчунсене зоопарка илсе каймашкӑн тытма, килти выльӑх-чӗрлӗхе сутма, кушаксемпе йытӑсене ял территорийӗнчен илсе тухма юрамасть.
Кармал ялӗнче мӗне пула урнӑ чир тупса палӑртнине хальлӗхе тӗнче тетелӗнче пӗлтермен.

Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссийӗн пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, иртнӗ эрнере Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева Гостехнадзорӑн пуҫлӑхӗ пулма шанчӗҫ. Ҫавна май вӑл администрацинчи ӗҫе пӑрахрӗ. Анчах Шупашкар районӗ епле ӗҫлесе пынине вӑл сӑнаса пыма шантарнӑ. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидата суйламалли комисси йышне ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — социаллӑ политика мониторингӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Маскин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов, Чӑвашресовпроф ертӳҫи Василий Харитонов кӗнӗ.

Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫрен кайни пирки сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫрен кайнине урӑх ӗҫе вырнаҫассипе сӑлтавланӑ. 56 ҫулти Владимир Димитриев район администрацийӗнче 2016 ҫултанпа ӗҫленӗ, пуҫлӑх тивӗҫне икӗ ҫула яхӑн пурнӑҫланӑ.
Ӗнер каҫхине влаҫ органӗсен порталӗнче Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушу тухнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Владимир Димитриев Гостехнадзорӑн регионти уйрӑмне ертсе пырӗ.
Сӑмах май, вӑл ку ведомствӑра 2003-2016 ҫулсенчеч ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 10 ҫул ертсе пынӑ.

Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ пулса ӗҫленӗ (ЧР Правительствине оставкӑна янӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ) Владимир Викторова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Владимр Степанова лартнӑ.
Республикӑн сывлӑх сыхлав отрасльне Владимир Николаевич 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ертсе пынӑччӗ.
Владимир Викторов — Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Вӑл чылай ҫул Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра стоматологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Унтан Шупашкарти хула стоматологийӗн (ун йышне хулари чылай поликлиника кӗрет) тӗп врачӗнче ӗҫленӗччӗ.

Чӑваш Енри тата икӗ министр пукансӑр юлнӑ. Хушусене республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хутсене Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ.
30-мӗш номерлӗ хушупа Алексей Грищенкона, 31-мӗш номерлипе Наталья Тимофеевӑна ӗҫрен кӑларнӑ.
Аса илтерер: Алексей Грищенко республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ, Наталья Тимофеева – юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн тивӗҫӗсене. Республикӑн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑлама паянах Александр Героева шаннӑ.
Сӑмах май ҫакна та палӑртмалла: нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче республика Правительствин тытӑмӗнче улшӑну пулса иртнӗччӗ. ЧР Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине Юстици енӗпе ӗҫлекен комитет туса хунӑччӗ.

Паян Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Алла Салаевӑна ҫирӗплетнӗ. 29-мӗш номерлӗ хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Олег Николаев ирпе ирех алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Алла Салаевӑна 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗн пуканне пӗрре шаннӑччӗ-ха. Анчах унта вӑрах ӗҫлеменччӗ вӑл. 2016 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫав ӗҫрен кайнӑччӗ.
Алла Салаева 1979 ҫулта Шупашкарта ҫуралнӑ, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче истори учительне вӗреннӗ. Педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ. Паянччен Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

Чӑваш Ен Правительствин тытӑмне улӑштарнӑ. Ҫакӑн ҫинчен калакан хушӑва ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян, нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
Чӑваш Енре Промышленность тата энергетика министерстви туса хунӑ. Асӑннӑ енпе яваплӑх ҫапла вара Экономика министерствинчен тата Стройминран ҫӗнӗ министерствӑна куҫӗ.
Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви Юстици енӗпе ӗҫлекен комитета ҫаврӑннӑ.
Экономика, промышленность тата суту-илӳ министерстви малашне Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви ятлӑ пулӗ.
Туризм функцине Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинчен Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствине панӑ.
Гражданла хӳтӗлев тата инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫленӗ министерство унчченхиллех Патшалӑх комитечӗ пулса тӑнӑ.
Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫне Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан ҫине тиенӗ.
