Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ачашӑн каллех пособи тӳлеме пуҫлӗҫ. Ҫак тӳлеве 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ е усрава илнӗ ачашӑн парӗҫ.
Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӑҫал чӳк уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ачана пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ укҫа виҫипе танлашаканскере раштавӑн 1-мӗшӗнчен тӳлеме тытӑнӗҫ. Кӑҫалхи виҫҫӗмӗш кварталта ку виҫе 8916 тенкӗпе танлашать. Пособие ача 3 ҫул тултариччен парӗҫ.
Регионсене виҫҫӗмӗш ачашӑн пособи тӳлемелли укҫана федераци хыснинчен уйӑрса панӑ. Чӑваш Ене 2017 ҫул валли ку тӗллевпе 25 миллион тенкӗ ҫитнӗ.
РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ҫитес ҫул Чӑваш Ен миҫе ют ҫӗршыв ҫыннине йышӑнма пултарасси пирки хушу алӑ пуснӑ. 2018 ҫулта пирӗн республикӑра ютран килнӗ 100 ҫын ҫеҫ вӑхӑтлӑх пурӑнма ирӗк паракан хут илейӗ.
Палӑртмалла: ҫитес ҫул пирӗн республикӑра ют ҫӗршыв ҫыннисене икӗ хут сахалрах йышӑнӗ. Кӑҫал пирӗн патра 200 ҫын вӑхӑтлӑх пурӑнать. Пӗлтӗр 150 ҫын валли квота пулнӑ.
Раҫҫейӗпе пӗтӗмӗшле илсен, Чӑваш Енри кӑтарту чи пӗчӗккисенчен пӗри. Ямало-Ненецк автономи округӗнче, тӗслӗхрен, 50 квота ҫеҫ. Унтан списокра Чӑваш Ен, Мари Эл, Киров облаҫӗ, Тыва Республики йышӑннӑ.
Ҫитес ҫул Раҫҫейре ютран килнӗ 90,3 пин ҫын вӑхӑтлӑх пурӑнайӗ. Кӑҫалхипе танлаштарсан, 19,8 пин сахалрах.
Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале ирттересси йӑлана кӗнӗ. Ӑна кашни ҫулах ҫу уйӑхӗнче йӗркелеҫҫӗ. Ҫитес ҫул вӑл хӑҫан йӗркеленӗ?
Паян, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти кинофестивале ирттересси пирки хушу алӑ пуснӑ. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2018 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче иртӗ. 11-мӗш хут йӗркеленекенскер пилӗк куна тӑсӑлӗ.
Михаил Игнатьев хушура ЧР Министрсен Кабинечӗн кинофестивале йӗркелемелли пирки палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех Михаил Васильевич вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсене ку ӗҫе хутшӑнма, массӑллӑ информаци хатӗрӗсене кинофестивале ҫутатма сӗннӗ.
ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем 2018 ҫул валли хысна пайланӑ. Ҫитес ҫул «Шупашкар» ҫар карапне, ӗҫрен кӑларнӑскере, Шупашкара ҫитермешкӗн укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Карапа тӗп хулана илсе килесси пирки 2014 ҫултах калаҫма тытӑннӑ. Ун чухне Шупашкар мэрӗ Леонид Черкесов ӑна юханшыв портне лартса унта музей йӗркелеме шухӑш пуррине пӗлтернӗ.
Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче вара РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев ФСБ карапа муниципалитет харпӑрлӑхне пани пирки хушу алӑ пуснӑ. Анчах ӑна республикӑн хӑй шучӗпе илсе ҫитермелле.
Карапӑн Питӗре хӑйӗн ҫитмелле, унтан ӑна буксира илӗҫ. Пӗр сехетре вӑл 3 тонна горючи расхутлать. Пӗтӗмпе 80 пин литр горючи кирлӗ. Карапа Шупашкара илсе килсе музей йӗркелесшӗн.
2020 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри халӑх ҫыравӗ иртет. Ӑна юпа уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче йӗркелеме палӑртнӑ. Унччен вара ӑна сӑнав шайӗнче йӗркелӗҫ.
Сӑнав шайӗнчи ҫырава ҫитес ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-31-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки хушӑва РФ премьер-министрӗ Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ.
Официаллӑ документра палӑртнӑ тӑрӑх, сӑнав шайӗнчи ҫырава 550 пин ҫын хутшӑнмалла. Ӑна сӑнав шайӗнче йӗркелени пӗтӗмӗшле ӗҫ хакне палӑртма пулӑшӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырава ирттерни ҫӗршыври халӑх йышне палӑртма май парӗ. Ҫавӑн пекех субъектсенче муниципалитетсенче ҫынсен йышне шутлӗҫ, вӑл е ку наци ҫыннисем мӗн чухлӗ пулнине палӑртӗҫ.
Сӑмах май, ҫырав вӑхӑтӗнче хӑвӑр пирки тӗнче тетелӗ урлӑ та пӗлтерме пулать. Ҫыравҫӑсем вара хӑйсемпе пӗрле ятарлӑ планшет йӑтса ҫӳрӗҫ. Аса илтерер: юлашкинчен Пӗтӗм Раҫҫейри ҫырав 2010 ҫулта иртнӗ.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн тата хӑйне пӑхӑнакан тӳре-шаран ӗҫ укҫине пӗчӗклетнӗ. Михаил Васильев ку тӗлӗшпе хушу алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Документа шӑпах паян алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Элтеперӗн шалӑвӗ 10 процент чакать. Кунсӑр пуҫне ЧР Министрсен Кабинечӗн председателӗ, правительство пайташӗсем пӗчӗкрех ӗҫ укҫи илме пуҫлӗҫ.
Ку улшӑнусем ытти пысӑк тӳре-шарана та пырса тивме пултараҫҫӗ. Документра Чӑваш Енри ытти патшалӑх органӗнче тӑрӑшакансене те шалӑва 10 процент сахалрах тӳлеме сӗннӗ.
Сӑмах май, РФ Президенчӗ Владимир Путин патшалӑх ертӳҫин ӗҫ укҫине 10 процент чакарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Михаил Игнатьев та шалӑва пӗчӗклетес тӗлӗшпе хушу кӑларнӑ.
Балти флотӗнче тепӗр тральщик ятне Чӑваш Енпе ҫыхӑнтарнӑ. Вӑл «Ҫӗнӗ Шупашкар» ятлӑ пулӗ. Ят парасси пирки хушӑва официаллӑ майпа алӑ пуснӑ ӗнтӗ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Балти флочӗн командующийӗ Александр Носатов «БТ-212» база тральщикӗн ятне улӑштарасси пирки документ алӑ пуснӑ. Ӑна «Ҫӗнӗ Шупашкар» теме йышӑннӑ. Ку ята парасси пирки ҫурла уйӑхӗнчех калаҫнӑ.
Ку тральщик 49 метр ҫӳллӗш, вӑл Балти флочӗн йышне 1991 ҫулта кӗнӗ.
Сӑмах май, Балти флотӗнче Чӑваш Енпе ҫыхӑннӑ карапсем пур ӗнтӗ. Унччен ракета катерне «Чӑваш Ен» ят панӑ. Тепӗр ракета катерӗ «Шупашкар» ятлӑ.
Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен, архив ӗҫӗн министр ҫумне Вячеслав Оринова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин алӑ пуснӑ.
792-р номерлӗ ӗҫлӗ хутра министр ҫумне мӗншӗн ведомствӑри пукансӑр хӑварнине ӑнлантарса тӑман. Йышӑнӑва премьер-министр паян алӑ пуснӑ, хыҫҫӑнах ӑна Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Ҫапах та официаллӑ ҫирӗплетмен ҫӑлкуҫсем калани тӑрӑх хакласан, министр ҫумӗпе министрпа ӑнланманлӑх пулнӑ имӗш.
Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Вячеслав Оринов утмӑл ҫул тултарнӑччӗ. Ӑна пӗлекенсем калашле, пӗтӗм пурнӑҫӗ Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗпе ҫыхӑннӑ. Унта ӗҫленӗ чухне 25 ытла сӑнар калӑпланӑ. Режиссер И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Культура институтӗнче те вӑй хунӑ. Кинофильмсем те пӗрре кӑна мар ӳкернӗ.
Раҫҫейре виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратакансене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин ӗнер ҫӗнӗ йышӑну кӑларнӑ. Унта 2018 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Чӑваш Ене ҫемьери виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн федераци укҫи илсе тӑма пуҫлӗ.
Ҫӗршыв ертӳҫи «Раҫҫей Федерацийӗн демографи политикине пурнӑҫламалли мерӑсем ҫинчен» Указа улшӑнусем кӗртнӗ. Ҫапла вара ҫемьере 2012 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасемшӗн уйӑхсерен пособи тӳлемешкӗн регионсене федераци бюджетӗнчен укҫа уйӑрмалли никӗс шутланакан критерисене улӑштарнӑ. Финанса тивӗҫекен регион шутне малашне ача ҫуратаслӑхӑн суммарлӑ коэффициенчӗ ҫӗршыври вӑтам кӑтартуран пӗчӗкреххи мар, ҫуратаслӑх коэффициенчӗ иккӗрен иртменни кӗрет.
Ҫитес ҫул Чӑваш Енре мӗнле ҫулталӑк пулӗ? 2018 ҫулта Чӑваш Ҫуттакӑларуҫи Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитет. Ҫавна май Чӑваш Енре ҫитес ҫула Иван Яковлева халаллама йышӑннӑ. Аса илтерер: Яван Яковлевич 1848 ҫулхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнӑ.
Ҫуттакӑларуҫӑн пултарулӑх еткерне асра тытас тесе тата ҫавра ҫула шута илсе ЧР Культура министерстви ҫитес ҫула Иван Яковлев ҫулталӑкӗ пулнине пӗлтерме хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна каярахпа ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пусӗ.
Палӑртса хӑварар: Иван Яковлев Атӑлҫи тата Урал тӑрӑхӗнчи халӑхсене ҫутта кӑларас, вӗрентес тесе нумай тӑрӑшнӑ, наци кадрӗсем хатӗрленӗ.
Сӑмах май, Чӑваш Енре 2015 ҫул Константин Иванов ҫулталӑкӗ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |