Паян Чӑваш Енӗн финанс министрӗн пӗрремӗш ҫумне Фарида Муратовӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Фарида Халиковна Хусанти аслӑ шкулта финанс пӗлӗвне илнӗ. 1976 ҫулта Чӑваш Енӗн Финанс министерствинче тимлеме пуҫланӑ. 1992 ҫулта вӑл Чӑваш Енӗн Патшалӑх налук инспекцине ӗҫе вырнаҫнӑ. 2005 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче вӑл каллех республикӑн Финанс министерствине куҫнӑ. Ҫав ҫулхи утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче финанс министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Фарида Муратова министрӑн пӗрремӗш ҫумӗн пуканне йышӑннӑ. Ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» тата «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ экономисчӗ» хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ.
Чӑваш Енре халӑхшӑн яваплӑ предприятисене хавхалантарма шухӑшланӑ. Сӑмах вӗҫҫӗн ырласа та мухтаса мар. Укҫан.
Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ 138-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Унта халӑхшӑн яваплӑхшӑн 2018 ҫулшӑн преми парасси пирки каланӑ.
Ӗҫлӗ хутра ҫырнӑ тӑрӑх, Преми парас енӗпе ӗҫлекен канаш сӗннине шута илсе «Лауреат премии Главы Чувашской Республики в области социальной ответственности» (чӑв. — Чӑваш Ен Элтеперӗн социаллӑ яваплӑх облаҫӗнчи премин лауреачӗ) ята пама йышӑннӑ. Хавхалантару укҫи (виҫине асӑнман) «ДюПон Химпром» акционерсен хупӑ обществине, «Хӗвел» тулли мар яваплӑ обществӑна, «Шупашкарти В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗ» акционерсен обществине тивӗҫӗ.
Чӑваш Енри ҫынсене пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫене ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республикӑн правительствинче алӑ пуснӑ. Унта сӑмах кӑҫалхи виҫҫӗмӗш квартал пирки пырать.
Пирӗн республикӑра пурӑнакансене пурӑнма уйӑхсерен сахалтан та 8 пин те 791 тенкӗ кирлӗ. Сӑмах май, тӗрлӗ ҫулхисен тӗрлӗ виҫепе ҫырлахмалла. Вӑй питтисен уйӑхсерен пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫе 9 пин те 331 тенкӗпе танлашать, пенсионерсен – 7 пин те 170 тенкӗпе, ачасен – 8 пин те 834 тенкӗпе.
Республика правительствин йышӑнӑвне ЧР Министрсен Кабинечӗн Пуҫлӑхӗ Иван Моторин ӗнер алӑ пуснӑ. Ӗнерех ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Ӗҫлӗ хут ӑна официаллӑ майпа пичетленӗ хыҫҫӑн вунӑ кунтан вӑя кӗрессине палӑртнӑ.
Паян ЧР Правительствин председателӗ Иван Моторин «Экологи тата природопользовани ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн» директорне Сергей Рязанова ӗҫрен кӑларасси пирки хушу алӑ пуснӑ.
Аса илтерер: Сергей Венедиктович ку должноҫра кӑҫалхи ҫӗрте уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен ӗҫленӗ. Унччен вӑл ЧР радиологи центрне ертсе пынӑ.
Сергей Рязанов умӗн институт ертӳҫи Владимир Барсуков пулнӑ. Ӑна кӑҫал ака уйӑхӗнче ӗҫрен кӑларнӑ.
Институтӑн «ЭнергосбытТ Плюс» АУО умӗнче парӑм пур: 1,4 миллион тенкӗ ытла.
Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне Владимир Михайлова ӗҫрен кӑларас ыйтӑва сӳтсе явнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Унтан тепӗр сӑмах-юмах та тухнӑччӗ: Владимир Михайловӑн министр портфельне каярах пама тивӗ. Ҫакӑ тӳре-шаран шӑпине Мускаври пуҫлӑхсемпе сӳтсе явма тивнипе ҫыхӑннӑ тесе сӑлтавларӗҫ.
РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи полпречӗ Чӑваш Ене килес умӗн харӑсах икӗ министра пукансӑр хӑварни аван мартан йышӑнӑва каяраха хӑварнӑ текенсем те тупӑнчӗҫ. Чӑваш халӑх сайчӗ чӑн сӑлтавне пӗлмест те, анчах ӗнер, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Владимир Михайлова Михаил Игнатьев тилхепесӗр хӑварнӑ-хӑварнах. Хушӑва Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Валерий Филимонов спикер пуканне ҫывӑх вӑхӑтра урӑх ҫынна парас сӑмах тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ хыпарлани иртнӗ эрне вӗҫӗнче тӳрре килчӗ. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнчи сессире Валерий Филимонов спикер ыйтӑвне пӑхса тухнине, вӑл урӑх ӗҫе куҫнӑ май хӑйне должноҫрен хӑтарма ыйтнине пирӗн вулакансем пӗлеҫҫӗ.
Эрне кунах Валерий Филимоновпа Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Ӑна вӑл «тухӑҫлӑ ӗҫшӗн» тав тунӑ.
Ҫав кунах, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, Валерий Филимонова Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумӗ пулма шаннӑ. Ку хушӑва Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Республикин влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗн ҫумӗсенчен пӗри пулса малашне Ирина Левицкая ӗслеме тытӑннӑ. Ӑна ҫак должноҫе ӗнер шаннӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ӗнер, юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Ҫак йӗркесен авторӗ уҫӑ ҫӑлкуҫсене тишкернӗ май Ирина Левицкая обязательнӑй медицина страхованийӗнче чылай ҫул, чӗрӗк ӗмӗре яхӑн, тӑрӑшни палӑрчӗ. Обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фондӗнче вӑл пуҫлӑхӑн ҫумӗ пулнӑ.
Маларах эпир сывлӑх сыхлав министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ пулмалли ҫынна палӑртнине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынипе лару иртнӗччӗ. Унта Ирина Виноградована ЧР сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма тивӗҫ тесе йышӑннӑччӗ.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫин ҫумне Светлана Каликована ӗҫрен кӑларнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, ҫапла хушӑва республика ертӳҫи Михаил Игнатьев алӑ пуснӑччӗ, ӗҫлӗ хута Чӑваш Ен влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑччӗ.
Светлана Каликовапа ҫыхӑннӑ тепӗр хушу та пулнӑ. Ӗнерех Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин ӑна цифра аталанӑвӗн, ҫыхӑнӑвӑн тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫакӑн пирки премьер-министр 765-р номерлӗ хушӑва алӑ пуснӑ.
Светлана Каликова малтан Элтепер Администрацийӗн пресс-служба пуҫлӑхӗ, информаци политикин министрӗн ҫумӗ, Элтепер пулӑшуҫи те пулнӑ. Вӑл ЧР Сывлӑх сыхлав министерствинче пресс-секретарьте те ӗҫленӗччӗ.
Паян Чӑваш Енри темиҫе ҫын республика шайӗнчи пысӑк чыслава тивӗҫнӗ. Вӗсен шутӗнче тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакан пур.
Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн ректорӗ пулнӑ Николай Кириллова, сӑмахран, «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чыслас тенӗ. Аса илтерер, юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл, биологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор тата академик, 70 ҫул тултарчӗ.
Шупашкарти Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗн настоятелӗ, Михаил Иванов протоиерей тата Муркаш районӗнчи ӗҫ ветеранӗ Валериан Краснов «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медальне тивӗҫнӗ.
Алексей Московский юрӑҫа «Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ят пама йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ Надежда Валериановна Никандрова паянтанпа ҫак должноҫе йышӑнма пӑрахнӑ. Хӑй ирӗкӗпе каяс тенӗ-ши вӑл е кайма ыйтнӑ-ши — Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторинӑн кӗске йышӑнӑвӗнче ӑна-кӑна ӑнлантарса тӑман.
ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумне ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Иван Моторин паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Надежда Валериановна министр ҫумӗнче 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе тимленӗ.
Министр ҫумӗн пуканне йышӑннӑ хӗрарӑм малашне ӑҫта ӗҫлессине хыпарланине республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хальлӗхе тупаймарӑмӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |