
Паян Чӑваш Енӗн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин ҫӗнӗ ертӳҫине ҫирӗплетнӗ. Яваплӑ ҫак должноҫе Иван Исаева шаннӑ.
Ҫапла, хӑй вӑхӑтӗнче ҫак ведомствӑра министрта тӑрӑшнӑ Иван Васильевич Исаева. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ те пуҫарнӑччӗ. 2015 ҫулта Иван Исаева министр пуканӗсӗр хӑварнӑччӗ.
Иван Исаева министр тилхепине тыттарасси ҫинчен калакан хӑйӗн хушӑвне Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян, чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
ЧР Ҫутҫанталӑк ресурсӗсен тата экологи министерствин сайтӗнчи тытӑмра ҫӗнӗ министр ятне ҫырса хунӑ, хушу номерне кӑтартнӑ. Сӑнӳкерчӗке тата биографие ҫак самантра вырнаҫтарманччӗ.

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш автономи облаҫне туса хунӑранпа 100 ҫул ҫитнине уявласси ҫинчен хушу кӑларнӑ. Ҫавӑн пирки вӑл ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе хӑй ӗнер ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Аса илтерер: Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе килес ҫул 100 ҫул ҫитӗ. Ӑна Шупашкарта тата Хӗрлӗ Чутай райнӗнче анлӑн уявӗҫ.
Чӑваш Ен Правительствин мероприятисен планне йӗркелемелле, уншӑн е куншӑн яваплисене палӑртмалла. Районсемпе хуласенче те республикӑмӑрӑн пӗр ӗмӗрхине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттермелле. Ҫавӑн пирки те асӑнса хӑварнӑ Михаил Игнатьев хушӑвӗнче.
Хӗрлӗ Чутай районне республика хыснинчен укҫа уйӑрса парӗҫ. Кун пирки те хушура каланӑ.

Чӑваш Енре наставниклӑх институтне чи лайӑх саракансене палӑртма конкурс ирттерме йышӑннӑ. Кун пирки ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян пӗлтернӗ. Конкурсшӑн явапли — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗ.
Конкурса кирек кам та хутшӑнаять. Чи кирли — вӗсем республика территорийӗнче тӑрӑшакан предприятисем пулни. Харпӑрлӑх форми кирек мӗнли пулсан та юрать.
Наставниклӑха сарассипе ырӑ тӗслӗх кӑтартакансен ҫак опытпа палалштармалла. Ҫӗнтерӳҫӗне палӑртнӑ чухне настанвиклӑх тӗслӗхне ытти ҫӗрте усӑ курма май пуррине те шута илӗҫ.
Конкурса хутсене кӑҫалхи юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗччен йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарма 150 пин тенкӗ уйӑрма палӑртнӑ.
Аса илтерер: ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев наставниклӑх институтне аталантарасси ҫинчен калакан хушӑва алӑ пуснӑччӗ.

Юпа уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш автономи облаҫӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитни» астӑвӑм медалӗн положенине ҫирӗплетесси пирки» хушӑва алӑ пуснӑ. Ку награда икӗ элементран тӑрать.
Медале Раҫҫей ҫыннисем, ют ҫӗршыв гражданӗсем, Чӑваш автономийӗ йӗркленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприятисемпе уявсене килнӗ хисеплӗ ҫынсем илме пултарӗҫ. Кама чыслассине ЧР Элтеперӗ йышӑнӗ. Вӑл администраци ертӳҫисене сӗнӗвӗсене те шута илӗ.
Медале 2020 ҫул тӑршшӗпех парӗҫ. Унпа ҫын вилнӗ хыҫҫӑн чысламаҫҫӗ.

Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ ҫынна ҫӗнӗ ӗҫе куҫарнӑ. Сӑмах Анатолий Митин пирки пырать. Халӗ вӑл РСКӗн (Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн) Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи транспорт управленийӗнче ертӳҫӗ пулса ӗҫлӗ.
Анатолий Митинпа коллектива тата регионти ведомствӑсен ертӳҫисене паллаштарнӑ ӗнтӗ. Маларах унта Александр Полтинин ертӳҫӗ пулса ӗҫленӗ. 2011 ҫултанпа Александр Полтинин РФ Следстви комитечӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен Атӑлҫи следстви управленине ертсе пынӑ. Александр Полтинин Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнчи сумлӑ должноҫе 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йышӑннӑ. Ведомствӑна маларах ертсе пынӑ Александр Мигушов Мари Элта ӗҫлет.

Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленнине тунтикун Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: ҫавӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗччӗ. Ун чухне Михаил Васильевич ӗҫлӗ хута йӗркелесе ҫитермеллине палӑртнӑччӗ. Паян вара Элтепер хушӑва алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗрен йышӑннӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ. Михаил Игнатьев Элтепер хушӑвне пурнӑҫлама ҫитес ҫул республика хыснинчен 3,4 миллиард тенкӗ уйӑрӗҫ. Хушӑва пурнӑҫа кӗртессишӗн Чӑваш Ен Правительстви тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем яваплӑ.

Чӑваш Енре халӑх пурнӑҫ шайне лайӑхлатасси ҫинчен хушу кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Ҫакӑн пирки паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗрен йышӑнма палӑртнӑ документ сывлӑх сыхлавне, вӗрентӗве, культурӑна, спорта, общество инфраструктурине пырса тивӗ.
2020 ҫулта сывлӑх сыхлавне хушма укҫа 1 млрд тенкӗ яма палӑртаҫҫӗ. Вӑл тухтӑр ҫурчӗсен пурлӑхпа техника никӗсне ҫӗнетме кайӗ.
Республикӑри шкулсене ҫитес пилӗк ҫулта тӗпрен юсасшӑн. Отрасле 2020 ҫулта 1,2 миллиард тенкӗ хушма укҫа кайӗ.
Муниципалитетсен архивӗсем, вулавӑшсем, культурӑпа кану учрежденийӗсем валли 500 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн. Спорт лапамӗсене тума тата юсаса ҫӗнетме те палӑртнӑ. Ун валли килес ҫул 500 миллион тенкӗ пӑхса хӑварасшӑн.
Ял ҫыннисене паха шывпа тивӗҫтерме килес ҫул 200 миллион тенкӗ уйӑрасшӑн.

Чӑваш Енӗн ҫар комиссариатне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлама хатӗрленеҫҫӗ. Ҫавна май ятарлӑ ӗҫ ушкӑнӗ йӗркеленӗ. Кун пирки калакан йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫи Иван Моторин нумаях пулмасть алӑ пуснӑ.
Ушкӑнӑн ӗҫне йӗркелесе тӑрассишӗн явапли тесе Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви йӗркелесе тӑрӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫи пулма Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумне — ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫине Юрий Васильева шаннӑ. Ҫар комиссарӗ Александр Мокрушин — ӗҫлӗ ушкӑн ертӳҫин ҫумӗ. Ушкӑн ертӳҫин тепӗр ҫумӗ — ЧР юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Наталья Тимофеева. Ӗҫлӗ ушкӑн йышӗнче ытти ведомствӑра тӗрлӗ должноҫре тӑрӑшакансем те пур.

Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдуард Бахмисова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Эдурад Бахмисов Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑра ҫуралса ӳснӗ. Хусанти педагогика институтӗнче физвоспитани тата географи факультечӗсенче вӗреннӗ. 1994 ҫултанпа 15 ҫула яхӑн Чӑваш наци музейне ертсе пынӑ.
Вӑл унта тимлеме тытӑнсан курав ӗҫӗ самай анлӑланнӑ. «Чебоксары знакомые и незнакомые» (чӑв. Паллакан тата палламан Шупашкар), «Чувашские узоры» (чӑв. Чӑваш тӗррисем), «Театр, актер, костюм» (чӑв. Театр, актер, тум), «Узоры веков. Этнокультурный портрет Чувашской Республики» (чӑв. Ӗмӗрсен эрешӗсем. Чӑваш Республикин этнокультура портречӗ) тата ытти курава халӑх кӑмӑлласа йышӑннӑ. Наци музейӗ ҫумӗнчи йӑла залне уҫас тата этнографи картишне йӗркелес шухӑша та вӑл пуҫарнӑ.

Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче Алексей Гурьев самай пысӑк вырӑн йышӑннӑ.
Алексей Юрьевича министр ҫумӗ пулма шаннӑ. Ҫавӑн ҫинчен калакан хушӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин Иван Моторин паян, ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
730-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑмра вырнаҫтарнӑ.
Алексей Гурьев маларах Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнчи Шалти политика управленийӗнче пуҫлӑх ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. 2012-2015 ҫулсенче вӑл «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин регионти ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи пулнӑ.
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗнче Алексей Гурьев вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗн ҫумӗ пулмалли кандидатсен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ.
